АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тамара МЯСНИКОВА: "Манăн яланах лайăх тата пултаруллă вĕренекенсем пулнă"

26 августа 2011 г.

Аччари вăтам шкул вăйлă педагогсен коллективĕпе яланах палăрса тăнă. Вĕрентекенсем хăйсен пултарулăхне кулленхи ĕçре туптанă. Вĕсенчен пĕри – Тамара Матвеевна Мясникова. Вăл 1937 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вăрнар районне кĕрекен Çарăклă лесничествин вăрман кордонĕнче çуралнă. Ачи-пăчи йышлă пулнă Петровсен. Ашшĕ, Матвей Петрович, объездчик пулнă, амăшĕ, Иустинья Антоновна, кил-хуçалăха тытса пынă.

Ултă çул тултариччен Тамара аппăшĕпе пĕрле Волонтерти пуçламăш шкула вĕренме кайнă, пĕчĕкскере тÿрех иккĕмĕш класа илнĕ. Унтан пĕлĕвне Пăртас ялĕнчи çичĕ класлă шкулта малалла аталантарнă. Шкул хыççăн пĕр çул кордонти ĕнесен кĕтĕвне кĕтнĕ. 1954 çулта Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Çав çулах педагогика институтне, математика уйрăмне, вĕренме кĕнĕ. Институтра вĕреннĕ тапхăрта Сталин тата Ленин ячĕллĕ стипендисене тивĕçнĕ. Вăл вăхăтра стипенди виçи 72 тенкĕпе танлашнă. Ку сулăмлă сумма шутланнă.

Студент пулнă май 1957 çулта – Алтай крайне, 1958 çулта Казахстана тыр-пул пуçтарма тата выльăх-чĕрлĕх витисем хăпартма тухса çÿренĕ. Ăна "Çерем çĕрсене уçнăшăн" медальпе, 1957 çулта Алтай Крайĕн Хисеп грамотипе, 1958 çулта СССР Аслă Канашĕн Председателĕн тата Казахстан компартийĕн Тĕп Комитечĕн Тав хучĕсемпе наградăланă.

1959 çулта Т.Мясниковăна направленипе Шăмăршă районне ĕçлеме янă. Каярах шăпа ăна Вăрнар районĕнчи Уравăш вăтам шкулне çитернĕ, унта вăл 1961 çулччен тимленĕ. Тамара Матвеевна Ачча шкулĕнче физикăпа математика предмечĕсене вĕрентекен Владимир Мясникова качча тухнă. "Владимир Дмитриевич Уравăш шкулне ĕç опычĕпе паллашма килнĕччĕ, унта эпир пуçласа паллашрăмăр", – аса илет икĕ ывăл амăшĕ. Евгений Мускавра наука сотрудникĕ пулса тимлет, Гелий, машинист пулнă май, Раççей чукун çулĕсем тăрăх поездсене çÿретет.

1976 çулта Т.Мясникова Канашри 6-мĕш номерлĕ вăтам шкула ĕçлеме куçнă. Унта ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе ултă çул тăрăшнă. "Манăн яланах лайăх тата пултаруллă вĕренекенсем пулнă, вĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕсене тÿрех вĕренме кĕнĕ. Эпĕ шкул çулĕсенче ÿкерттернĕ фотосене тăтăшах пăхса тухатăп, кашни вĕренекене ятран пĕлетĕп", – тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

1982 çулта Тамара Матвеевна Канашри педагогика училищинче ĕçлеме пуçланă. 1988 çулта Аччари тăван шкула таврăннă. Т.Мясникова пулăшнипе Катек ялĕнче пурăнакан Николай Ивановпа Виталий Федоров Мускаври "Бауманкăна" вĕренме кĕме пултарнă. 1992 çулта ăста педагог тивĕçлĕ канăва тухнă, анчах та кунпа çеç лăпланса ларас темен, çитĕнекен ăрăва 2001 çулччен паха пĕлÿ панă.

Тамара Матвеевна юрра-ташша та ăста. 1970 çулта вĕрентÿ ĕçĕнче чунне парса ĕçленĕшĕн ăна халăха вĕрентес ĕç отличникĕн ятне парса чысланă, çав çулах педагога "В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май" юбилей медальне те парса наградăланă. 1972 çулта ЧАССР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ пулса тăнă. Унăн педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 42 çул."Эпир вĕрентÿре яланах çĕннине кĕртме тăрăшаттăмăр, çĕнĕлĕхсене математика журналĕсенчен илсе тÿрех ачасем патне çитерме васканă. Урокра техника хатĕрĕсемпе те анлă усă курнă. Вĕренÿре юлса пыракан ачасемпе уроксем хыççăн юлса ĕçлеттĕмĕр. Эпир шкулта пурăннă тесен те йăнăш пулмĕ, киле çывăрма анчах каяттăмăр", – каласа парать Т.Мясникова.

Мясниковсем кăçал утă уйăхĕнче "ылтăн" туйне паллă турĕç. Вунă çул каялла Тамара Матвеевна тĕрĕсен асамлă тĕнчине лекнĕччĕ, халĕ вĕсен килĕнчи стенасене хитре тĕрĕсем илем кÿреççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ ĕне усраççĕ, пăру пăхаççĕ, утарта кăштăртатаççĕ. Эпир вĕсене ырлăх-сывлăх, телей тата вăрăм кун-çул сунатпăр.

Л.ПАНТЕЛЕЙМОНОВА, Аччари библиотека заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика