АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултă ыйту пăхса тухрĕç

09 сентября 2011 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн вуннăмĕш ларăвĕ иртрĕ. Яланхи пекех ăна район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ ултă ыйтăва пăхса тухрĕç.

Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров тухса калаçрĕ. Вăл районăн 2010-2020 çулсенчи экономикăпа социаллă аталанăвĕн Программине улшăнусем кĕртмелли çинче чарăнса тăчĕ. Программăна укçа-тенкĕпе тивĕçтересси бюджета йĕркеленĕ чухне çулсеренех улшăнса, çĕнĕлсе пырĕ. 2010-2020 çула пăхса хăварнă ятарлă Программăн укçа-тенкĕ калăпăшĕ 7717,7 млн тенкĕпе танлашать. Вĕсенчен 642,7 млн тенки район бюджечĕн укçи, республика бюджечĕн – 5334,4 млн тенкĕ, федераци бюджечĕн – 229,7 млн тенкĕ, коммерци банкĕсен кредичĕсем – 717,0 млн тенкĕ, бюджетра тăман çăл куçсен – 111,3 млн тенкĕ, предприятисен харпăр укçи-тенки – 672,7 млн тенкĕ, халăхăн укçи-тенки – 9,8 млн тенкĕ.

Депутатсем çавăн пекех, ятарлă саккунсене тĕпе хурса, кăçал раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Янкăлчри пĕр мандатлă 26-мĕш суйлав округĕпе районти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйлас тĕлĕшпе хушма суйлав ирттерессине çирĕплетсе хăварчĕç.

"2006-2010 çулсенчи районти информаци тытăмĕн пĕрлехи пĕлĕвĕн аталанăвĕ" районти тĕллевлĕ программăна еплерех пурнăçлани çинче вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев чарăнса тăчĕ. Вăл шкул сайчĕсене пахалăхлă çĕнетесси тата ача сачĕсене компьютерсемпе тивĕçтересси çинчен каларĕ.

Ял хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн районти депутатсем Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу фермин заведующине Елена Ивановна Ивановăна "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илме тăратрĕç.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика