02 сентября 2011 г.
Кĕр уйăхĕ çитнĕ май хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ, вырса çапнă тырра кĕлетсене вырнаçтарнă, ытлашшине Канаш элеваторне ăсатнă. Çак кунсенче эпĕ ку предприятинче - республика ял хуçалăх министерствин "Чăвашхлебопродукт" патшалăх унитарлă предприятийĕн филиалĕнче пултăм, кунти чылай çынпа курса калаçрăм.
Элеватор директорĕ Александр Богданов ĕçсем кал-кал пыни çинчен хавхаланса каласа кăтартрĕ.
- Канаш районĕнчи пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлекен хуçалăхсен шучĕ кăçал самаях ÿсни пире питĕ савăнтарать. Уйрăмах манăн "Мотор" агрофирма, "Мотор" ЯХПК, "Мотор" тулли мар яваплă пĕрлĕх, "Никифоров" хресчен хуçалăхĕн, "Урюм" ЯХПК, "Хучел" ЯХПК, "Никонов" хресчен хуçалăхĕн ертÿçисене чĕререн тав тăвас килет.
- Александр Николаевич, асăннă хуçалăхсем мĕнле культура сутаççĕ сире: ыраш-и, тулă-и, е урпа;
- Ытларах ыраш илсе килеççĕ вĕсем. "Хучел" хуçалăхран вара сĕлĕпе урпа туянтăмăр. Республикăра сĕлĕ акса çитĕнтерекен хуçалăхсем çукпа пĕрех. Пирĕн районта çак культурăпа ĕçлекен хуçалăхсем пур пирки асăнма та кăмăллă. Туяннă сĕлле михĕсем çине тултарса хамăрăн магазинсене (вĕсем пирĕн тăваттă) ăсатрăмăр. Ăна курттăммăн та, эмел шывĕ тума тарасапа виçтерсе пĕчĕк виçепе те туянма пулать. Унсăр пуçне, ăна республикăри ялсене те кайса сутатпăр, унпа ĕне выльăх валли апат хутăшĕ хатĕрленĕ çĕрте те усă куратпăр.
Элеваторти чи яваплă участок вăл - производство цехĕ. Ăна нумай çул хушши Михайлов Николай Николаевич ертсе пырать. Ку ĕçре пĕр çулталăк ĕçлесех специалист пулма май çук, кашни кун вĕренсе, яваплăха туйса ĕçлемелле. Кунта тăрăшма пысăк опыт кирлĕ, ăна пухма вăхăт кирлĕ. Ку коллектив питĕ туслă, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Николай Николаевич хăй тĕплĕн каласа парĕ.
- Николай Николаевич, миçен ĕçлетĕр эсир;
- Пирĕн коллектив пысăках мар, апла пулин те, унăн ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ: элеватора килнĕ тырра тĕрĕслесе, виçсе, типĕтсе упрама хумалла, ыраш çăнăхĕ авăртакан армана тырăпа тивĕçтерсе тăмалла. Участокра пилĕк аппаратчица тата виçĕ çынран тăракан юсав ушкăнĕ ĕçлет. Кашнинех ятран асăнас тетĕп, вĕсем çак чыса тивĕç: Алевтина Владимирова, Клавдия Муравьева, сăмах май каласан, Алевтинăпа Клава - пĕр тăвансем, ку районти Чăрăшкасси ялĕнчен. Унтан Нина Константинова, Федорова Зоя тата Ануфриева Зоя. Ануфриева спортпа питĕ туслă, хĕлле йĕлтĕрпе чупать, çулла велосипед çинчен анма пĕлмест. Кунта килекен тырăн 80 проценчĕ ытлашши нÿрĕ. Аппаратчицăсен ăна сушилкăсенче типĕтсе нÿрĕлĕхне 13 процента çитерсе складсене упрама хумалла. Сăмах май каласан, пирĕн элеваторта патшалăх резервне хывнă тата республикăн апат-çимĕç фондне хывнă тырă упранать. Вăл мĕнле упраннине вĕçĕмсĕрех тĕрĕслесе тăмалла. Çакăнта вăй хураççĕ те ĕнтĕ пирĕн аппаратчицăсем.
Юсав ушкăнĕнче виççĕн тăрăшаççĕ: Геннадий Константинов, Александр Фомин тата Сергей Харьков электрик. Вăл пирĕн цехран мар пулин те, кунти пĕтĕм электрооборудованине пăхса-юсаса тăрать. Çак ушкăнăн пĕтĕм техникăна - складсенчи оборудование, куçса çÿрекен механизацине, груз çĕклекен механизмсене, тырă типĕтекен сушилкăсене тĕрĕс-тĕкел, юсавлă тытмалла.
Акă мĕн каласа пачĕ пире элеваторăн тĕп инженерĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Альберт Зиновьевич Тургенев:
– Чăнах та, питĕ тăрăшса, пĕтĕм чун хавалне парса ĕçлеççĕ элеватор ĕçченĕсем. Пурте вĕсем мухтава тивĕç. Пирĕн пĕтĕм ĕç производствăпа технологи лабораторийĕнчен пуçланать. Хуçалăхсенчен килнĕ тырра малтан пур енчен те лаборантсем тĕрĕслеççĕ: нÿрĕлĕхне те, клейковина мĕнле пулнине те, тĕрлĕ чирпе сиенленнине те, унăн тĕсĕ ГОСТпа килĕшÿллĕ пулнине те. Хурт-кăпшанкă пуррипе çуккине те пăхаççĕ вĕсем. Сиен кÿрекен хурт-кăпшанкă ернĕ тырра йышăнмастпăр.
Лаборатори ертÿçин çумĕ Маргарита Николаева каланă тăрăх, кăçал ырашра ыраш амăшĕ (спорынья) нумай. Ыраш авăртнă чухне ыраш амăшĕ çăнăха лексен унтан пĕçернĕ çăкăр организма наркăмăшлать, çавăнпа унăн тырăри виçи 0,05 процентран ытла пулмалла мар.
Лабораторинче тĕрĕс-ленĕ хыççăн тырă весовойне кĕрет, унта ăна автотарасапа элеваторта 17 çул хушши вăй хуракан Алексеева Евдокия Ивановна весовщица виçет.
– Тырă пирĕн пата ытларах Елчĕк районĕнчи хуçалăхсенчен килет, - каласа парать Евдокия Ивановна. - Кунта "Аранчеево" агрофирмăна, "Труд" ЯХПКна, "Звезда", "Арланово", "Яманчурино" хуçалăхсене ырăпа асăнса хăвармалла. Канаш, Тăвай, Вăрмар, Йĕпреç, Вăрнар, Элĕк, Комсомольски, Шупашкар, Куславкка, Шăмăршă районĕсенчи хуçалăхсем те пирĕнпе тачă çыхăну тытаççĕ.
ТУРГЕНЕВ: - Весовойĕнче виçĕннĕ тырă сушилка складне лекет, унтан - сушилкăна. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ аппаратчицăсен ĕçĕ...
Нумай çынпа курса калаçма тиврĕ манăн çав хĕвеллĕ те лăпкă кун Канашри элеваторта. "Çын ĕçпе илемлĕ", - тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ халăхра. Кунти кашни çын çинчен очерк е илемлĕ тĕрленчĕк çырма пулать. Чăрăшкассинче çуралса ÿснĕ пĕр тăван Алевтина Владимировăпа Клавдия Муравьевăнах илер-ха. Чĕрĕк ĕмĕр каяллах килнĕ вĕсем элеватора. Паян кун та тăрăшса, чун хавалне парса ĕçлеççĕ вĕсем тăван предприятире. Кунта 20 - 25 çул ĕçлекенсем коллективра пайтах, вĕсен шучĕ 50 çынна яхăн. Шăпах вĕсем предприятин шанчăклă тĕрекĕ пулса тăраççĕ те.
В.ЛАПИН.