АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем çинчен те манар мар

26 августа 2011 г.

Автомашинăпа çула тухсан хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене çаклатасси çирĕп йăлана кĕчĕ. Инкек мĕн сиксе тухас пулсан йывăр сурансенчен сыхласа хăваратех вăл. Анчах та ачасен хăрушсăрлăхĕ çинчен чылайăшĕ шутласах та каймасть. Укçа-тенке шелленĕрен-ши вĕсем валли ятарлă ларкăчсем илме ÿркенет ашшĕ-амăшĕ. Кайран чавса çывăх та...

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен икĕ сехет тĕлнелле ВАЗ-2114 автомашинăна тытса пыракан водитель Чакаç ялĕ çывăхĕнче БЕЛАРУСЬ трактор çине пырса кĕнĕ. Тракторист тĕп çулпа пыракан çăмăл автомашинăна çул паман пулнă иккен. Автоинкекре 2007 çулта çуралнă арçын ача суранланнă, вăл пуçне çаптарнă, çÿлти тутине таттарса янă. Пĕчĕкскере медпулăшу пама Канашри хула больницине ăсатнă. Телее, ачана автомашинăра ятарлă ларкăчпа илсе çÿренĕ, унсăрăн суранĕсем тата та йывăртарах пулнă пулĕччĕç.

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен икĕ сехет тĕлнелле Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ çывăхĕнче ВАЗ-2110 автомашина çул айккине чăмнă. Çак инкек çăмăл машинăн рулĕ выляса кайнипе пулса тухнă. Салонра ларса пынă пассажирсем пурте хăрушсăрлăх пиçиххийĕсемпе çыхăннă пулнă, вĕсен суранĕсем йывăрах мар. Анчах та 2008 çулта çуралнă ывăл ачана алă çинче çеç тытса пынă имĕш, вăл вара пуçпа хытах çапăннă. Районти тĕп больницăра медпулăшу панă хыççăн пурне те килĕсене янă.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, пепкĕрсене автомашинăра ятарлă ларкăчсемсĕр илсе ан çÿрĕр, вĕсен сывлăхĕ – сирĕн алăра.

М.ЮНУСОВ, ДПС инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика