АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилее тулли кĕрекере кĕтсе илчĕ

09 сентября 2011 г.

Кăшнаруй ялĕнче пурăнакан Таиç инке - Таисия Гурьевна Максимова – авăн уйăхĕн 7- мĕшĕнче 70 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ.

Хыçалкас хĕрĕ 1962 çулта "Правда" колхозра тăрăшса ĕçлекен çĕр ĕçченĕпе, Николай Максимович Максимов механизаторпа, çемье çавăрнă.

Пултаруллă Кăшнаруй кинĕ ялти фермăра икĕ çул сурăх пăхнă, икĕ çул пăрусем самăртнă, çирĕм çула яхăн сысна ферминче ырми-канми тăрăшнă. Хастарлăхне кура патшалăхăн тĕрлĕ наградине илме тивĕçлĕ пулнă. Вăл шутра тăван хуçалăх, район, Чăваш АССР Хисеп грамотисем, "Победитель социалистического соревнования 1978 года", "Победитель социалистического соревнования 1980 года" знаксем, "За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения Владимира Ильича Ленина", "Ветеран труда" медальсем пур.

– Пирĕн анне çинчен çырма ан манăр, вăл чăннипех хисепе тивĕçлĕ, – сăмах пуçарчĕ манпа Таисия Гурьевнăн кинĕ.

– Эпĕ Юрике тахçанах пĕлетĕп, эпĕ качча килсенех вăл тĕрлеме юратакан амăшĕпе, Александра Никитичнăпа, пирĕн пата ал шăллисемпе пит шăллисем çине тĕрленĕ тĕрĕсене хут çине ÿкерме пынăччĕ. Çавăнтанпа вĕсен çемйипе эпир туслăха татман: пĕр-пĕринпе кăсăкланнă, алă парса сывлăх суннă, – аса илÿ çăмхине сÿтет Таиç инке.

Пирĕн калаçу малалла тĕвĕленчĕ.

– Эсир, Таисия Гурьевна, мăшăрăрпа миçе ача çитĕнтерсе пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă;

Çак ыйтăва вăл, паллах, кĕтнĕ, апла пулин те тарăн шухăша путса пурин çинчен те тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕ.

– Асли, Саша, тăван хуçалăхра тракторист пулса ĕçленĕ, виçĕ уйăх каялла вăл чирлесе вилнĕренпе виçĕ çул иртнине асăнтăмăр. Вова - тракторист, халĕ больницăра вăй хурать. Костя токарь пулнă, 17 çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Славик Н.Уренгой хулинчи МЧСăн пушар хуралĕнче ĕçленĕ. (2005 çулта пулса иртнĕ пĕр хăрушă пушарта взвод командирĕ, Вячеслав Николаевич Максимов, нумай хутлă çуртра пурăнакан çынсене пурне те çăлма ĕлкĕрнĕ, анчах хăй çăлăнса ĕлкĕреймен, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ). Роберт ГАИ лейтенанчĕ пулнă, икĕ çул каялла сентябрь уйăхĕнче сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Кĕçĕнни, Сергей, Вăрнарта шоферта ĕçлесе пурăнать.

Ултă улăп евĕр вăйлă та пултаруллă ывăлсем пăхса çитĕнтернĕ Максимовсем, вĕсенчен тăваттăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Вовăпа Сергей хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.

– Вĕсем мана манмаççĕ, килти пĕтĕм ĕçе вăхăтра туса пыма пулăшаççĕ. Манăн 13 мăнук, мăнуксен икĕ ачи пур, вĕсемпе савăнатăп, йăпанатăп. Упăшкам та, Николай Максимович, 2001 çулта вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Те, асламăшĕн шывланнă куçĕсене асăрхаса, те ăна курнипе савăнса Таисия Гурьевна патне Алина мăнукĕ (Вовăн хĕрĕ) чупса пычĕ. Юратнă асламăшĕ ăна тÿрех хăйĕн ытамне илчĕ.

Эпир Таисия Гурьевна Максимовăна 70 çулхи юбилейпа пĕтĕм чĕререн саламлатпăр, ăна нумай пурăнма çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр!

Ю.НИКИТИН,

обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика