АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе ан çухатăр

09 сентября 2011 г.

Хальхи вăхăтра кĕсьене ямăт укçа чикес текенсем темĕнле ултав тума та хатĕр. Çавăнпа та тимлĕхе нихăçан та çухатмалла мар. Çынна шанма хăнăхнăран чылай чухне шар куратпăр та пулĕ.

Пĕр тĕслĕх илсе кăтартар-ха. Анаткас ялĕнче пурăнакан ватă хĕрарăм патне палламан çынсем кĕрсе тăнă. Вĕсем энергосбыт компанийĕнче ĕçлекенсем тесе хăйсемпе паллаштарнă. Электросчетчик кăтартăвне пăхса тĕрĕсленĕ, çунтарнă электроэнергишĕн укçа тÿлесе яма ыйтнă. Ватă çын ăна-кăна шутламасăрах усал шухăшлăскерсене пĕр пин тенкĕ кăларса тыттарнă.

Çакăн пек инкек сирĕнпе те сиксе ан тухтăр тесен укçа кăларса париччен палламан çынсенчен ятарлă документсем ыйтма ан именĕр, улталаннине сиссен çийĕнчех участковăй патне васкăр, ял тăрăхĕн пуçлăхне пĕлтерĕр е çийĕнчех 49-0-02 телефонпа шăнкăравлăр.

А.ЛЕВЫЙ, РФ ШĔМĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика