19 августа 2011 г.
Чакаçри ветеринари участокĕ 1979 çулта йĕркеленсе кайнă. 1992 çулччен ăна Анатолий Иванович Афанасьев ертсе пынă, халĕ вăл пирĕнпе çук. А.Афанасьев Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă пулнă. Маларах Чакаç тăрăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе Мăкăрти ветеринари пункчĕнче тăрăшакансем пăхса тĕрĕслесе тăнă.
Хальхи вăхăтра асăннă ветучасток "тилхепине" Галина Геннадьевна Илларионова тытса пырать, вăл та Хусанта аслă пĕлÿ илнĕ. Унпа пĕрле Надежда Михайловна Григорьева ветфельдшер (иккĕшĕ ÿкерчĕкре) тата Альба Евдокимовна Иванова ветсанитарка ĕçлеççĕ.
Çак туслă коллектив ĕçтешĕсен хушшинче хисепе тивĕçнĕ, вĕсем профилактика тата диагностика мероприятийĕсен планне вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Ертÿçĕсен ырă сăмахĕсене те тăтăшах тивĕçеççĕ.
М.АРТЕМЬЕВ.