АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕсем пуçланасса кĕтмелле мар

07 сентября 2011 г.

Уйăхăн пĕрремĕш тунти кунĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе район администрацийĕнче анлă канашлу иртрĕ. Унта тĕрлĕ службăн, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалистсем хутшăнчĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем уй-хирти вырма ĕçĕсене пĕчĕккен вĕçлесе пыраççĕ. Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров палăртнă тăрăх, районти 31 хуçалăхран 27-шĕ тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ. Вĕсем паянхи куна пĕтĕмпе 280967 центнер тĕш тырă тĕшĕлесе илнĕ, вăтам тухăçĕ 22 центнерпа танлашнă. Халĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем çĕр хатĕрлесе кĕрхи культурăсене акма тытăннă. Планпа кĕрхисем районта çичĕ пин ытла гектар йышăнмалла, вăл шутран 1889 гектар ыраш, 3583 гектар кĕрхи тулă, ытти выльăх апачĕ çине кайĕ. Кĕрхисене акса хăвармашкăн ултă пин ытла гектар çĕр хатĕрленĕ (планăн 64 проценчĕ). Кĕр акине 14 хуçалăх пуçланă, вĕсенче хальхи вăхăт тĕлне 12 пин ытла гектара кĕрхи культурăсен вăрлăхĕсемпе пуянлатса хăварнă. Анчах та çав вăхăтрах "Вперед", "Янишево" тата "Мотор" хуçалăхсем çĕрсене хатĕрлеме те тытăнман-ха. Кĕрхисене акса хăварма пĕтĕмпе 1570 тонна вăрлăх кирлĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 11916 центнер вăрлăха тĕрĕслеве илсе пынă, 7916 центнерне хак панă. Пулас тухăç никĕсĕн 4566 центнерĕ пахалăхĕпе тивĕçтернĕ (57 проц.) Çав вăхăтрах "Янишево" тата "Вперед" хуçалăхсем вăрлăха пачах та илсе пырса кăтартман. Пысăк тухăç илес тесен кĕрхи культурăсене иртерех акса хăварма тăрăшмалла, вăй илсе юлнă калча хĕл кунĕсене те çăмăлтарах тÿссе ирттерет.

Çĕр ĕçĕпе тимленипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлесе çитерме манмалла марри çинче те чарăнса тăчĕ Валерий Геннадьевич. Çутă та таса, çурăксенчен çил шăхăрман витере ĕне те сĕтне ытларах антарĕ, ытти выльăх та часрах самăрланĕ. Районта выльăх-чĕрлĕх усрама пĕтĕмпе 20 вите пур, чылайăшĕ вĕсенчен кивĕ. Çĕнĕ йышшисене "Пинер" тата "Цивиль" хуçалăхсенче çеç хăпартнă. Сивĕсем вăя кĕресси вăхăт нумаях юлмарĕ, çавăнпа та юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне витесене йĕркене кĕртсе çитермеллине палăртрĕç канашлура.

Районти ЖКХ объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитерес ыйту та пĕлтерĕшлине асăнчĕç пĕрлехи канашлура. Çурт-йĕр фондĕнчи пур хатĕрлев ĕçне те авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемеллине палăртрĕç. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен ятарлă комисси ăшăпа тата электричество вăйĕпе тивĕçтерекен организацисене тĕрĕслесе хак парĕ, унтан йышăнĕ.

"Канаш районĕнчи БТИ" предприятин директорĕ В.Иванов инвентаризаци йĕрки çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 2013 çулччен пур капиталлă строенин те техника паспорчĕ пулмалла, вĕсене пĕрлехи базăна кĕртĕç. Унти информацие кура налук шутласа парĕç.

Районти ветерансен Канашĕн председателĕ М.Данилова ветерансен вырăнти организацийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче йĕркелесе ирттерессине палăртрĕ. Каярах унти делегатсем ветерансен конференцииĕнче пуçтарăнĕç.

Администрацин обществăлла инфратытăмне аталатарас енĕпе ĕçлекен пай секторĕн заведующийĕ С.Николаев районти чи хăтлă вырăн курав-конкурса пĕтĕмлетрĕ. Чи ешел тата чи таса урам номинацире Çеçпĕл ялĕнчи Çеçпĕл урамĕ çĕнтернĕ. Социаллă сферăри учрежденисем хушшинче Вăтапуçĕнчи ача сачĕ мала тухнă, çак номинацире иккĕмĕш вырăна Çеçпĕл ялĕнчи "Заходи" магазин тивĕçнĕ, виççĕмĕш вырăнсене Çеçпĕлти тата Уçырмари культура çурчĕсем пайланă. Кану вырăнĕ йĕркелессипе Даниловсем мала тухнă (Кăшнаруй), Андреевсем – иккĕмĕш вырăнта (Çеçпĕл ялĕ), Ивановсен – виççĕмĕш вырăн (Сухайкасси). Килти чи лайăх хушма хуçалăх номинацире Семеновсем (Атнаш), Васильевсем (Карăклă) тата Вазингесем (Сиккасси) малти вырăнсене тивĕçнĕ.

Канашлăва вĕçленĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çамрăк армеецсен финалти XLIII "Зарница" тата "Орленок" вăййисене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн администрацин тата районти службăсен ĕçченĕсене Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Тав хучĕсене пачĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика