07 сентября 2011 г.
Çанталăк кĕр енне сулăннă май хресченĕн çĕр ĕçĕсем хушăнсах пыраççĕ: вырмана çухатусăр вĕçлемелле, çĕр улми те çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ, кĕр акине те вăхăтра туса хăвармалла. Районти ял хуçалăх кооперативĕсенчен чылайăшĕ çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурне те пуçăннă. Уяр, типĕ çанталăкра комбайнсен шавĕ уй-хирте яра куна шăпланмасть, паянхи куна тĕш тырра районта мĕн пур лаптăкăн тăхăр вунă ытла проценчĕ çинче пуçтарса илнĕ, тухăçĕ кашни гектар пуçне çирĕм ытла центнерпа танлашнă. "Цивиль" тата "Канаш" АСК тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче çĕр улми пуçтарма тухнă. Кашни хуçалăхра тенĕ пекех çĕр хатĕрлесе кĕр тыррисене акма тытăннă.
Кĕр тыррисем кирек мĕнле çанталăкра та тухăçĕпе çĕр ĕçченне кÿрентермеççĕ. Çак чăнлăха "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхре ĕçлекенсем те лайăх пĕлеççĕ. Кĕр тыррисене унта 270 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Кĕрхисем валли кирлĕ лаптăка хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Хуçалăх ĕçĕсемпе паллашма пынă чухне Валерий Шулаевпа Николай Александров (ÿкерчĕкре) механизаторсем Т-150 тата МТЗ-82 тракторсемпе юлашки гектарсем çинче культиваци ĕçĕсене вĕçлесе пыратчĕç.
Вăхăтра акатăн – тырăллă пулатăн, ку вăрттăнлăх мар паллах. Хальтерех акса хăварнă кĕрхи культурăсем çумăрсем çуса иртнĕ хыççăнах хура тăпра сийне ешĕл те парка калчапа хупăрласа илĕç акă. Панхи куна хучельсем икçĕр ытла гектара пулас тухăç никĕсĕпе пуянлатса хăварнă.
Уй-хирте СЗ-5,4 сеялка çаклатнă МТЗ-82 тракторпа Юрий Алексеев механизатор ака тăвать. Вăл кĕрхи тулă акать. Владимир Ефремов заправщик Сергей Алексеев трактористпа акаçăна вăрлăх турттарса килсе тивĕçтереççĕ. Пулас тухăç никĕсне кунта им-çамласа акаççĕ.
Районта кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе сакăр пине яхăн гектар çинче акса хăварма палăртаçĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пин те икçĕр ытла гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă (планăн 17 проценчĕ).
А.МЯСНИКОВ.