16 сентября 2011 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çÿлĕсенче Çĕнĕ Чалкасси вăтам шкулĕ уйрăм ларакан йывăç çуртсенчен тăнă. Вĕсене вутăпа е брикетпа ăшăтнă. Ку шкула Малти Тукай, Иккĕмĕш Хурамал, Çĕнĕ Чалкасси, Чăнкăвар тата Шăхасан выççăлкки ачисем çÿренĕ. Вырăн çитменнипе шкул ачисем иккĕмĕш сменăра та вĕреннĕ. Вырăнти учительсем, вăхăта пăхмасăр, кая юлса пыракан ачасемпе уроксем хыççăн пайтах тăрмашнă, ашшĕ-амăшĕ патне тăтăшах кайса çÿренĕ, халăх умне тухса тĕрлĕ калаçу, лекци ирттернĕ.
Ку шкула çамрăк учительсем пырасшăнах пулман: инçе, çулĕсем начар, вĕрентме кирлĕ майсем питĕ сахал, пурăнмалли çук. Анчах та Лилия Ермолаева (халĕ Ефимова), Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи математика уйрăмне пĕтернĕскер, 1969-мĕш çулта çак шкула пĕр хăрамасăр, йывăр пулассине пĕлсех, суйласа илнĕ. Çĕнĕ Ачча хĕрĕ, вăл Аччари вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ, математикăна питĕ юратнă.
Ăна 9-мĕш класс ертÿçи пулма тÿр килнĕ, унта 12 ача вĕреннĕ. 1971 çулта вĕсем шкул пĕтерсе, кайăк чĕпписем евĕр, саланнă. Унтанпа 40 çул иртнĕ пулин те вĕсем Лилия Ермолаевнăна паянхи кун та манмаççĕ. Анчахрах çак туслă йыш Канаш хулинче, "Мой город" кафере пухăнчĕ (ÿкерчĕкре). Хаваслă пулчĕ тĕлпулу. Питĕ тимлесе итлерĕç, тахçанхи урокри евĕр, пĕр класра вĕреннĕскерсем хăйсен учительне. Савăнăç шевли вылярĕ унăн пичĕ çинче, мĕншĕн тесен тăрăшни сая кайман, вĕренекенĕсем пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулса тăнă.
Тĕлпулăва хатĕрлеме Алевтина Яшманова (Иванова), Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, самаях тăрăшнă, уншăн ăна пурте ăшшăн тав турĕç. Вăл Малти Тукай ялĕнчен, Çĕрпÿри культура училищине вĕренсе пĕтер-нĕ, нумай çул Канаш районĕн администрацийĕн культура пайĕнче ĕçленĕ, вăл ертсе пыракан "Пучах" агит ушкăн ял ĕçченĕсене чылай çул хушши хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарнă. Юлашки вăхăтра Алевтина хулари культура керменĕ çумĕнчи драма кружокне ертсе пырать.
Валентина Григорьева (Михайлова) Тăрăн ялĕнче ÿссе çитĕннĕ, Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ, малтан 26 çул хушши Пайкилтри ача сачĕн заведующийĕ пулнă, кайран вырăнти ваттисен çурчĕн ĕçне йĕркелесе пынă. Упăшкипе пĕрле пилĕк ача çитĕнтернĕ, иккĕшне – усрава илнĕ. Халĕ Григорьевсен сакăр мăнук çитĕнет.
Шăхасан выççăлккинче çуралнă Галина Загайная (Иванова) шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти планпа экономика техникумне вĕренме кĕнĕ. Çамрăк специалиста Ленинград облаçĕнчи Гатчино хулине ĕçлеме янă. Вăл халĕ те унтах пурăнать. "Эпĕ "Буревестник" заводра ĕçлеме пуçларăм. 1980 çулта, Афган çĕршывĕнче вăрçă пуçлансассăн, мана парткома чĕнчĕç, Кабул хулине яратпăр терĕç. Эпĕ тĕлĕннипе çухалсах кайрăм. Шухăшлама çур сехет пачĕç. "Вирлĕн" калаçнă хыççăн эпĕ Афганистана кайма килĕшрĕм. Ун пирки мана никама та калама хушмарĕç.Çапла вара эпĕ ытти совет специалисчĕсемпе пĕрле ют çĕршыва лекрĕм, госпитальте бухгалтер пулса ĕçлерĕм, тем те пĕр куртăм. Совет салтакĕсене Афганистанран кăларсан заводах таврăнтăм, 1996 çултанпа вара Гатчино хулинче Пенси фондĕнче ĕçлетĕп. Çемьеллĕ, хĕрача Оксана институтра преподавательте вăй хурать, ывăлĕ, Сантăр, Ленинградри строительствăпа архитектура патшалăх институтне вĕренсе пĕтерчĕ, халĕ ĕçлет", - каласа пачĕ Галина.
Раиса Михайлова (вăл Малти Тукайран) шкул хыççăн икĕ çул Шупашкарти пир-авăр фабрикинче ĕçленĕ, унтан Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе агроном дипломне алла илнĕ. Çамрăка Чулхула облаçне ĕçлеме янă. Виçĕ çул иртсен Раиса тăван çĕршыва таврăннă, Канашри "Стройтехника" заводра тăрмашнă, çемьере виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Анфиса Гаврилова (Яковлева) - Тăрăн хĕрĕ, Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçленĕ, çемье çавăрсан яла таврăннă, вырăнти ача-пăча садĕнче хуçалăх заведующийĕ пулса тимленĕ. Надежда Тихонова (Романова) та çак ялтанах: Шупашкарти кулинари училищинчен вĕренсе тухсан, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн столовăйĕнче поварта ĕçленĕ, качча тухсан Пайкилтри вăтам шкулăн столовăйĕнче апат пĕçер-нĕ, 1987 çултанпа паянхи кун таран ялти ача-пăча садĕнче тутлă апат-çимĕç хатĕрлет. Унăн çемйинче тăватă ача ÿссе çитĕннĕ, халĕ хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ. Роза Шамбина (Никифорова) Иккĕмĕш Хурамал ялĕнчен, вăтам пĕлÿ илнĕ, техник-электрик пулса тăнă, вĕсен çемйинче икĕ хĕр ÿссе çитĕннĕ. Анфиса Михайлова (Яковлева), алла аттестат илсен, тÿрех Мускава çул тытнă, Раменскри пир-авăр комбинатĕнче ĕçе пикеннĕ. Ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕсем начарланнă пирки яла таврăнма тивнĕ. Вăл Канашри лакпа сăрă заводĕнче 25 çул лентоплетельщица пулса ĕçленĕ. Ывăлĕ Александр ЗАО "Промтрактор-Вагон" предприятире мастер пулса тимлет, хĕрĕ Наталья Мускаври ГУМра технолог-çĕлевçĕ пулса вăй хурать.
Асăннă класра пĕр каччă çеç вĕреннĕ - Герман Егоров, Хурамалтан. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнчен (электротехника факультечĕ) вĕренсе тухнă, хĕсметре тăнă, Владимир хулинчи патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ, "газоснабжение" специальноçа алла илнĕ. Çемйинче икĕ ывăл: асли Игорь - летчик, Тверь облаçĕнче хĕсметре тăрать, Олег Мускавра инженер пулса ĕçлет. Халĕ Герман Мускав çывăхĕнче пурăнать.
Вăт çапла пулса тухнă 40 çул каялла шкул пĕтернĕ çамрăксен çул-йĕрĕсем, шăписем. Пурте вĕсем çĕршывăн пархатарлă гражданĕсем, шкул, учительсен, ашшĕ-амăшĕн ятне çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ. Малалла та çапла пултăр.
Петр ЕФИМОВ.