16 сентября 2011 г.
Чăваш Республикин Хула строительствин тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министерствин пуçарăвĕпе кашни çулах республикăри ял-хулана тирпей-илем кĕртессипе ирттерекен смотр-конкурсăн "географийĕ" анлăлансах пырать.
Енчен те малтанхинче, 2005 çулхинче, 19 муниципалитет йĕркеленĕвĕ тупăшнă тăк кăçалхине 25-ĕн хутшăннă. Пĕтĕмлетĕве видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕрен пур район администраци пуçлăхĕ те хăйĕн шухăшне палăртма, сĕнÿ пама пултарнă.
– Хальлĕхе чылай çĕрте çут çанталăка упрассине, уншăн тăрăшассине, хамăр пурăнакан вырăнсене тирпейлессине, йывăç-тĕм, чечек-курăк ытларах лартса ÿстерессине темшĕн кашни тивĕçĕ тесе шухăшламастпăр, – тенĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕн ларăвне уçнă чухне асăннă ведомствăн ертÿçин çумĕ Андрей Алешин. – Конкурс ирттерме йышăннăранпа лару-тăру самай лайăх енне улшăнчĕ. Кĕске тапхăртах ялсен сăнĕ тасалса çуталчĕ. Çуллахи вăхăтра хăш-пĕр çĕрте фонтансем чĕрĕлĕх кĕртеççĕ. Кĕрхи-çурхи вăхăтра пылчăк çăрмаççĕ, урамсенче те – асфальт сарнă çулсем, айккисенче – тротуарсем. Чылай енĕпе – ырă пулăм. Çакăнта конкурс ирттерме йышăннин те витĕмĕ пулчĕ...
Сĕннĕ материалсене тĕплĕн тишкерсе çĕнтерÿçĕсене палăртма комисси членĕсене çăмăл килмен. Çапах та вĕсем халăх пурăнакан яла е хулана тирпей-илем кĕртессипе чи нумай тăрăшнисен йышне (вырăн йышăннă май) Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисене, Муркаш район центрĕпе Елчĕк районĕнчи Патреккел салине тата Çĕрпÿ хулине кĕртнĕ. Социаллă сферăри учрежденисен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри тата Улатăр районĕнчи Первомайскинчи пĕтĕ-мĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсем çĕнтернине палăртнă. Тепĕр номинацире – çирĕплетнĕ участока таса тытнă, унăн территорийĕнче чечек нумай ÿстернĕ организаци – Патăрьел районĕнчи "Жасмин" кафе, Йĕпреçри "Водоканал" тата Улатăрти "Заря" хăна çурчĕ – çĕнтерÿçĕ Дипломĕсене тивĕçнĕ. Урамсем тупăшăвĕнче Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнчи Шкул, Йĕпреç район центрĕнчи Хĕвеллĕ тата Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам салинчи Нариман урамĕсем – чи таса та тирпейлисен йышĕнче.
Конкурс комиссийĕ уйрăм çын хуçалăхĕсене те пахаланă. Тĕслĕхлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тата таса территориллĕ хуçалăх Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шорово ялĕнчи Кузнецовсен çемйин иккен. Ун хыççăнхи вырăнсене Елчĕк район центрĕнчи Егоровсем тата Патăрьел район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртăн кил картийĕнчи ача-пăча площадки йышăннă.
Ю.СТЕПАНОВ.