24 августа 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕн йышне кĕме ирттернĕ малтанхи сасăлав вĕçленчĕ. Унта суйланнисен хушамачĕсене кĕçех парти списокĕсенче курăпăр.
Асăннă праймериз пирĕн республикăра çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланчĕ: хула-районсенчи ялсенче пурăнакансем ЧР Патшалăх Канашĕн пиллĕкмĕш суйлаври депутачĕсен йышĕнче камсене курасси çинчен хăйсен шухăшĕсене уçăмлă калĕç. Шупашкарти пĕр мандатлă суйлав округĕпе тата регион ушкăнĕпе депутат мандатне илме хатĕрленекенсем праймеризăн малтанхи тапхăрĕнче хăйсен шанăçне тĕрĕсленĕ.
Завод регион ушкăнĕпе "Спорт вăййин оборудовани завочĕ" АХО директорĕ Николай Николаев тупăшăва тухнисенчен ытларах сасă пухнă, çак ятлă пĕр мандатлă суйлав округĕпе "Промтрактор" АУО ертÿçи Сергей Щетников ыттисене хыçа хăварнă. Хĕвел тухăç регион ушкăнĕпе тата пĕр мандатлă суйлав округĕпе те мала тухнисем паллă: вĕсем – республикăри клиника офтальмологи больницин тĕп врачĕ Дмитрий Арсютовпа "Волганефтьхолдингăн" тĕп директорĕ Олег Дельман. Кăнтăр регион ушкăнĕпе тата пĕр мандатлă суйлав округĕпе парламентарисен йышĕнче халăх "Пĕрлĕхлĕ Раççей" фракцири депутата Сергей Шалуновпа "Тараупаковка" АУО директорне Олег Таланова курасшăн.
Çав кунах Кăнтăр, Кăнтăр-хĕвел анăç тата Атăлçи регион ушкăнĕсем пĕр мандатлă суйлав округĕсен праймеризĕ иртнĕ. Информацие пичете хатĕрленĕ чухне вĕсен пĕтĕмлетĕвĕ паллă марччĕ.
Ю.СТЕПАНОВ.