19 августа 2011 г.
Районти информкуна Шупашкартан килнĕ ушкăна Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи, Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров ертсе пычĕ. Райадминистрацин структурăллă подразделенийĕсене, районти предприятисемпе организацисене ертсе пыракансенчен йĕркеленĕ информушкăнсен членĕсемпе кÿртĕм инструктаж ирттернĕ хыççăн ушкăнсем ял тăрăхĕсем тăрăх саланчĕç.
Кăçал çур акине ирттерме "Ульяновскнефтепродукт" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ пирĕн республика валли 16600 тонна дизтопливо уйăрнă. Тонни 16200 тенке ларнă. Чăваш Енти ытти поставщиксем ăна коммерци хакĕпе , тоннине 25350 тенкĕпе, сутаççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, уйрăмлăхĕ пĕчĕк мар. Çак уйăх тĕлне палăртнин 56 процентне кÿрсе килнĕ. Шел пулин те, ял хуçалăх организацийĕсем çăмăллăхпа паракан топливопа усă курса юлма тăрăшни питех сисĕнмест. Çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексем вара килес çул та кирлĕ пулĕç. "Ульяновскнефтепродукт" пĕрлĕх гендиректорĕ И.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, "Буревестник" комбинатăн нефть упрамалли шăнăçулăхне арендăна илес шутлине пĕлтернĕ. Ыйтăва ăнăçлă татса парсан республикăри хуçалăхсем топливăна Шупашкарти нефтебазăранах турттарма пултарĕç. "Йÿнĕ топливăна сая ярас марччĕ", – терĕ В.Александров депутат.
Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ О.Павлов тата район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов Янкăлч ял тăрăхĕн территорине кĕрекен 90 киллĕ Çĕнĕ Юнтапа ялĕнче пулчĕç. Çак пĕчĕк ялта 223 çын пурăнать, яла кĕнĕ çĕрте клуб ларать, фельдшерпа акушер пункчĕ пур, куллен кирлĕ таварсене "Услада" лавккара туянаççĕ. Ял тăрăхĕн депутачĕ Ю.Алексеев пуçарнипе икĕ урам хĕресленнĕ вырăнта ачасем валли площадка тума пуçланă. Ярăнчăкне вырнаçтарнă та ĕнтĕ, тавралла çÿллех мар карта тытма тытăннă. Саваласа якатнă хăмасем çинче ял çыннисен ушкăнĕ ларать. Информкуна шăпах çакăнта, уçă сывлăшра, хĕвел питтинче ирттерес терĕç.
Ушкăн ертÿçи О.Павлов республика кăçалхи çур çулта социаллă пурнăçпа экономика енчен мĕнле аталанса пыни, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли сезона мĕнле хатĕрлени çинчен каласа пачĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕрремĕш классене , малтанласа шутласа пăхнă тăрăх кăçал вĕсем 12,6 пин ача, патшалăхăн çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕпе пĕлÿ пама пуçлаççĕ. Тата тепĕр çĕнĕлĕх – физкультурăн виççĕмĕш сехетне пурнăçа кĕртесси. Вăл 1-мĕш класран пуçласа 11-мĕш таран вĕренекенсене тÿрремĕнех пырса тивĕ. Физкультурăн виççĕмĕш урокне аэробика, ритмика, шывра ишессин занятийĕсемпе, тренажер залĕнчи тата ытти занятисемпе улăштарма юрать.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче республикăн шкул ачисен сывă пурнăç йăли-йĕркине çирĕплетес енĕпе тăруках икĕ проекчĕ старта тухать. Вĕсен ячĕсем – "Эпĕ ишме пĕлетĕп" тата "Ташлакан шкул". Вĕрентекенсемшĕн пуриншĕн те ĕç укçин ставки эрнере 18 сехет пулать. Вĕсен вăтам ĕç укçи 13700 тенкĕпе танлашмалла. Хăйĕн сăмахне Олег Евгеньевич ĕçĕпе çыхăннă темăпа вĕçлерĕ. Вăл вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли , шыв çинче тимлĕхе çухатмалла марри çинчен республикăра пулса иртнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе аса илтерчĕ.
Çĕнĕ Юнтапа çыннисем панă ыйтусене тĕпрен илсен В.Долговăн хуравлама тиврĕ. Сĕт хакĕ чакса пыни ĕне тытакансене хытах тарăхтарать. Ыраш, тулă хакĕсем йÿнелни уй-хир ĕçченĕсен кăмăлĕсене пĕтерсе хурать. Тĕш тырă туса илессипе ĕçлекен хуçалăхсен ертÿçисем хушшинче çапла калакансем те пур: "Мĕн усси тырă ÿстернинчен, енчен те ун хакĕ пĕчĕкленсех пырать пулсан". Кĕрхи тĕш тырă кĕркунне вăй илсе юлать. Çу кунĕсем типĕ пулсан та тухăçĕ мĕн чухлĕ те пулин пулатех. Кĕр акине туса хăвармаллах. Иртнĕ çул шăрăх çанталăка пула çĕр улми начар çитĕнчĕ. Çуркунне лартса хăварма тĕрлĕ çĕртен кÿрсе килме лекнĕ. Çав вăрлăхран ÿснĕ пахча çимĕç çĕресшĕнрех. Çавăнпа та аврисене çулса икĕ эрне вырттармалла. "Иккĕмĕш çăкăра" хуппи хытмасăр кăлармалла мар. Çапла вĕрентсе каларĕ районăн тĕп агрономĕ В.Долгов. Районта выльăх апачĕ хатĕрлес, тĕш тырă пухса кĕртес ĕçсем мĕнле пыни çинчен те кĕскен каласа хăварчĕ.
Çавăн пекех Валерий Васильевич пушă выртакан çĕрсене килес çул пусă çаврăнăшне кĕртмелли çинчен пĕлтерчĕ. Хыт хурапа витĕннĕ лаптăксем Янкăлч тăрăхĕнче те пур. Патшалăх темиçе çул плуг тĕкĕнмен çĕрсене "ĕçлеттерсе" яракансене тимлĕхсĕр хăвармасть. Ĕне выльăхсен, сыснасен шучĕ çулсерен чакса пыни те пуçа самаях ыраттарать.
Кашни ялăн хăйĕн ыратăвĕ. Юнтпасене Ленин тата Чапаев урамĕсем хушшинчи кĕпере çĕнĕрен тăвас ыйту пăшăрхантарать. Ку тата ытти ыйтусене Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кротов хуравларĕ.
Кăнтăр апачĕ хыççăн инфомаци кунне район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пĕтĕмлетрĕç.
В.АЧЧА.