АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшнаруйăм - манăн хаклă туйăм

31 августа 2011 г.

Çĕр сакăр ял пирĕн районта - пысăккисем, вăтаммисем, пĕчĕккисем.... Кашни ялăн хăйĕн сăн-сăпачĕ, çырми-çатри, çыннисем, пĕвисемпе юхан шывĕсем, вăрманĕсем.

Районти тата вырăнти пуçлăхсем, культурăпа вĕрентÿ ĕçченĕсем тăрăшнипе ял уявĕсем ирттересси Канаш ен тăрăхĕнче çирĕп йăлана кĕчĕ. Хăш-пĕр чухне пĕр кунтах темиçе уяв кĕрлет. Çакăн пек хаваслă мероприяти утă уйăхĕнче Кăшнаруй ялĕнче те пулса иртрĕ.

Ăçта кăна пурăнмаççĕ паян Кăшнаруй çĕрĕ çинче çуралса çунатланнă яш-каччăсемпе пикесем: Мускав, Пермь, Шупашкар, Омск, Кĕмер, Самар, Тольятти, Чулхула... тăрăхĕсенче.

Çывăх çынсен калаçăвĕнчен Кăшнаруй тăрăхĕнче утă уйăхĕнче çумăр çуманнине те пĕлтĕмĕр.

– Паян вара, уяв кунĕнче, аслатиллĕ çумăр хытах çуса тавралăхăн çĕр питне тусанран тасатрĕ, асамат кĕперĕ те уява килчĕ, – тулли кăмăлтан калаçăва хутшăнатпăр эпир те.

Ял уявне пуçтарăннисем Кăшнаруйĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Елена Алексеевна Яковлева пуçарăвĕпе йĕркелесе хатĕрленĕ "Çамрăксен çурчĕ" курав тĕпелĕпе тĕплĕн паллашрĕç.

Кĕçех ятарласа хатĕрленĕ сцена çине сумлă хăнасемпе уяв йĕркелÿçисем хăпарчĕç. Вĕсем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ–социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ К.Никоноров, районти "Единая Россия" партин представителĕ, Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Геннадьевна Шакова, ял старости Петр Иванович Константинов тата ыттисем те.

Елена Геннадьевнăпа Петр Иванович ял историйĕпе, ялти хастар çынсен ырă ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕç, çавăн пекех ялта тирпей-илем енĕпе йĕркелесе ирттернĕ ăмăртусене те пĕтĕмлетрĕç. Мала тухнисене, хăш-пĕр ĕçре уйрăмах палăрнисене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.

Кăçал çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ялта пысăк инкек пулнă иккен, Анат урамри (Восточная) Александровсен килĕнче пушар тухнă. Хуçалăх çунса кĕлленнĕ, кил хуçисене те çăлайман. Паллах, çак инкек татах та хăрушăрах пулма пултарнă, ăна ялта пурăнакан Мария Терентьевăпа Антон Капитонов çамрăксем вăхăтра асăрхани кăна сарăлма паман.

Ялти нумай çынсен пÿрчĕсен умĕнче пĕр çул тата нумай çул ÿсекен чечексем ешереççĕ. Вĕсен картишĕсенчех, выльăх-чĕрлĕх сахал мар усраççĕ пулин те, юмах тĕнчи тейĕн - чечек клумбисем куçа илĕртеççĕ. Çак енĕпе ялти Капитоновсен, Шаковсен, Васильевсен, Никоноровсен, Александровсен, Алексеевсен, Сергеевсен, Якимовсен, Григорьевсен, Егоровсен çемйисене уйрăмах палăртса хăварас килет.

Кристина Архипова, Анна Капитонова тата Кристина Яковлева çамрăксем ял тăрăхĕн пурнăçне уйрăмах хастар хутшăнаççĕ, вĕсем те Хисеп грамотисем илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Ялта аслă пĕлÿ илнĕ 44 çын пурăннă пулнă, халĕ вĕсен йышне Т.Матросова, А.Яковлева (И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕ) тата Т.Шакова (Патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕн Чăваш Республикинчи Шупашкар хулинчи филиалĕ) хутшăннипе савăнчĕç ял çыннисем.

Ял-йыша ЧПУн чăваш литератури кафедрин доценчĕ, РФ Писателĕсен Союзĕн членĕ, ЧНК вице-президенчĕ В.Абрамов Кăшнаруй ял историйĕпе, хăй архивра тупнă хăш-пĕр документсен сыпăкĕсемпе паллаштарчĕ: 1859 çулта ялта 43 хуçалăх пулнă, вĕсенче 122 арçынпа 125 хĕрарăм, 1886 çулта 67 хуçалăхра 169 арçынпа 160 хĕрарăм пурăннă, вĕсен 60 пай çĕр пулнă, 114 лаша, 41 ĕне. 1907 çулта ялта 452 çын пурăннă, халĕ Кăшнаруйĕнче 288 çын пурăнать. 1795 çулта Шăхаль ялĕнчен Кăшнаруй ялне 26 хуçалăх, Вутлан, Йĕрĕхçырми, Шуркасси ялĕсене 15, 96, 20 хуçалăх уйрăлса тухни паллă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Кăшнаруй ял Советĕнчен фронта 69 çын тухса кайнă, вĕсенчен 43-шĕ çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă, 26-шĕ тĕрлĕрен суранпа киле таврăннă. Вĕсем колхоз ĕçĕсенче, шкулта, Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăрăшса ĕçленĕ. Кунта А.Иванов полковника, В.Кириллов майора, Г.Кузьмин капитана, И.Васильев, А.Матвеев, В.Никоноров, С.Фомин лейтенантсене палăртса хăварас килет.

Халĕ вĕсенчен Иван Васильевич Васильев вăрçăпа ĕç ветеранĕ кăна пурăнать. Вăл 1917 çулта çуралнă – ялти чи ватă çын. Вăрçăран таврăннă çулах шкулта ачасене вĕрентме пуçланă, хăйĕн юратнă ĕçĕнчен тивĕçлĕ канăва кайсан та уйрăлман. Ялти чи çамрăкки - Ульяна Егорова, вăл кăçал кăрлач уйăхĕнче çутă тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Алексей Алексеевич - фермер, амăшĕ, Ирина Геннадьевна ялти культура çуртĕнче вăй хунă.

Уявра ялти хисепе тивĕçлĕ çынсене "Кăшнаруй ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" хăюпа чысласси ырă йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çулсенче çак чыса вăрçăпа ĕç ветеранĕ Иван Васильев, Мария Иванова тата Чăваш халăх писателĕ Терентьев Николай Терентьевич тивĕçнĕ пулнă.

Кăçалхи уявра ял çыннисем çак хисепе Чăваш республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Анатолий Никоноров тивĕçлĕ пулнине палăртрĕç, ăна саламласа пĕтĕм чĕререн чысларĕç.

Анатолий Васильевич тăван "Правда" колхозра механизатор пулса вăтăр çул тимленĕ, çавăн пекех Кăшнаруйĕнчи культура çуртне вунă çул ытла ертсе пынă. "Победитель социалистического соревнования 1973 года", "Победитель социалистического соревнования 1978 года", "Ударник 9 пятилетки", "Ударник 10 пятилетки" знаксене тата ĕçре палăрнăшăн тăватă медале, Чăваш АССРăн, районăн, тăван хуçалăхăн Хисеп грамотисене, нумай хаклă парнене илме тивĕçлĕ пулнă вăл.

Ялта тăрăшса ĕçлекенсен тата хăнасен ячĕпе çепĕç юрăсем шăранчĕç. Тăван ял-йыша Чăваш ен таланчĕсем – Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш çамрăксен театрĕн артисчĕсем Светлана Дмитриевăпа Ирина Архипова тата Лидия Сарине, Надежда Силпи çыравçăсем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.

Надежда Силпи (çы-равçă, Шупашкар районĕн вырăнти радио дикторĕ,Чăваш халăх академикĕ) уява Шупашкар районĕнчи Иккассинчи культура çуртĕнчи Анатолий Печников композитор ертсе пыракан "Çăлкуç" халăх ансамблĕпе килнĕ. Ансамбль А.Печников композитор кĕ-вĕленĕ "Чун юрлать" кĕнекепе тата "Пурнăç çĕр çинче пĕрре" юрăсен дискĕпе премьера ирттерчĕ. "Чун юрлать" кĕнекере 50 ытла юрă хăйсен вырăнне тупнă.

Уяв программине Шăхаль ялĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Венера Васильева йĕркелесе пычĕ.

Ленин урамĕнче пурăнакан виçĕ Светлана - Ефимова, Григорьева, Дмитриева тата Арина Васильева, Маргарита Миронова поварсем пĕçернĕ уяв шÿрпи пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Сĕм каçчен пыракан спорт ăмăртăвĕсемпе дискотека, тарават сутуçăсем халăха хăйсем патне йыхăрчĕç.

Уяв сĕм çĕрле тÿпене çĕкленсе тĕрлĕ тĕслĕн сирпĕнсе сапаланакан фейерверкпа вĕçленчĕ.

Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика