АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĕç укçи çавнашкал

26 августа 2011 г.

Республика организацийĕсенче вăй хуракансем кăçалхи пĕрремĕш çур çулăн кашни уйăхĕнче ĕç укçи вăтамран 13584,3 тенкĕ – 2010 çулхи çав тапхăртинчен 12,1 проц. нумайрах – илнĕ. Çĕртме уйăхĕнче – 14930,5 тенкĕ (12,7 проц. ытларах). Кашнине çакăн чухлĕ парсан – савăнмалла. Шел те, пурне те лекмест.

Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче наука тĕпчевĕпе шыравĕнче тăрăшакансен 2 хут ытла ÿснĕ. Вĕсем предприятисемпе килĕшÿ тăваççĕ, çĕнĕ технологисем шухăшласа кăлараççĕ. Паллах, ăсчахсен шыравĕпе усă курнине ырламалла çеç. Республикăн вăтам кăтартăвĕнчен – 13584,3 тенкĕрен – ял тата сунар хуçалăхĕсенче тар тăкакансен, тĕрлĕ пулăшу паракансен – 41,8, культурăра, спортра, канупа пушă вăхăта йĕркелеме пулăшакансен – 38,5, хăна-вĕрле, апатлантармăш ĕçченĕсен 36,4 проц. пĕчĕкрех.

Пĕчĕк предпринимательсен йышне кĕмен организацисен хушшинче чи пысăкки – Красноармейски районĕнче: Чăваш Ен кăтартăвĕнчен 17,1 проц. нумайрах. Чи пĕчĕкки – Улатăр районĕнче: республика кăтартăвĕнчен 46 проц. сахалрах.

Республикăри ертÿлĕхĕн тата ăна пăхăнса ĕçлекенсен пĕрлехи шалăвĕн суммине коллективсенче вăй хуракансен мĕн пур йышĕ çине пайласа кашни çыннăн вăтам ĕç укçине кăлараççĕ. Пуçлăхсен яваплăхĕ пысăккине шута илсе иртнĕ çулсенче вĕсен ĕç укçине чылай ÿстерчĕç. Çакă вăтам шалăва пысăклатать. Европăри çĕршывсенче отрасльти кашни ушкăн шалăвне уйрăм шутлаççĕ. Пирĕн те çак мел патне çитсен лайăхчĕ.

Ю.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика