16 сентября 2011 г.
Çулсерен авăн уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.
Вăрман – халăх пуянлăхĕ, çавăнпа та пирĕн ăна упрама пĕлмелле. Ларакан йывăçа пĕр самантра касса тÿнтерме пулать, вăрман чĕртсе тăратма вара вуншар çул кирлĕ. Юмана, сăмахран, çитĕнсе çитме çĕр çул та çителĕксĕр. "Симĕс пуянлăх" çăрапа питĕрсе илмен пурлăх тĕнчи, унта кĕрсе кирек кам та пĕр чăрмавсăрах кăмпа-çырла, мăйăр-йĕкел пуçтарса тухма пултарать.
Пирĕн вăрман хуçалăхĕн вырăнти вăрмана çĕнетсе тăма икĕ питомник пур. Питомниксенче çитĕнтернĕ йывăç-хунав ума лартнă плана пурнăçласа пыма çитсе пырать. Вăрлăх саппасне пуянлатса хăварас тĕллевпе 630 кг чăрăш йĕкелĕ тата хурăн вăрри пуçтарнă, çулталăк вĕçлениччен 2000 кг хыр йĕкелĕ пухса хăварасшăн.
Юлашки вăхăтра вăрмансене лапкăшĕпех касса уçмастпăр, çавăнпа та хунавсем темиçе çул лартмаллăх та пур. Анчах та çут çанталăкри "вăйсем" вăрман лаптăкĕсене чакараççĕ. Ытларах хыр вăрманĕсем çунаççĕ. 2010 çулта вут-кăвар 3,19 гектар çинче алхасрĕ, халĕ инкек пулнă вырăнсене тасататпăр, хунав лартса çĕнетме çĕр хатĕрлетпĕр.
Çамрăк вăрмана тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси çивĕч ыйту кăларса тăратать. Енчен те темиçе çул каялла "посадкăна" кĕтÿ кĕрсе шар кăтартатчĕ пулсан, хальхи вăхăтра çынсем милĕк хатĕрлесе тертлентереççĕ. Хуçса амантса пĕтернĕ туйрасенчен çирĕп юман епле çитĕнтĕр-ха;
Канаш вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансем çулсерен кану вырăнĕсене йĕркене кĕртеççĕ, илемлĕ аншлагсем вырнаçтараççĕ. Шел канакансем çакна шута илмеççĕ, хăйсем хыççăн "беседкăсене" ватса çĕмĕрсе, тавралăха çÿп-çаппа варласа хăвараççĕ. Хамăр хыççăн пуçтарса хăварсан тирпейлĕ вырăна тепре килсе канма та кăмăллă-çке.
Вăрмана çÿреме пурте кăмăллатпăр эпир. Пĕрисем çут çанталăка ятарласа канма тухаççĕ, теприсем кăмпа çырлана каяççĕ. Анчах та çав вăхăтрах "симĕс пуянлăха" тата унти кайăк-кĕшĕкпе чĕр чунсене упрамалли çинчен те манар мар.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулсерен професси уявĕ умĕн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр, пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыракансене чысласа хисеп тăватпăр. Уяв кунне Канашри участокри лесничествăн лесничийĕ А.Рипанов (ÿкерчĕкре сылтăмра) Федераци агентствин, тĕп бухгалтерĕ Е.Николаева Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен, вăрман мастерĕ Н.Сергеев лесничествăн Хисеп грамотисене илĕç. Саламлатпăр вĕсене, малашне те хастар ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр.
И.ФЕДОРОВ,
вăрмансене çĕнетес енĕпе ĕçлекен инженер.