31 августа 2011 г.
Эрне кун районти вĕрентÿ ĕçченĕсен аслă канашлăвĕ иртрĕ. Кăçалхи калаçура тĕп вырăнта Раççей Федерацийĕн "Вĕренÿ çинчен" саккунĕн çĕнĕ проекчĕ пулчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ документ вĕренÿ тытăмĕн – ача сачĕпе шкултан пуçласа аслă шкул таранах – малашлăхĕпе çыхăннă. Çавна май ăна Чăваш Енте те анлăн сÿтсе яваççĕ.
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн алăкне уçсанах районти шкулсен çумĕнчи лагерьсене çÿренĕ ачасем çитĕнтернĕ пахча çимĕçрен тата алăпа ăсталанă япаласенчен йĕркеленĕ курав малалла каймашкăн тăхтама ыйтрĕ тейĕн. Кунта килнисем вĕсемпе интересленсе паллашрĕç. "Чăваш Республикинчи вĕрентÿпе кăтарту коллекторĕ" патшалăх унитарлă предприятин курав-сутăвĕ ĕçлерĕ. Тĕрлĕ литература, пособи, класс журналĕсем сĕнекен сутăçăсемпе суту сĕтелĕ патĕнчен хитре тумлă халăх татăлма пĕлмерĕ. Аслă та çутă актовăй залра районти учительсен тата шкул ачисен концерчĕ пушă вырăнсене сахаллатсах пычĕ. Зал тулсан Чăваш Республикин Гимнĕ янăраса кайрĕ. Чăваш наци тумне тăхăннă, Сухайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, канашлăва ертсе пыракан В.Иванова хăнасемпе паллаштарнă хыççăн сăмах район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне Ю.Алексеева пачĕ.
Юрий Серафимович "Канаш районĕнчи муниципаллă вĕрентÿ системин Раççей Федерацийĕн законодательствине çĕнетес условийĕсенчи стратегийĕпе аталану тактики" темăпа доклад туса пачĕ. Вăл кăçал шкул вĕренĕвĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăварчĕ. Вĕрентекенсен шалăвне 30 процент ÿстерме палăртнă. Çавăн пекех ача сачĕсенчи воспитательсен ĕç укçине те пысăклатаççĕ.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 9 класс пĕтернисен 50 проценчĕ вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен алăкĕсене уçса кĕме кăмăл тунă. Канашри 22-мĕш професси училищипе ялта кирлĕ специальноçсене, уйрăмах анлă профиллĕ трактористсене тата электриксене, вĕрентсе хатĕрлеме килĕшсе татăлнă.
Кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ çĕршывра шăв-шав нумай çĕклерĕ. Ку енĕпе пирĕн районта пăтăрмахсем пулмарĕç. Экзамен кăтартăвĕсем вара чаплах мар. Чылай предметпа республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Вырăскас Пикших, Катек, Чакаç, Шăхасан, Янкăлч шкулĕсен кăтартăвĕсем лайăх пулнине палăртмалла. Ку енĕпе Вăтапуç, Çеçпĕл, Ачча, Вăтакас Татмăш, Энтрияль шкулĕсенче ачасене çĕнĕлле вĕрентессине лайăхлатмалла. Кашни ачапа уйрăммăн ĕçлесе, вăл мĕн пултарнине ăнкарса илсе, малалла аталантарма пулăшса ăна пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма май туса памалла. Тĕрлĕ предмет олимпиадисене, конкурссене хутшăнтарни нумай пĕлес туртăма вăйлатать, интереслентерет. Вĕсен тата пултарулăх, проект çитĕнĕвĕсен кăтартăвĕсем пĕрлехи экзамен кăтартăвĕсене пуянлатаççĕ. Çакăн çине тимлĕх сахал уйăракан, мĕн пытармалли пур ĕнтĕ, сÿрек пăхакан педагогсем те пур-ха. Вĕренекенсене интернет сечĕ урлă тĕрлĕ конкурса хутшăнтарассине те ырă йăлана кĕртмелле.
Çитес вĕренÿ çулĕнче вун пĕрмĕш классем хăйсен кăмăлне кура чăваш чĕлхипе тата литературипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма пултараççĕ. Çакă предмета вĕрентес шая ÿстерме, шкул ачисен тăван чĕлхене вĕренес туртăмне вăйлатма, пĕтĕмлетсе каласан, наци культурине малалла аталантарма пулăшĕ.
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче физкультурăна эрнере виçĕ сехет вĕрентме пуçлаççĕ. Çак йышăнăва ачасен хусканулăх хастарлăхне ÿстерес тĕллевпе тунă. Çĕнĕлĕх 1-11-мĕш классенчи кашни ачанах пырса тивет. Виççĕмĕш физкультура урокĕ вырăнне аэробика, ишев занятийĕсем, спорт вăййисем ирттерме ирĕк параççĕ.
Педагогика кадрĕ ватăлса пыни самаях шухăшлаттарать. Шалу пĕчĕк пулни чылай çамрăк специалиста шкултан "сивĕтет". Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та пур. Уйрăмах физика, математика, хими, биологи, истори предмечĕсене, акăлчан чĕлхине вĕрентекенсене тупма йывăр. Юлашки вăхăтра пуçламăш классен учителĕсем çитменни те сисĕне пуçларĕ. Муниципалитетсен кадрсен ыйтăвне татса пама тĕрĕс çул-йĕр шырамалла. Ку вăл кирлĕ специалистсене тĕллевлĕ хатĕрлени те, çамрăк педагогсене пулăшма социаллă мерăсен комплексне, сăмахран – çурт-йĕр çавăрма кредит парассине – пурнăçа кĕртни те, преми, патшалăх тата министерство наградисем парса хавхалантарни те, тата ытти те пулма пултарать.
Доклад тăрăх Катек тата Янкăлч вăтам шкулĕсен директорĕсем В.Германовпа С.Васильева, Вырăскас Пикшихри ача сачĕн заведующийĕ Е.Орынко тухса калаçрĕç. Тĕпрен илсен вĕсем çĕнĕ проект пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Документра педагогăн ĕç укçи Раççей Федерацийĕн субъектĕнчи экономикăри вăтам ĕç укçинчен пĕчĕкрех пулмалла марри çинчен каланă. Анчах учительсем Мускавра е Питĕрте-и, Тутар е Пушкăрт Республикинче-и, ытти çĕрте-и, пĕр ĕçех тăваççĕ-çке, пĕр пек вĕрентÿ стандарчĕпе, программăпа, нормативпа усă кураççĕ. Шалăвĕ вара мĕншĕн-ха Раççейре пĕр пек пулмасть; Ачасене экологи субботникĕсене, шкул картишне тасатма хутшăнтарни, классене тирпей-илем кÿни, çуллахи кунсенче шкул пахчине графикпа ĕçлеме çÿрени ĕçе хăнăхтарни, ĕç воспитанийĕ пани пулмасть-шим; Хăйсен тата ĕçтешĕсен шучĕпе проектран тухакан ытти çивĕч самантсене те хускатрĕç тухса калаçакансем. Учительсем çĕнĕ технологисем тата та ытларах вăй илессе, шкулсене мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă педагогсем килессе, ачасен пĕлеслĕх шайĕ пуянланасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ тесе калассăм килет.
Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова шкул ачисен, вĕсене вĕрентекенсен сывлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова та, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та, "Промтрактор-Вагон" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн кадрсен управленийĕн пуçлăхĕ Е.Высоцкая та, вĕрентÿ ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ С.Васильева та канашлăва пухăннă педагогсемпе воспитательсен ячĕпе сахал мар ырă та ăшă сăмахсем каларĕç.
Яланхи ырă йăлапа çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре палăрнисене наградăсем пачĕç. Вăтакас Татмăш шкулĕн физрукĕ Ю.Васильев, Шăхасанти ача сачĕн воспитателĕ Л.Владимирова, Вырăскас Пикших шкулĕн музыка учителĕ Н. Иванова, Катек шкулĕн хими учителĕ О.Иванова, Карăклă тата Вăтапуç шкулĕсен географи учителĕсем Р.Ивановăпа Е.Соловьева, Шăхасан шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Л.Филиппова тата Энтрияль шкулĕнчи пуçламăш классен учителĕ Е.Викторова министр çумĕнчен Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин Хисеп грамотисене илчĕç. Районăн чи пысăк наградине, Хисеп грамотине, тивĕçнисем – Çĕнĕ Чалкасси тата Ямаш шкулĕсен математика учителĕсем З.Анисмовăпа В. Александрова, Катек шкулĕн аслă вожатăйĕ А.Васильева, Вăтапуç ача сачĕн воспитателĕ М.Николаева, Хучел шкулĕн пуçламăш классен учителĕ В.Павлова, Вăрăмпуç шкулĕн хими, биологи тата географи учителĕ А.Семенова. Янкăлч вăтам шкулĕнчи кадетсен класне республикăри çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" юхăмĕсен финалти вăййисене хатĕрленĕшĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне Ю.Алексеева, Янкăлч вăтам шкулĕн директорне С.Васильевăна, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен Н.Егорова райадминистраци пуçлăхĕ алă пуснă грамотăсемпе хавхалантарчĕç. Вĕрентÿ управленийĕн методисчĕсене финалти вăйăсене йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн, шкулсенчи поварсен ушкăнне вĕри апатпа тивĕçтернĕшĕн грамота парса тав турĕç. "Чи лайăх класс ертÿçи", "Çулталăк воспитателĕ" тата "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурссен районти тапхăрĕнче çĕнтернисене тата хисеплĕ вырăнсене йышăннисене сцена çине чĕнсе илчĕç, парнесем тата дипломсем пачĕç, вĕсен ячĕпе мухтав сăмахĕсем янăрарĕç.
Педагогика ветеранĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Спиридонова çамрăк специалистсене – акăлчан чĕлхине Аслă Мами шкулĕнче вĕрентме пуçлакан Л.Федотовăна, физкультура учителĕсене А.Аверкиевпа Е.Макарова тата социаллă педагога Н.Ефремовăна педагогика ĕçне пуçăннă ятпа саламласа халал сăмахĕсем каларĕ.
Конференци вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова тата Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн музыка учителĕ В.Михайлов учителе халалланă юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ. Вĕсене юрлама зал та пулăшрĕ.
В.АЧЧА.