19 августа 2011 г.
Хавшак туналлă, лутра çĕр улми тĕмми пахчаçа сисчĕвлентермелле: ÿсен-тăран нематодăпа чирленин тĕп палли ку. Хлороз аялти çулçăсенчен пуçланать те çÿлелле хăпарать, çапла майĕпен пĕтĕм тĕме сиенлетет. Чирлĕскерĕн 1-3 çеçке кăна, паранкисен шучĕ те хăвăрт чакать. Кунашкаллисене йăран çинчен кăлармалла, кĕркунне çеçкине çунтармалла.
Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре 12 районта шар кăтартма ĕлкернĕ те çак амак: 263 ялта 5324 лаптăк хуçине. Пĕтĕмпе чир 1128,25 гектар çинче сарăлни паллă. Патăрьел, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк районĕсен çыннисем çак амака пула пысăк тăкак тÿснĕ. Нематода чирлĕ çĕр улми тымарĕнчен тата çимĕçĕнчен, суханран, ытти ÿсен-тăран калчинчен кăна мар, ял хуçалăх техникине, пушмака тата хатĕре çыпăçăннă чирлĕ çĕртен те куçать. Çумăр шывĕпе те сарăлать.
Çĕр улмине пĕр вырăнта лартни те чире вăй илме пулăшать. Немадота паллисем пулсан кăçалхи вырăна тепĕр 4 çултан тин таврăнма сĕнеççĕ асăннă управленин ÿсен-тăран карантинĕ, тыр-пул пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ тĕлшĕпе надзор ĕçченĕсем ирттерекен пай специалисчĕсем. Сиенленнĕ вырăна вăхăта сая ямасăр çак çулах люпин акса хăварсан аван, пăрçа йышши культурăсен витĕмĕ те япăх мар.
Вăрлăх валли чире чăтăмлă сортсене суйламалла, 60-80 кунсенче пиçсе çитекенни тата лайăхрах. Атăл-Вятка регионĕнче "Жуковский ранний", "Пригожий-2", "Никита", "Рождественский", "Пушкинец" тата ытти сорт лартма сĕнеççĕ. Вăрлăха чирленине тĕрĕслесе тăракан ятарлă предприятисенче туянмалла.
Специалист тепĕр сĕнĕвĕ: пусă çаврăнăшне йĕркелесе тăмалла, çĕр улмине чире чăтăмлă культурăсемпе ылмаштарса лартмалла, сăмахран, укроппа, кишĕрпе, пăрçапа, клеверпа тата нумай çул ÿсекен ытти курăкпа. Органика им-çамĕпе (тислĕк, кайăк-кĕшĕк каяшĕ) усă курни те ÿсен-тăрана вăй парать, сиен кÿрекенсене вара пĕтерме пулăшать.
Çавăн пекех çав лаптăка çуркунне хыр тата чăрăш хуппине вĕтетсе сапмалла. Хăть мĕнле ĕç хыççăн та хатĕрсене тата пушмака тасатма ан манăр.
Ыйтусем пулсан управленипе (Шупашкар хули, Крупская урамĕ, 9-мĕш çурт; 54-55-56, 52-71-54 телефонсемпе) çыхăнма сĕнеççĕ.
Н.ВАСИЛЬЕВА.