17 августа 2011 г.
Районти ветеринари служби хăйĕн професси уявне вун саккăрмĕш хут паллă турĕ. Чĕр чунсен сывлăхне сыхлассин Пĕтĕм тĕнчери организаци тата Европа союзĕн комиссийĕ 2011-мĕш çула ветеринари çулĕ тесе йышăннă.
Ветеринари специалисчĕсен алли витĕр пурнăçра çав тери кирлĕ нумай-нумай апат-çимĕç, чĕр тавар тухать. Вĕсен тăрăшулăхне пула пирĕн районта эпизоотиллĕ лару-тăру ăнăçлă, 47 çул хушшинче çĕпĕр язвипе, 28 çул туберкулезпа чирленĕ тĕслĕх палăртман. Выльăхсем бруцеллозпа чирлени пĕрре те пулман. Ветеринарсем эпизоотие хирĕç кĕрешмелли ĕçсен, хуçалăх, ветеринарипе санитари, лаборатори, дезинфекци мероприятийĕсен комплексне тĕплĕн пунăçласа пыраççĕ. Ветеринари учрежденийĕсене тата вĕсен çывăхĕнчи территорисене тирпей-илем кÿрес енĕпе сахал мар ĕç тунă.
Çурла уйăхĕн 12-мĕш кунĕнче районти ветеринари ĕçченĕсем Чакаç ял тăрăхĕн территорине пуçтарăннă. Вĕсем вырăнти ветучасток ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн Чакаçри сĕт-çу ферминче пулнă, выльăх апачĕ тата выльăхсене хĕл каçарма мĕнле хатĕрленипе интересленнĕ.
Чакаçри культура çуртĕнче ветеринарсене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ В.Никоноров, районăн тĕп зоотехникĕ С.Васильев, тĕп ветврачĕ А.Степанов саламланă. Чакаçри ветеринари участокĕн фельдшерне Н.Григорьевăна райадминистрацин, Г.Степанов ветврача Чăваш Республикин ветеринари службин Хисеп грамотисемпе наградăланă, Чакаçри ветучастокăн коллективне çак службăн Тав çырăвне панă.
В.АЧЧА.