24 августа 2011 г.
Ял тăрăхĕсен çар учетĕнче тăракансемпе ĕçлекенсене пулăшас тĕллевпе районсене кустсем тăрăх уйăрса курăмлă занятисем Çĕмĕрле хулинче, Кÿкеç поселокĕнче ирттернĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, çар комиссариачĕн уйрăмĕсен ĕçлевçисемпе, çар учечĕ енĕпе ĕçлекенсемпе "Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче граждансене пуçламăш çар учетне тăратассине йĕркелесси" темăпа калаçнă.
Эрнекун çакăн пек заняти республика комиссариачĕн Канашри пуçтарăну пунктĕнче иртрĕ. Пункт клубне Канаш, Тăвай, Вăрмар, Куславкка, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалистсем, республика комиссариачĕн уйрăмĕсен призыв тата мобилизаци пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Вĕренĕвĕн тĕллевĕ – ял тăрăхĕсенче çар учетне илессине йĕркене кĕртесси тата çак енĕпе документсем тĕрĕс хатĕрлеме вĕрентесси.
Занятире республика çар комиссариачĕн саппасри салтаксене, сержантсене, прапорщиксене учета тăратас енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ М.Дунаев, призывниксене учета илес енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Машанов лекци вуласа пачĕç. Чăваш Республикин Финанс министерствин йĕркене сыхлакан органсене тата гражданла оборонăна укçа-тенкĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Л.Заволжская вырăнти влаç органĕсене пуçламăш çар учетне йĕркелеме уйăрса панă укçапа мĕнле усă курнине тишкерÿ туса пачĕ. Учета илес енĕпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕн пулăшуçи О.Семенов вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче граждансене пуçламăш учетне шута илмелли йĕркене, вĕсен докуменчĕсене мĕнле хатĕрлемеллине практикăлла занятире тĕплĕн ăнлантарчĕ. М.Дунаев "Учет" электронлă база даннăйĕсене йĕркелесе тăрассине компьютерпа усă курса итлекенсем патне çитерчĕ.
Занятие килнисем валли кăтарту пособийĕсем хатĕрленĕ. Тăхтав вăхăтĕнче вĕсемпе паллашакансем нумаййăн пулчĕç. Ыйтусем чылай пулчĕç. Вĕсенчен пĕри те хуравсăр юлмарĕ.
В.АЧЧА.