АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун пилĕк пуç купăста касса кайнă

31 августа 2011 г.

Пакунлисем патне Атнаш ялĕнче пурăнакан 40 çулти хĕрарăмăн хуçалăхĕнчен тăршшĕпе 3 метрлă виçĕ тимĕр швеллер, диаметрĕпе 50 миллиметрлă пăрăхсем, угольниксем, 2 кувалда, 3 лум, 10 тимĕр листа çухални çинчен хыпар çитнĕ. Çак тупра пÿрт умĕнче выртнă пулнă. Тĕрĕслев çакна кăтартса панă: тимĕр-тăмăра полицие евитлекенĕн амăшĕ Чĕмпĕр арçыннине 2 пин тенкĕлле ярăнтарнă.

Янкăлч ялĕнче автобуссем чарăнакан вырăнта 27 çулти хĕрĕн 2500 тенкĕ тăракан кĕсье телефонне вăрланă. Часах ăна кам йăкăртнине шыраса тупнă. Хĕре кÿрентерекенĕ çак ялсемех иккен. 22 çулти каччă ют телефона трикон хыçалти кĕсйинчен питĕ шăппăн кăларса илнĕ.

Уçырма йĕкĕчĕ 64 çулти ентешĕн дача çуртне йăпшăнса кĕнĕ. Хуçи çуккипе усă курса сĕтел сунтăхне кĕрсе кайнă. Унта выртакан сотовăй телефона илнĕ те тулли кăмăлпа тухса юхнă. Телефонĕ пит чаплăскер, хакĕ те пит аван – 15 пин тенкĕ. Инçе каяйман, кирлĕ çĕре çакланнă. Ăна ялтан ниçта та тухса каймастăп тесе алă пустарнă.

Канаш каччи, 25 çула çитнĕскер, çур çĕр иртсен "Туслăх" коллективлă сада пынă. 75 çулти кинемейĕн дача çуртне чÿречен решеткисене тимĕр пăрăхпа ватса кĕнĕ. Унтан 4 кило сухан тата 2 кило ыхра илсе тухнă. Çак фактпа уголовлă ĕç пуçарма шутлаççĕ.

"Шырав" ушкăн Аслă Мами ялĕнче пĕчĕк урапа туртса пыракан вăтам çулсенчи икĕ арçынна тытса чарнă. Урапа çинче икĕ тĕрке урпа улăмĕ. Çак тĕркесене вĕсем "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕх хирĕнчен тиесе тухнине палăртнă. Следстви пырать.

Шаккăл пенсионеркине темле путсĕр çын хытах кÿрентернĕ. Çакскер ватă хĕрарăм пахчине çĕрле кĕрсе 15 пуç купăста касса кайнă. Хуйха ÿкнĕ кинемей инкекĕ çинчен полицие евитленĕ. Çак пахча çимĕçе ÿстерес тесе мĕн чухлĕ шыв йăтман пуль, çум курăкран темиçе хутчен те тасатнă, кăпкалатнă. Кĕскен каласан, çăвĕпех йăрансем хушшинче упаленни харама кайнă. Ют пыршăн хура тар тăкни пулчĕ ĕнтĕ ку. Питĕ кÿренмелле! Çитменнине тата çав тери тарăхтарать.

Пĕчĕк кăлтăкшăнах упăшки арăмĕпе, арçын хăйĕн еркĕнĕпе хирĕлме тытăнни тăтăш пулакан япала. Çиллине чарайман арçын хыттăн янрашать, киревсĕр сăмахсемпе кăшкăрашать, хĕрарăма, хăш-пĕр чухне ачи-пăчи качки урама хÿтерсе кăларать. Алă çĕклеме те именсе тăмасть. Çакнашкал тĕслĕхсем полицие килсех тăраççĕ. Сăмахран, иртнĕ эрнере Ăвăспÿрт Кипеч, Çатăрка Çырми, Маяк, Шăхасан ялĕсенчен çăхав çитнĕ. Тăватă факчĕпе те административлă протоколсем çырнă.

Больницăна Аслă Мами ялĕнчи пенси çулне çывхаракан арçын медицина пулăшăвĕ ыйтма пынă. Вăл хăлхи начар илтни, сылтăм енчи хăлхин айĕ ыратни пирки ÿпкелешнĕ. Кунта ырă маррине туйса тухтăрсем унăн сăмахĕсене пакунлисем патне çитернĕ. Лешсене арçынна Мăкăр çынни Канашри Разин урамĕнче кÿпкенине пĕлме май килнĕ. Инкек тÿсекене судпа медицина экспертизине янă.

Аллă çичĕ çулти Катек арçынни хăйĕнчен 15 çул кĕçĕн арăмне хĕнесе пĕтернĕ. Ямăрсари арçын тăван хĕрне пуçĕнчен темиçе хутчен чышкипе çапнă. Пайкилт хĕрарăмми 75 çулти иккĕмĕш ушкăнри инвалида сулахай хул пуççинчен патакпа темиçе хутчен хытах кÿплеттернĕ.

Мĕн çитмен-ши пурнăçра Анаткас Татмăш ялĕнче пурăнакан 43 çулти арçынна; Ыйтăвне хăй тата çÿлти Турă çеç пĕлет пуль. Çакскер пурнăçпа сыв пуллашас тесе 10 таблетка баралгин тата темпалгин ĕçнĕ. Организмĕ хытах наркăмăшланнă. Ăна реанимаци уйрăмне вырттарнă. Атнаш хĕрĕ туберкулез чирĕпе кĕрешмелли эмеле ăша янă. Ăна вилĕм аллисенчен туртса илес тесе шурă халатлисен самаях тăрмашма тивнĕ. Ку хĕр вун саккăрта кăна-ха. Ăна больницăна ирхине 3 сехетре йывăр суранпа илсе пынă. Чунĕ кÿтсе çитнипе хăй çине алă хума шутланă вăл - сылтăм хул кăкне çĕçĕпе каснă. Юмансар çамрăкĕ сарайра çакăнса пурнăçран уйрăлнă. Атнашри пенси çулне çитнĕ хĕрарăм 9 процентлă уксус йÿçекĕ ĕçсе лартнă. Ăна васкавлă медицина пулăшăвĕн машинипе больницăна ăсатнă. Шăхасан йĕкĕчĕ савнă тусĕпе хирĕçнĕ хыççăн сулахай аллинчи венăна лезвипе каснă. Больницăра пулăшу панă хыççăн тăна кĕнĕ.

Вун улттăри яш Вăрăм шывĕ хĕрринче пневматикăллă винтовкăпа вылянă. Ăнсăртран пăшалĕ персе янă та çул çитмен тепĕр çамрăка мăйĕнчен амантнă.

Шупашкарта тĕпленнĕ çамрăк хĕрарăм 2008 çулта утă уйăхĕнче Аслă Мамире пурăнакан вăтăрти арçынна 100 пин тенкĕ кивçен панă. Лешĕ паянхи кун та тавăрса пама шутламасть. Çак ĕçе полицин хутшăнма тивнĕ.

Кайри Ăнтавăш ялĕнче перекет касси пулнă çурта саккуна пăсса салатнă текен сас-хура тухнă. Çак факта тĕрĕслеççĕ.

Татмăш енчи 22 çулти каччă Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнчи пĕлĕшĕ патне хăнана кайсан сапаланчăкне пула кĕсье телефонне, 35 пин тенкине енчĕкĕпе пĕрле, паспортне тата водитель удостоверенине çухатнă. Вĕсем çичен вăл каялла килнĕ чухне Ачча ялне çитсен аса илнĕ. Полицие çырса панă хута тĕрĕслеççĕ.

Комсомольски районĕн шалти ĕçсен пайĕнчен ирхине пиллĕк иртсен Кивĕ Шелттем ялĕ çумĕнчи юхăннă ферма çунать тесе шăнкăрав çитнĕ. Каланă вырăна тĕрĕслеме тухса кайнă. Ферма çурчĕсем тĕрĕс-тĕкелех. Юнашарах çуннă çÿп-çап купинчен юлнă кĕлленнĕ лаптăк выртнă.

Ирхине çиччĕ çитеспе Çĕрпÿ-Ульяновск трасса çинче иномарка хирĕçле куçăма тухса Уçырма ялĕ еннелле пăрăннă "ВАЗ–21093" машинăна айăккинчен пырса çапнă. Унăн 27 çулти водительне хула больницине вырттарнă. Иномаркăн икĕ пассажирĕ кăкăртан аманнă, вĕсене Шупашкарта медпулăшу панă. Çав кунах Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ тĕлĕнче "ВАЗ-21102" автомобиль 24 çулти водитель машинăна вăхăтра чарайманнипе çул айккине йăванса кайнă. Салонри икĕ хĕре медицина пулăшăвĕ панă хыççăн килне янă. Районти ялсенчен пĕринче пурăнакан вăтам çулсенчи хĕрарăм çурт умне лартнă машинине пăр сиенлени çинчен полицие хут çырса панă. Ку фактпа уголовлă ĕç уçмалла мар тесе хушу кăларма йышăннă.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика