02 сентября 2011 г.
Раççейĕн ЖКХна реформăлама пулăшакан фончĕ Чăваш Республикин 2011 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене юсама, граждансене юхăннă çуртсенчен куçарма укçан пулăшма ыйтса çырнă заявленине тивĕçтернĕ. ЧР Хула тăвас ĕç тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх – Чăваш Республики фондран 334,28 млн тенкĕ илĕ. Республикăн хăйĕн те пĕрлех çак ĕç валли укçа уйăрмалла – 204 млн тенкĕ ытларах. Çак укçа нумай хваттерлĕ 97 çурта юсама, юхăннă, авари пулма пултаракан 117 çуртра пурăнакансене çĕнĕ хваттерсене куçарма çитмелле. Пĕтĕмĕшле илсен çак программăна пурнăçлани 6,3 пин ытла çыннăн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пулăшĕ.
2008-2010 çулсенче республика асăннă фондран 2,54 млрд тенкĕ илнĕ. Регион хăй 939 млн тенкĕ ытларах хушнă. Çак укçана нумай хваттерлĕ 1 045 çурта тĕпрен юсама, кивĕ çуртсенче пурăнакан 3,6 пин ытла çынна çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерме янă.
Н.ДМИТРИЕВ.