14 сентября 2011 г.
Иртнĕ шăмат кун "Канашский" ял хуçалăх пасарĕнче "Дары осени – 2011" ярмăрккă савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă. Унта хутшăнакансене, уяв хăнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров тата пасар директорĕ В.Васильев саламланă. Пасарти халăха çав кун районсем хушшинчи тĕп Культура çурчĕн ĕçченĕсем интереслĕ концерт программипе те савăнтарнă.
"Дары осени – 2011" ярмăрккă "Канашский" ял хуçалăх пасарĕнче авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 9-мĕшĕччен пулĕ. Кашни сутуçă валли унта ятарлă вырăн уйăрнă. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем туянма кăмăл тăвакансене хăйсен таварне пĕр уйăх сĕнме пултарĕç. Хресчен çитĕнтернĕ пахча çимĕç, пусса тирпейленĕ аш пахалăхĕпе тивĕçтерет кăна мар, вĕсен хакĕсем те "çыртмаççĕ".
Ярмăрккă уçăлнă кун пасара районти фермерсем тата Сиккасси, Чакаç, Хучел, Уçырма, Вăрăмпуç, Çеçпĕл, Сухайкасси ял тăрăхĕсенче хушма хуçалăх тытакансем йышлăн пуçтарăннă пулнă. Уйăхлăх пынă тапхăрта ял хуçалăх таварне кирек кам та пырса сутма пултарать, суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Ярмăрккăра пурне те хапăл туса йышăнаççĕ.
А.МЯСНИКОВ.