24 августа 2011 г.
Шăхасан каччи, çирĕмсене çывхараканскер, каçхине вуннă çитеспе "Çĕнтерĕве 40 çул" урампа утса пынă. Пĕр çурт çывăхĕнче "ВАЗ-2110" машина ларнине асăрханă. Ун патне пырса алăкĕсене турткаласа пăхнă. Пĕри уçăлса кайнă. Выртакан кĕсье телефонне çийĕнчех асăрханă вăл. Ăна вăшт кăна персе чикнĕ те самантрах çухалнă. Çапла майпа йăрă йĕкĕт автомобиль хуçине 9 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Аллă çиччĕре вăл. Ушанар ялĕнче тĕпленнĕ. Темиçе çул каялла "Луч" ял хуçалăх кооперативĕн йĕтемĕ пулнă вырăнта тырă типĕтмелли агрегат валли хатĕрленĕ 430х90 сантиметр пысăкăш 5 тимĕр сеткăна йăтса кайнă. Сеткăсен хуçи çакăн çинчен пакунлисене систернĕ. Вăрăн çак ĕçе мĕнле туни çинчен следователе пĕр сăмахне суймасăр каласа пама тивнĕ.
Темле çын кăнтăр кунĕнче 54 çулти хĕрарăмăн "Дружба" коллективлă садри дача çуртне çăра ватса кĕнĕ. Унтан 5 килограмм сухан, 3 килограмм фасоль, 1,5 килограмм ыхра, шашлăк хатĕрлемелли сетка илсе тухнă. Йăранти пăрăçсене татнă. Пурне те кутамккана тултарнă та пач çухалнă. Вăрра шыраççĕ.
"Шырав" ушкăн çур çĕр çитеспе Ямăрса ялĕ çывăхĕнче "ГАЗ-33021" автомашинăна чарнă. Кузовра 4 электродвигатель выртнă. Вĕсен нимĕнлĕ документ та пулман. Тĕплĕнрех пĕлес шутпа автомобиле, унăн водительне полицие илсе кайма лекнĕ.
Çĕнĕ Мами выççăлккинчи 41 çулти хĕрарăм килти пăрăвне кашни кунах çерем çине кайса кăкарнă. Çав кун каçхине улттă иртсен улашка вырăнта пулман, пĕчĕк шалçа çумĕнче ăна кăкарнă пăяв кăна выртнă. Çухату çинчен полицие евитленĕ. Пакунлисене пăрăва кÿршĕ ялта пурăнакан 25 çулти хĕрĕ ашшĕ-амăшĕнчен ыйтмасăр сутса янине пĕлме май килнĕ.
Çĕрпÿ еннелле каякан иномарка дистанцие пăхăнманнипе малта пыракан, прицеп кăкарнă КАМАЗ çине кĕрсе кайнă. Çăмăл машинăн вăтăртан иртнĕ водителĕ, унпа ларса пынă арçынпа хĕрарăм аманнă. Виççĕшне те медицина пулăшăвĕ панă.
Каçхине тăваттă çитеспе Канаш районне хăнана килнĕ пенсионер тытса пыракан "Нива" автомобиль Пĕршенер ялне кайнă чухне Вăтапуç патĕнче рулĕ выляса кайнипе çул хĕррине ÿплешсе ларнă. Водитель хытах аманнă, ăна хула больницин травматологи уйрăмне вырттарнă.
Ирхине пĕр тăваттăсенче Вăтапуç ялĕнчен Пĕршнер еннелле каякан "ВАЗ-2106-5" тем амакне пула электричество тата газ юпи çине кĕрсе кайнă. Руль умĕнче 17 çулти яш пулнă. Пакунлисем каланă тăрăх, унăн машинăна çÿретме ирĕк паракан документ пулман. Ÿсĕрскерне, çамкине амантнăскере, район больницине ăсатнă.
Вăтăр урлă каçнă Канаш каччи хăйĕн машинипе Чакаç ялĕ патне çывхарса пынă чухне иккĕмĕш степеньлĕ çултан тухнă кустăрмаллă тракторпа çапăннă. Автоинкекре виçĕ çулти арçын ачан пуç мими чĕтреннĕ, çÿлти тути юнланнă. Ăна медицина пулăшăвĕ панă хыççăн килне янă. Водительсем иккĕшĕ те урах пулнă.
Хĕрĕхелле çывхаракан Сител хĕрарăмĕ пакунлисенчен упăшкине шыраса тупма пулăшу ыйтнă. Мăшăрĕ Великий Новгород хулине ĕçлеме кайнă пулнă. Унтан вăл тăван килне кайма августăн 10-мĕшĕнчех тухнă.
Асхва ялĕ хĕрринче çирĕмри каччă хăйĕнчен 7 çул кĕçĕн Канаш ачине хĕнесе пĕтернĕ. Ямăрса яшĕ 43 çулти хĕрарăма больницăна каймаллах кÿпкенĕ. Шăхасанта пурăнакан икĕ хĕрарăм Ушанара кайнă. Кунти лавкка çывăхĕнче тем пайлайман хайхисем – çапăçса кайнă. Иккĕшĕ те хытах суранланнă. Хĕрарăмсем полицие пĕр-пĕрне айăпласа хут çырса панă. Аслă Мами арçынни, 58 çула çитнĕскер, арăмне Канаша килсен "Фортуна" суту-илÿ центрĕ умĕнче хытах ислетнĕ. Асхва арçынни Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче пурăнакан хурăнташĕпе хирĕçсе кайнă. Тарăхса кайнăскер, ăна тĕртсе янă. Лешĕ вутă татмалли станук çине тăрăнса пĕççине кастарса янă. Ямăрса ялĕнче пурăнакан 47 çулти арçыннăн çилли ытла та кăра пулас. Çакскер арăмне час-часах хĕненĕ. Пĕр кунхине вара хачă ярса илнĕ те ăна унăн пырĕ тĕлне тытса вĕлерессипе хăратнă. Уголовлă ĕç пуçарма шутлаççĕ. Çĕнĕ Мамири çитмĕле çывхаракан хĕрарăм 44 çулти ывăлĕпе вăрçма тытăннă. Урса кайнăскер, ăна çурăмĕнчен хачăпа чиксе пĕтернĕ. Арçынна медицина пулăшăвĕ пама больницăна илсе пынă. Шăхасанти 54 çулти хĕрарăм упăшкине сăмахпа çĕнтерейменнине кура ăна уксус йÿçекĕпе сапнă. Халĕ вĕсене миравай судьян мирлештерме тивет.
Вун саккăрта кăна-ха вăл. Пĕтĕм пурнăçĕ малта. Савнă каччине телефон шăнкăравĕ çине хуравламаннишĕн çав тери кÿреннĕ. Хăйне хăй алла илейменнипе 6 таблетка фенозепам тата 10 таблетка кетерол ĕçсе организмне наркăмăшланă. Çамрăка больницăна вырттарнă. Ăна вилĕм аллинчен туртса илес тесе шурă халатлисен самаях тапаçланма тивнĕ. Янкăлч хĕрарăмĕ аллă улттăра пулсан та айванла ĕç тунă. Вăл чунĕ тулса çитнипе пурнăçран уйрăлма шухăш тытнă. Çак сăлтавпа çур çĕр иртни пĕр сехетре эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскер "Энам" преперат ĕçнĕ. Тухтăрсем çăлса хăварнă ăна. Шăхасанти 28 çулти хĕрарăма пĕрле пурăнакан арçын ĕçсе çапкаланса çÿренĕшĕн питĕ хытă тустарнă. Хăйне вăрçса кÿрентернĕшĕн тавăрас тата хăратас шутпа вăл сылтăм хул кăкне çĕçĕпе самаях касса янă. Ăвăспÿрт Кипеч çамрăкĕ, çĕр çинче чĕрĕк ĕмĕр пурăнаканскер, вилес тесе хăйне хăй кăкăрĕнчен чикнĕ. Больницăра медицина пулăшăвĕ панă хыççăн врач ирĕк памасăрах килне тухса шунă.
Кăнтăрла çитеспе хула çывăхĕнчи ял çумĕнчи ятарласа шыв пухмалли вырăнта чуна шиклентерекен икĕ пакет тупни çинчен телефонпа пĕлтернĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартнă: çынсен сыхлăхне тĕрĕслес шутпа кунта вĕренÿ ирттернĕ иккен.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.