02 сентября 2011 г.
Николай Иванович Иванов - ăста баянист. Вăл Шуркасси ялĕнчи культура çуртĕнче ÿнерпе пултарулăх ĕçĕсене йĕркелет, Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен "Хĕлхем" ансамблне ертсе пырать. Çак ансабль хамăр районти ялсенче тăтăшах пулса куракансене хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарать.
Николай Иванович Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуç ялĕнчен. Совет çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн унтах юлма кăмăл тунă. 15 çул прапорщик пулса: Германи çĕрĕнчи - Виттенберг, Беларуç Республикинчи - Гродно хулисенче службăра тăнă. Каярахпа çичĕ çул ытла Шупашкарти хурал пайĕнче ĕçлесе тĕрлĕрен патшалăх наградисене илме тивĕçлĕ пулнă.
1986 çулта çемье çавăрнă. Унăн юратнă мăшăрĕ, Елена Михайловна, Лидия Сарине çыравçăн йăмăкĕ. Шупашкарти ООО "Коммунальные технологии" хуçалăхра пурлăх склачĕсен заведующийĕнче тăрăшать.
Вĕсен хĕрĕ, Анастасия, Мускав хулинчи пĕр фирмăри дизайнер, Шупашкарти планпа экономика колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетра пĕлÿ пухать. Май килнĕ тăрăх ашшĕ-амĕшĕ патĕнче хăнара пулма тăрăшать, вĕсем пекех юрра-ташша ăста.
Ю. НИКИТИН.