АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем кĕртрĕç

26 августа 2011 г.

Район депутачĕсен Пухăвĕн тăххăрмĕш ларăвĕ иртрĕ. Яланхи пекех ăна район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ.

Кун йĕркине тăватă ыйту кĕртнĕ. Лару лайăххипе пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова Аня ята тивĕçнĕ хĕр пĕрчин ашшĕ пулса тăнă ятпа, Т.Яковлева депутата çуралнă кунпа саламларĕç.

Пĕрремĕш ыйтупа финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Вăл районăн 2011 çулхи бюджечĕ çинчен калакан йышăнăва кĕртмелли улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Депутатсем çав улшăнусене çирĕплетсе йышăну кăларчĕç.

Районăн муниципаллă пурлăхĕн объекчĕсене Чăваш Республикин пурлăхне куçарма хатĕрленĕ списокпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн сектор заведующийĕ А.Егоров паллаштарчĕ. Çав объектсем, тĕпрен илсен, район больницин çурчĕсем, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсем, медицина аппарачĕсемпе машинисем. Çĕр лаптăкĕсем те пур. Списока çирĕплетрĕç.

Районăн муниципалитетлă пурлăхне арендăна памалли положение улшăнусем кĕртрĕç. Депутатсен Пухăвĕ иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче "Муниципалитет пурлăхне 2011 çулта приватизацилессин прогнозлă планĕ (программи)" йышăну кăларнăччĕ. Çак йышăнăвăн приватизацилеме палăртнă объектсен списокне Вăрман Енĕшри пушă ларакан хуçалăх складне çырса хурас терĕç.

Лару вĕçĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов сăмах илчĕ. Вăл вырма ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çичĕ хуçалăхра çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртнĕ. Ытти хуçалăхсенче те тырă уйĕсем çурри ытла пушаннă. "Родина" ял хуçалăх кооперативĕнче вара ĕççи хăвăртлăхĕ чылай пĕчĕк. Тыр-пула пухса кĕртме арендăна илнĕ комбайнсем пулăшĕç. Вырмаран пушаннă "уй-хир карапĕсене" районти ытти хуçалăхсене куçарас ĕç малалла пырать.

Район депутачĕсене суйлавçăсене йышăнма график тунă. Çав графика çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕç. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли кун çывхарать. Суйлавпа çыхăннă ĕçсене те вăхăтра пурнăçласа пымалла. Консультацисем парассине вăйлатмалла.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика