АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ăшра çунать пĕр тĕп сăнар"

14 сентября 2011 г.

Театр - юмах, асамлăх тĕнчи. Чĕнтĕрлĕ чаршав кăтра юхан шыв хумĕсем пек вылянчăклăн авкаланса уçăлсанах эпир тулли кăмăлпа сцена çине тимлĕн тинкеретпĕр. Артисчĕсем мĕнле талантлă тата, хăйсене уйăрса панă рольсене пĕринчен тепри ăста выляççĕ, кашнин сăнарĕ – ăсталăх хĕлхемĕ. Çапла, эпир ырă сăнарсене ăша хывса вĕсем пек пулма тăрăшатпăр. Куракансене килĕшсех кайман сăнарсене те ăста калăплама пĕлмелле вĕт сцена çинче. Эпир вара пурнăçра кун пекки те пулать вĕт, хамăрăн çеç ун пек пулас марччĕ тесе сăнарсем урлă йăнăшсене туйса çĕнелсе тасалатпăр. Çапла, театр пире хамăр çине ют куçпа пăхса хак пама вĕрентет.

Мана пур артист выляни те килĕшет. Вĕсем çавăнпа артист, сцена ăстисене тиркес тесен те тиркеме май çук. Чăваш театрĕнчи нумай артист пултарулăхĕпе тĕлĕнме пăрахмастăп, вĕсенчен пĕри – Чăвашсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ирина Александровна Архипова.

Ирина 1985 çулта Кăшнаруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкултан, 1987 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

– Шупашкарти 31-мĕш суту-илÿ училищинче специальность алла илнĕ хыççăн, хамăн чи çывăх тантăшăмпа, пĕр çулталăк лавккара сутуçăра ĕçленĕ Светлана Филипповăпа пĕрле Çамрăксен театрне кайса артист пулма тĕллев лартрăмăр, – иртнине ăшшăн аса илет Ирина Александровна.

- Комиссири ăстаçăсем пире хăвăр пултарулăхăра кăтартма хатĕрленсе килĕр терĕç. Тепĕр тĕл пулу нумаях кĕттермерĕ хăйне: эпир Светăпа хамăр ялти Чăваш халăх писателĕн Николай Терентьевăн "Сансăр пурнăç çук" пьесăри пĕр сыпăка тата Çĕрпÿ ярмăркки çинчен çырнă монологсене вуласа комисси членĕсен кăмăлне çемçетме пултартăмăр. Унтан йывăр конкурс витĕр тухса Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищине вĕренме кайма тивĕçрĕмĕр.

Яланах хаваслă, сăнĕнче йăл кулă çиçекен Ирина Мускавра вĕреннĕ çулсене ăшшăн аса илет. Тăван çĕршывран аякра пурăннă тапхăрта шутсăр киле кайса ашшĕ-амăшне, ял-йыша чунтан курас килни çинчен каласа парать. Артист ăсталăхне вĕрентнĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшнă, сцена çинчи вăрттăнлăхсене уçса панă Владимир Прохорович Селезнев профессора, Татьяна Николаевна Аносова, Изольда Васильевна Хватская вĕрентекенсене тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисткине Тамара Ивановна Лякинана чĕререн тав тăвать артистка. Вĕсенчен ăша хывнă ăсталăха усă курса умри ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пыма ырми-канми тăрăшать.

– 1993 çултанпа Çамрăксен театрĕн сцени çинче мĕн тĕрлĕ сăнар калăпланине асăнса пĕтерес те çук, шухă хĕрачаран пуçласа ватă карчăк таранах... – тет Ирина Архипова. – Вĕсем кашни хăйне евĕрлĕ.

Унăн Мускаври диплом ролĕ "Братья Карамазовы" (Ф.М.Достоевский) хайлавĕнчи Лиза Хохлакова сăнарĕ пулнă.

Ирина Архипова çавăн пекех вырăс классикĕсен хайлавĕсенчи сăнарсене: Глаша служанка рольне "Аслати", Потаповна "Парнесĕр хĕр" (А.Н.Островский) тата няня "Недоросль" (Д.И.Фонвизин) ăста вылянине палăртса хăварма кăмăллă.

Çинук аппа (Н.Сидоров "Шăмат кун каçхине"), амăшĕ (Угарин "Мăнкун умĕн"), Саджи аппа (Галиев "Чун илли") тата ытти сăнарсене те ăста калăплать артистка.

Ача-пăча валли çырнă ăса вĕрентекен вырăсла пьесăсенче те вăл хăйне евĕр тĕлĕнмелле сăнарсем калăплать, вĕсен шутĕнче Симĕс светофор ("Когда поет светофор"), Акап асанне ("Огненный лес"), Ухсах йытă ("Собаки"), "Вовочка в стране сказок" пьесăсенчи тĕрлĕрен сăнар тата ытти те. Нумаях пулмасть Чăваш çамрăкĕсен театрĕн сцени çинче Сергей Беловăн "Не хочу быть собакой" премьери иртрĕ. Ку пьесăра И.Архипова артистка Мотя йытă рольне ăста калăпланине палăртма кăмăллă.

– Эпир кăçал çу уйăхĕнче Марина Карягина çыравçă çырнă "Кĕмĕл тумлă çар" пьесипе Турцие кайса килтĕмĕр. Ку хайлавра эпĕ Шерпенес сăнарне калăпларăм, - савăнса каласа кăтартрĕ Ирина Александровна. – Пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç, нихăçан манăçми кунсем. Артистсене çĕр çинче хĕрарăм ятне çÿле çĕклесе ăна сума сунишĕн тав сăмахĕсем каласа ырларĕç.

Ирина Архипова пĕр вăхăт хушши Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" Культура керменĕ çумĕнче халăх театрне те ертсе пынă. Вăл çав коллективпа "Пуçа килсен пуçана" спектакль, "Нарспи" поэмăна çырнăранпа çĕр çул çитнине халалласа тĕрлĕрен инсценировка мĕнлерех хатĕрлени çинчен ырă кăмăлпа аса илет.

Ирина Кăшнаруйĕнчи Александр Архиповичпа Перасковия Константиновна Архиповсен туслă çемйинче çуралнă. Чи кĕççĕнни тата чи ачашши пулнă. Вĕсем пиллĕкĕн пĕр тăван: асли, Оля, - Çĕрпÿ хулинче, Алексей ашшĕ пекех тракторист (ялти колхоз юхăннă хыççăн Мускава вăхăтлăх ĕçлеме çÿрет), Елена - Шупашкарта, Люда Мускавра хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Пурте питĕ кăмăллă, туслă, пĕр-пĕрне манмаççĕ. Уявсенче тăтăшах пĕр йыша пуçтарăнма тăрăшаççĕ. Йăмăкĕн премьерисене курма Шупашкарти Çамрăксен театрне васкаççĕ.

Манăн Ирина Архипова артисткăна хăйĕн кукамăшĕ пек талантлă тесе калас килет. Эпĕ унăн кукамăшне, Фекла Константиновна Константиновăна, Кăшнаруйĕнчи ялти вулавăшра ĕçленĕ чухне пĕрре кăна мар тĕрлĕрен чаплă уявсене чĕннĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн пултарулăхне итлесе ларакансем те пысăка хурса хаклатчĕç.

Кăçал Ирина Александровнăн юратнă хĕрĕ Юлиания Шупашкарти пĕр шкултан вĕренсе тухса хулари техникăпа механика техникумне вĕренме кĕчĕ. Вăл рекламăпа ĕçлекен ăстаçă пулма ĕмĕтленет.

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ирина Александровна Архипован çуралнă кунĕ. Эпир, ăна пĕлекенсем, тăванĕсем, ял-йыш, Канаш ен тăрăхĕнче пурăнакансем çирĕп сывлăх, тулли телей, ĕçри ăсталăхра пысăк çитĕнÿсем тума пире татах та савăнтарма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

"Сăнар калăпланă чухне чунра пушар тухмалла", – тесе вĕрентнĕ пулас сцена ăстисене Мускавра ăста та пултаруллă педагог И.В.Хвацкая. Халĕ те çак девизпа пурăнакан ăста артистка пире малашлăхра та çĕнĕ сăнарсемпе савăнтарасса пĕрре те иккĕленместпĕр.

Ю. НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика