АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнан пурнăç пуртă аври тăршшĕ мар

19 августа 2011 г.

Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн культура секторĕн водителĕпе Н.Ивановпа тăтăшах тĕл пулатăп. Пĕррехинче черетлĕ мероприятирен таврăннă чух вăл амăшĕ çинчен сăмах хускатрĕ. Ольга Спиридоновна çывăх вăхăтра 85 çул тултарать иккен. Унăн шăпи хăйне евĕр интереслĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çулсене чăтса ирттернисен нумайăшĕн шăпи йывăр та синкерлĕ пулнă. Каласа памалли, вĕрентсе каламалли тем чухлех вĕсен. Çавăнпа та çак ватăпа тĕл пуласах терĕм. Николая хам шухăша пĕлтерсен ун питĕнче савăнăç шевли çуталса илчĕ. Паллах, кирек мĕнле çыннăн та, уйрăмах пенси çулне çывхарса пырать пулсан, хăйне пурнăç парнеленĕ, пăхса ÿстернĕ хаклă çынни çинчен ыррине калаттарасах килет.

Эрне вĕçĕнче тĕв тунине пурнăçлама май килчĕ. Çÿллех мар, тирпейлĕ кинемей урама тухсах кĕтсе илчĕ, пÿрте кĕме ыйтрĕ. Çуртра хăтлă, çутă та таса. Ольга Спиридовнăпа юнашар ларса ăшпиллĕ калаçу пуçартăм. Ухман ялĕнче хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ялта ăна Улькка тесе чĕннĕ. Пилĕк çула çитсен ашшĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Виçĕ хĕрпе юлнă Татьян пуян çынна качча тухнă. Унтан ултă ача çуратнă вăл. Ывăлĕсем ÿссе çитсен Татьяна Матвеевнăна килĕнчен хăваласа янă. Куççульпе çăвăна-çăвăна вăл хĕрĕсене çавăтса Анатри Юнтапана килнĕ. Ырă чунлă çынсем инкеке кĕрсе ÿкнĕ хĕрарăма пурăнмалăх çурт тупса панă.

Вăрçă пуçлансан 15 çулти Ульккана Тăвай районне окоп чавма илсе кайнă. Тулта раштав уйăхĕ шатăртатнă. Ăшă тумтир пулман. Çамрăк хĕр амăшĕн кивĕ кăçачĕпе, кĕрĕкĕпе çÿренĕ. Шăнса кÿтнипе мĕн чухлĕ куççуль юхтарман пуль. Уйăхран çул çитмен хĕре ытла та çамрăк, шăнса пăсăлма пултарать тесе килне янă. Тепĕр кунах фермăра сурăхсем пăхма тытăннă.

Пирĕннисем фашистла Германие çĕнтернине ялĕпех шавлăн паллă тунă чухне фермăра вăй хуракан Утюçа, Наçука тата Ульккана ял Советне чĕнсе илнĕ. Командировкăна каймаллине пĕлтерсе темле хутсем çине хистесех алă пустарнă. Тухса ан тарччăр тесе питĕрсе илнĕ. Тепĕр кунне пуйăс çине лартса Чулхулана ăсатнă. Унта нумай тытăнса тăман, вĕсен çулĕ Пермь хули еннелле выртнă. Пĕр станцире антарнă. Йĕри-тавра вăрман кашланă. Çĕрĕшнĕ ампарсенчи пичке таврашне, консерв банкисене, час пăсăлман продуктсене аслă та çĕнĕ складсене куçарттарнă. Темиçе кунтан 17 хĕре, лаша пăхакан арçынна лавсем çине лартса Кама шывĕ хĕрринчи пристане илсе çитернĕ.

– Баржа çине лартрĕç, виçĕ талăк пултăмăр çул çинче. Кунне виçĕ хутчен сухарипе шыв паратчĕç. Апат начаррипе вăй-хал хавшарĕ. Çырана антарсан лашасене кÿлтĕмĕр, таварсене тиерĕмĕр. Вăрмана илсе кĕчĕç. Кунта вара çĕленĕ те, калти те куç умĕнчех шуса çÿреççĕ. Çавасем валеçсе пачĕç те ăçта çулмаллине кăтартрĕç. Кунне нормăпа 30 сотăй курăк çулмаллаччĕ. Çакăншăн 300 грамм хура çăкăр паратчĕç. Вырăс хĕрĕсене, халĕччен çава тытса курманскерсене, питĕ йывăрччĕ. Лапаткалама пĕлменнипе аллисене кастарса яратчĕç. Миçе хĕре çава хăйрама, çулма вĕрентмерĕм пулĕ, – аса илчĕ Улькка кинемей.

Кунĕпе лаша пек ĕçлесе ывăннăскерсем вырăн çине выртнă-выртман вилнĕ пек çывăрса кайнă. Апачĕ вара начар пулнă. Ялан тенĕ пек йÿçĕтнĕ купăста яшки çитернĕ. Какай курманни вăрçă пуçланнăранпах. Ку тăрăхра пурăнакан самаях çулланнă арçын йывăр ĕçпе нушаланакан хĕрсене çав тери хĕрхеннĕ.

– Хĕрĕмсем, кун пек йывăр ĕçпе, начар апатпа эсир хĕне каятăр, çамрăклах инвалид пулас хăрушлăх та пур. Тарăр кунтан, çаврăнса пăхмасăр малалла чупăр, – тенĕ вăл пĕр кунхине. Çывăхри пристане мĕнле çитмеллине тĕплĕн ăнлантарса панă.

Ăша хывнă унăн сăмахĕсене хĕрсем. Канмалли кун пушă банкăсем илнĕ, çырлана каятпăр тесе каласа хăварнă та вăрмана кĕрсе кайнă. Вунă çухрăм пек кайсан пĕр ял патне пырса тухнă. Шала кĕме хăранă вĕсем. Уй хапхи патĕнче выртнă. Кĕтÿ хăвалама тухнă хĕрарăмсенчен пристане мĕнле каймаллине ыйтнă. Вĕсем кăтартса янă çулпа хăйсене кирлĕ пристане çитнĕ.

– Пысăках мар ял çумĕпе иртнĕ чух пирĕн ума тутар арçынни сиксе тухрĕ. Пирĕн çине çисе ярасла пăхрĕ те : "Преступниксем вĕсем, тытса хĕнĕр вĕсене, милицине евитлĕр!", – тесе кăшкăрма тытăнчĕ. Аран-аран хăпрăмăр унран. Пухăннă çынсенчен нумайăшĕ пире хĕрхенчĕ, ăнланчĕ. Ку вырăнтан хăвăртрах çухалма ыйтрĕç, – аса илчĕ манпа калаçакан.

Шупашкаралла каякан пăрахут виçĕ кунтан тин килет тенĕ пристаньте. Таркăнсем хырăм выççине Кама шывне ĕçсе ирттеркелесе янă. Хусана çитсен 3 кĕпе сутса 3 буханка çăкăр илсе хырăмĕсене лăплантарнă. Шупашкарта Çĕмĕрле арçынни хĕрсене хваттер яракан патне илсе кайнă, унта çĕр каçнăшăн хăех тÿленĕ. Ирех вокзала ертсе кайса Канашалла каякан тавар пуйăсăн вакунне лартса янă.

– Канашра чи малтан чиркĕве кĕтĕмĕр. Тăван тăрăха килме çул кăтартса пынăшăн çÿлти Турра, пире çул çинче пулăшнă Çĕмĕрле çыннине тав туса çурта лартрăмăр. Вăрманта çухалса юлнă тантăшсене тăван килне таврăнма Турăран вĕсем валли вăй, чăтăмлăх ыйтрăмăр. Киле таврăнсан эрнерен Çĕрпĕве тытса кайрĕç. Тарса килнĕ тесе хупса хучĕç. Ял Совечĕ ман хута кĕрсе хут çырнă, çав хут çине ялта пурăнакан 60 ытла çын алă пуснă. Аппасем каланă тăрăх, çакна тума вĕсем кирлĕ çынсене пĕр михĕ тулă тата икĕ сысна çури панă. Икĕ уйăх çурăран мана ирĕке кăларчĕç, – малалла калаçрĕ Ольга Спиридоновна, куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса илсе.

Вăрçă пĕтни виçĕ çул иртсен Улькка Тăрăн каччине Мишшана качча тухнă. Михаил Иванов вăрçăра минометчик пулнă, ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, икĕ хутчен "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă. Вăл колхозра лашасем пăхнă. Ольга Спиридоновна дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсем тăватă ывăлпа тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ. Пĕр ывăлне, Петя ятлине, çĕр выртмаллах ашшĕпе лаша çитерме кайсан аçа çапса вĕлернĕ, Мишша та, хытах аманнăскер, нумаях пурăнайман.

Ольга Спиридоновнăн 24 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем – çиччĕн. Ун патне ялта пурăнакан Виталий ывăлĕ, Любăпа Лена хĕрĕсем пырсах тăраççĕ. Канашра пурăнакан Коля та амăшĕ патне килсе кайма яланах вăхăт тупать. Çуллахи каникулсенче кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать Улькка кинемей.

Нумай салам пулчĕ Ольга Спиридоновна 85 çул тултарнă ятпа. Пурте ăна иксĕлми телей, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Ун ячĕпе ачисемпе мăнукĕсем ыйтнипе Канаш телевиденийĕнче анне çинчен хывнă илемлĕ юрă янăрарĕ.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика