09 сентября 2011 г.
Кĕркуннехи вăрманта уяр та хĕвеллĕ çанталăкпа киленсе утать пĕр ватă çын. Мĕнле илемлĕ-çке тавралăх! Сарă, хĕрлĕ, хăмăр, симĕс çулçăсем вăл кăна ăнланмалла чĕлхепе шăпăл-шăпăл туса калаçаççĕ. Туратсем хушшине пытаннă кайăксем те чĕвĕл-чĕвĕл туса тем çинчен пуплеççĕ. Утать ватă çын, пуçĕнче вара тем тĕрлĕ шухăш. Чунĕнче мĕн пулса иртнине пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрса каласа парас килнĕнех туйăнать. Анчах никам та илтмест. Вăрман çеç хăйĕн асамлăхĕпе тыткăнласа, ăнланса вăй парса пырать.
Çăмăл пулман пĕчĕк Ваня пурнăçĕ. Виçĕ хĕр те виçĕ ывăл çитĕннĕ вĕсем çемьере. Ваня вара чи кĕçĕнни пулнă. Вăрçă хĕрсе пынă вăхăтра, 1941 çулхи авăн уйăхĕнче çуралнăскере, амăшĕ кунĕн-çĕрĕн мĕн çитермелле-ши тесе шутланă. Ял халăхĕпе пĕрле ырми-канми тăван хуçалăхра ĕçленĕ.
Вăрçăран ашшĕ таврăннине лайăх астăвать вăл. Хул калакки тĕлĕнчи витĕр курăнакан шăтăка курас тесе çывăх çыннăн чĕркуççи çине хăпара-хăпара ларнине ăçтан манăн. Çырма хĕрринчи пĕчĕк пÿртре хĕлле питех те сивĕ пулнă, вăл хутсан та ăшăнман. Ашшĕ çĕре кĕрсен аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем çумне тĕршĕнсе выртса ăшăннă ача. Çырма урлă лаша вити курăннă. Мĕн пĕчĕкрен лашасем патне чупнă вăл. Çичĕ класс пĕтерсен лаша пăхма пуçланă. Мĕнле кăна ĕç туман-ши вĕсем Буян ятлă ăйăрĕпе;
Сап-сарă çÿçлĕ, сенкер кăвак куçлă качча хĕрсем питĕ юратнă. Анчах Ваня виçĕ кил урлă пурăнакан Любăна питĕ килĕштернĕ. Хăйĕнчен икĕ çул кĕçĕнрех хĕр çине питĕ киленсе пăхнă. Люба вуннăмĕш класа куçсан çамрăксем тĕл пулма пуçланă. Анчах та Ваньăн салтака кайма ят тухнă. Люба, шкул пĕтерсен, аякри Кировабад хулине пир-авăр комбинатне ĕçлеме тухса кайнă. Вĕсем пĕр-пĕрин патне тăтăшах çырусем çÿретнĕ. Çав çырусем ачашлăхпа, çепĕçлĕхпе вĕçнĕ пĕр-пĕрин патне. Анчах юрату çинчен калама вăтаннă. Люба, Любонька, Любаша... - мĕнле кăна чĕнместчĕ вăл хăйĕн тĕнчери чи пысăк юратăвне.
Виçĕ çул çар службинче тăнă хыççăн В.Егоров тăван киле таврăннă. Аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем килтен тухса кайса тĕрлĕ çĕре саланма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ваня Канашри механизаторсен шкулне вĕренме вырнаçнă. Юратăвĕ яла таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ йĕкĕт. 1963 çулта Люба яла черетлĕ канăва килсен урăх вĕçертмен ăна Ваня. Кĕрлесе туй янăранă Çĕнĕ Мами Выççăлки ялĕнче.
Мăшăр кăвакарчăн пек пулса пурăнчĕç вĕсем. Паллах, кашăк-тирĕкĕ те шăкăртатмасăр пулмасть, анчах пĕр-пĕриншĕн турă пÿрни пулнине лайăх пĕлсе тăнă вĕсем. Иван малтанлăха "Канаш" колхозри выльăх-чĕрлĕх ферминче заведующий пулса, кайран вара нумай çул хушши трактористра тимленĕ. Колхоз хирĕнче çĕрĕн-кунĕн ĕçленĕ вĕсем. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн пĕрре кăна мар хисеп хучĕсемпе парнесем илме тивĕçлĕ пулнă. Люба та колхозра ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă. Малтан тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен пулса, кайран фермăра сурăх пăхнă.
Пилĕк ача çитĕнтерсе ура çине тăратрĕç вĕсем. Вăталăх ывăлĕ, Сергей, салтак тумĕ тăхăнсан Казахстана космоса карапсем вĕçтерекен çĕре лекрĕ. Унтан ăнланмалла мар сăлтавсене пула цинк тупăкпа таврăнчĕ. Мĕн тери пысăк хуйăх пулчĕ ашшĕ-амăшĕшĕн, тăванĕсемшĕн. Иван Егоровичпа Любовь Николаевна пĕр-пĕрне пулăшса, йывăр вăхăтра чăтăмлăх та çирĕплĕх кирлине лайăх ăнланчĕç. Анчах ытла та тарăн йĕр хăварать-çке ывăла вăхăтсăр çухатни. Унтанпа çирĕм виçĕ çул иртрĕ. Çапах та ывăлне аса илсен Иван Егоровичăн куçĕнчен куççуль пăчăртанать.
Икĕ çул каялла Любовь Николаевна, юн пусăмĕпе аптранăскер, çĕре кĕчĕ. Люба, Любонька, Любаша... пăшăлтатрĕç ватă çыннăн тутисем. Унпа пĕрле вăрман та пăшăл-пăшăл тунăннах туйăнать. Çăмăл мар хĕрĕх пилĕк çул пĕр-пĕрне юратса татуллă пурăннă мăшăра çухатма. Анчах та мĕн тăвăн, пурнăçăн кустăрми çавăн пек, çавăрать те çавăрать...
"Кукаçи, эпир сана питĕ юрататпăр!" – аса килчĕç Иван Егоровича Даша мăнукĕн сăмахĕсем. Мăнуксем – çиччĕн вĕсем. Тути ирĕксĕрех йăл кулса ячĕ çул çÿрекенĕн. Кашни эрнерех килсе курма тăрăшаççĕ. Ачисене лайăх ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн савăнать Иван Егорович. Асли, Светлана, Канашра "Кăвак çулăм" столовăйĕнче тăрăшать. Мăшăрĕпе Олег Геннадьевичпа, Канашмежрайгазра ĕçлекенскерпе, ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Ывăлĕ, Саша, Калининградра пурăнать. Вăл инçе çула çÿрекен пăрахут капитанĕ. Тĕнчере çитсе курман вырăн çук та пулĕ унăн. Индире и вăл, Египетра и – ашшĕн сывлăхĕпе шăнкăравласа кăсăклансах тăрать. Мăшăрĕпе Наталья Владимировнăпа хĕрпе ывăл çитĕнтерсе ура çине тăратаççĕ. Хĕрĕ, Лариса, районти тĕп библиотекăра вăй хурать. Мăшăрĕ, Борис Алексеевич, – Канашри агрегат заводĕнче. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем. Кĕçĕн ывăлĕпе Женьăпа пурăнать халь Иван Егоров. Выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк нумай усраççĕ вĕсем, пахча çимĕç туса илеççĕ.
Утать вăрманпа ватă çын. Пĕтĕм пурнăçĕ алă тупанĕ çинчи пек курăнчĕ ăна. Çитмĕл çула çитнине те сисмерĕ вăл. Паян шăмат кун, сасартăк шухăшласа илчĕ вăл, ачасем, мăнуксем килмелле. Калининградран Саша та çемйипе килессе шантарчĕ. Васкаса утать вăл ялалла, тĕпренчĕкĕсене кĕтсе илмелле-çке.
Л.ГЕРАСИМОВА.