07 сентября 2011 г.
Пĕтĕм çул Рима илсе каять тенине халăхра тăтăшах илтме пулать. Авăн уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче çак каларăшпа пĕртте килĕшессĕм килмест, мĕншĕн тесен кирек камшăн та çулсем шкул патнелле тăсăлаççĕ. Ешĕл улăхри чечексем пек хитре ачасем, вĕсен хумхануллă ашшĕ-амăшĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав – шкул алăкне пуçласа уçса кĕрекенсемшĕн ĕмĕр манăçми кун. Çак уяв пĕрремĕш класа килекенсемшĕн кăна мар, шкулăн çĕнĕлĕхсемпе пуян сукмакĕпе черетлĕ утăм тăвакансемшĕн те, хăйсене килĕшекен профессие тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче алла илме хатĕрленекенсемшĕн те, çамрăк ăрăва пĕлÿ паракансемшĕн те çав тери хаклă.
Кăçал республикăра пуçласа шкула 12600 ача каять. Вĕсенчен 15-шĕ Карăклă вăтам шкулĕн алăкне уçрĕ, Юмансарти пуçламăш шкулта вĕренекенсен йышне 8-ăн хушăнчĕç. Çак ятпа вĕсенче йăлана кĕнĕ тăрăх савăнăçлă линейка иртрĕ.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх Гимнĕсем янăранă хыççăн шкул картишĕнче тăракан ачасен умне çĕмĕрт çеçки евĕрлĕ шап-шурă бантиксемлĕ хĕрачасемпе хура костюмпа шурă кĕпе тăхăннă, галстук çакна арçын ачасем тухрĕç. Кашнин аллинче – чечек çыххи, пичĕсем хĕвел шевли пек çиçеççĕ. Пурте вĕсем хăйсене ертсе тухнă Л.Зеленовăна тин утма вĕреннĕ пепкесем евĕр куçран пăхаççĕ: вăл мĕн тума хушать, çавна пурнăçлаççĕ. Людмила Николаевна халĕ вĕсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ ĕнтĕ. Шкулти воспитани ĕçĕсене йĕркелекен Н.Иванова пĕчĕкскерсене сутмалли юмахсен тупсăмĕсене шыраттарса кăмăлĕсене çĕклерĕ.
Шкул директорĕ Р.Шемякова шкул коллективне, ашшĕ-амăшне Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Малалла Римма Геннадьевна иртнĕ вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçленĕ ачасене дипломсемпе чысларĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова та салам сăмахĕсене маттур ачасене грамотăсем парса çирĕплетрĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Е.Смирнов шкул спортсменĕсемпе мухтанни çинчен хавхаланса каласа пачĕ. Вăл кунта вĕреннĕ Н. Федорова Карăклă ятне кĕрешÿри ăсталăхĕпе тĕнчене кăларни çинчен пĕлтерсен пурте хыттăн алă çупрĕç. Евгений Геннадьевич Надьăн пĕрремĕш тренерне, шкул физрукне А.Васильева, асăнмалăх парне пачĕ. Карăклă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Козлов, "АСК "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕн ĕçĕсене тăвакан Е.Терентьев уява пушă алăпа пыман. Паянтан шкул ачи пулса тăнисене парнесемпе савăнтарчĕç. Евгений Валерьевич ĕççине хастар хăтшăннă Полинăпа Алеша Ефимовсене тата Маша Никитинана асăнмалăх парнесем парса тав турĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен Л.Зеленова та хăйĕн воспитанникĕсем валли нумай ăшă сăмах каларĕ. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе В.Соловьева тухса калаçрĕ. Пĕчĕк тăхтавсенче шкул артисчĕсен юррисем янăрарĕç.
Акă пăлхануллă самант та çитрĕ. Кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухакан А.Васильевпа П.Ефимова тата пуçласа парта хушшине ларакан Таня Соловьева пĕрремĕш шăнкăрав пачĕç. Людмила Николаевна хăйĕн "чĕпписене" класа ертсе кайрĕ. Ытти классенче мир, ырăлăх урокĕсем пуçланчĕç.
Кунпах уяв вĕçленмерĕ-ха Карăклăра. Тата тепĕр пулăмпа асра юлчĕ çак кун кунти халăхшăн. Вырăнти "Хĕвел" ача садĕнчи икĕ ушкăн çумне тата тепре хушăнчĕ. Çапла майпа районта тĕпренчĕкĕсене садика вырнаçтарас текенсен черетĕнче 21 ача чакрĕ. Учреждени заведующийĕ Е.Георгиева ертсе пынипе аслă ушкăн валли уйăрнă пÿлĕмсене воспитанниксен ашшĕ-амăшĕсен, кунта ĕçлекенсен вăйĕпе юсанă. Юсав ĕçĕсене тунă çĕре Елена Геннадьевнăн çывăх тăванĕсем те хутшăннă. Вăл тата ушкăн воспитателĕ С.Ильина ача садĕнче хушма вырăнсем уçма пулăшнă çынсене, вĕрентÿ управленине, ял тăрăхне чун-чĕререн тав турĕç. Район пуçлăхĕ–район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова, "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ И.Семенов ачасене парнесем парса хĕпĕртеттерчĕç.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пурте пĕрле вылямалли тата çывăрмалли пÿлĕмсене кĕрсе курчĕç. Ачасенчен харсăртараххисем краватьсем çине выртса та пăхрĕç. Кăмăллă пулнине палăртса йăлтăр кулăпа çиçрĕç.
Карăклă вăтам шкулĕнче вĕренекенсен ушкăнĕ уява юрă-кĕвĕпе илемлетрĕ.
В.АЧЧА.