АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автокредит бизнеса вăй илмешкĕн пулăшĕ

16 сентября 2011 г.

Пĕчĕк бизнеса вăй илме пулăшмашкăн тата ăна ăнăçлă аталантармашкăн предпринимательсем валли Раççей Перекет банкĕ çулсерен ятарлă "Бизнес-Авто" акци ирттерет. РФ Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн халăха кредитпа тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Ирек Шайдуллин пĕлтернĕ тăрăх, çак акци тапхăрĕнче хамăр тата ют çĕршывсенче туса кăларнă транспорт хатĕрĕсем, тÿррипе каласан, çăмăл автомобильсем, тиев турттаракан машинăсем, прицепсемпе çурма прицепсем, ял хуçалăх техники туянма ятарлă кредит параççĕ.

- Ирек Хасиятуллович, автокредит ытти кредитран мĕнпе уйрăлса тăрать; Уйрăммăн палăртса калăр-ха, мĕнре-ши унăн усси;

- Хаваспах хуравлатăп сирĕн ыйтăвăра. Пĕрремĕшĕнчен, çак кредитпа эсир пĕр е темиçе транспорт хатĕрĕ туянма пултаратăр. Иккĕмĕшĕнчен, кредитпа вĕр çĕнĕ машина та, усă курнине те туянма пулать. Мотоцикл, мотороллер, катер, автобус, хăвăра килĕшекен тата ытти транспорт хатĕрĕсен хуçи пулма пулăшать сире çак кредит. Малтанхи çулта кредитпа усă курнă чухне унăн страхлав премине туллин е пайăн-пайăн тÿлеме пултаратăр. Клиент автомобиле банкпа тачă çыхăнса ĕçлекен кирек хăш салонра е фирмăра туянма пултарать. Кунта манăн çакна палăртса хăварас килет: пирĕн банкпа туслăн çыхăнса ĕçлекен страхлав компанийĕсем - автростраховани системин шанчăклă лидерĕсем. Дилерсемпе килĕшÿ туса транспорт хатĕрĕсем туянма кăмăл тăвакан заемщиксене банк ытти ятарлă программăсем те пулăшать.

- Автокредит илмелли йĕркепе паллаштарăр-ха....

- "Бизнес-Авто" - пилĕк çул таран паракан кредит. Эсир туянакан транспорт хатĕрне салука хурса стандарт условийĕсенче çулталăкра 17 процент ставкине тÿлетĕр. Кун пек чухне кредитăн чи пĕчĕк сумми 150 пин тенкĕпе танлашать.

Заемщик усă курнă автомашинăна фирма тивĕçлĕ шайра хакланă хыççăнхи кăтартусемпе килĕшÿллĕн банк заемщикăн пурлăхне хăйĕн укçи-тенки вырăнне хурса йышăнма пултарать. Урăхла каласан, саккунпа çапла ирĕк пур унăн. Кун пек чухне заемщикăн банка суту-илÿ договорне (килĕшĕвне) тата фирма панă тÿлев докуменчĕсене тăратмалла. Фирма панă документра автомобиль маркине, модельне, унăн хакне кăтартса çырни пулмалла.

- Банк клиенчĕн машина хуçи пулас килсессĕн малалла мĕнле утăмсем тумалла;

- Автосалонра хăвăра килĕшекен транспорт хатĕрне суйлăр, унтан счет илме ан манăр. Çакăн хыççăн банка кредит илмешкĕн килĕр. Банк сирĕн ыйтăва кирлĕ пек татса пачĕ пулсан, транспорт хатĕрĕ тăракан хакăн 20 проценчĕ чухлĕ фирма счечĕ çине укçа-тенкĕ куçарăр. Халĕ эсир чăннипех автомобиль хуçи! Унăн рулĕ умне ларăр та ГИБДДна çул тытăр - кунта сирĕн машинăна регистрацилеççĕ. ПТС оригиналне тата патшалăх регистрацийĕ тунине çирĕплетекен свидетельство копине банка кайса парăр.

- Хальхи саманара транспорт хатĕрне аякка кайса суйлама кирлĕ мар-тăр. Çывăхра ăна ăçта туянма пулать-ши;

- Тĕрĕсех ыйту патăр эсир. Халĕ машина суйламашкăн çирĕм-вăтăр çул каяллахи пек тĕнче касса çÿреме кирлĕ мар. Акă, Шупашкарта тĕрлĕ автосалон вырнаçнă. Вĕсенчен ытларахĕшĕ - пирĕн партнерсем. Банк вĕсемпе тачă çыхăну тытать, республикăри районсемпе хуласенче автомашина куравĕсем йĕркелет. Тĕслĕхрен, юлашки тăватă-пилĕк çул хушшинче Канашра "Авточупу" акци йĕркипе "Лада", "Фольксваген", "Сузуки" çăмăл машинăсен тест-драйвĕ, урăхла каласан, паллашу кунĕсем иртрĕç. Автомобильсемпе кăсăкланакансем çав уявсене йышлăн хутшăнчĕç, майлă самантпа усă курса, хăйсене килĕшнĕ автомобиле автокредитпа туянакансем те пулчĕç.

Шупашкарти автосалонсенче хамăр çĕршывра туса кăларнă ГАЗ, ВАЗ, УАЗ машинăсем, ют патшалăхсенчи "Ауди", "Шевроле", БМВ, "Деу", "Ситроен", "Форд", "Хонда", "Лексус", "Мазда", "Мерседес", "Мицубиси" тата ытти автомобильсем туянма пулать. Республика тĕп хулинчи тĕрлĕ уçă е хупă обществăсемпе фирмăсенче МТЗ тракторсем, ПАЗ автобуссем, прицепсем, комбайнсем, автокрансем, грейдерсем, экскаваторсем, погрузчиксем, çул-йĕр юсакан техника хатĕрĕсем суйласа илме май пур. Асăннă транспорт хатĕрĕсене Раççей Перекет банкĕн кредит программисемпе усă курса туянма пултаратăр. Ку ĕçре эпир сире хамăр енчен май килнĕ таран пулăшма яланах хатĕр.

А.ВЛАДИМИРОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика