17 августа 2011 г.
Шăматкун пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе- экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕпе Э.Александровпа вăл Шамуков фермер (хресчен) хуçалăхĕнче кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлесси мĕнле пынипе паллашрĕ. Çак ĕçе тума кунта Вăрмар районĕнчи Арапуç тăрăхĕнчи ют çĕршывра туса кăларнă "Кейс" маркăллă хăватлă агрегата арендăна илнĕ. Министр пынă чухне ăна хире илсе тухма хатĕрлетчĕç, мĕнле ĕçленине тĕрĕслетчĕç. Кунтах Сергей Владимирович "Август" фирма представительствин пуçлăхĕпе С.Мелецковпа тĕл пулчĕ. Калаçу, тĕпрен илсен, хуçалăхсене тĕрлĕ химикатпа тивĕçтересси çинчен пычĕ.
Малалла министр "Сеспельское" тулли мар яваплă пĕрлĕх уйĕсене çитсе курчĕ. Кунта тĕш тырă пиçсе çитнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те вырма ĕçĕсем питĕ вăраххăн вăй илсе пыраççĕ. Пĕрлĕхĕн техника паркĕ чухăн. Комбайнсем çитменнипе вĕсене айккинче шырама тивет. Кÿршĕ хуçалăхсенче тата республикăн ытти районĕсенче пушаннă "уй-хир карапĕсене" кунта чĕнсе илес енĕпе калаçусем пуçарнă.
Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче тырă пухса кĕртессипе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлесси те кал-кал пыраççĕ. Хуçалăх ертÿçи Н.Андреев пĕлтернĕ тăрăх, выльăх апачĕн саппасĕ çулталăк çурăна çитет. Кĕрхи тырăсене пухса кĕртессине вĕçленĕ. Хĕвел çаврăнăша сенажа валли вырма пуçланă, черетре – кукуруза. Механизаторсене уйрах апат çитерессине йĕркеленĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен пуссисенче комбайнсем ирех "хăлаçланма" пуçлаççĕ. "Канма" вара питĕ каçа юлса таврăнаççĕ. Хуçалăхăн ĕçлекен комбайнĕсем виççĕ çеç. Çулĕсемпе те вĕсем "çамрăках мар". Кашнине вăтамран 300 гектар тивет. Куратпăр ĕнтĕ, тиемĕ самаях пысăк. Апла пулин те, вырма ĕçĕсене çывăх вăхăтрах пĕтерес шутлă кунта. Çакна С.Павлов сĕлĕ уйĕнче пулса хăй куçĕпе курса ĕненчĕ. Тулли машинăсем йĕтем еннелле кайсах тăраççĕ.
Министрăн юлашки чарăнăвĕ йĕтем çинче пулчĕ. Сергей Владимирович ĕç условийĕсемпе интересленчĕ, кунта ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ыйтăвĕсем сĕт хакĕ, ялта çурт лартма е туянма укçа илме документсем ăçта тата мĕнле майпа хатĕрлесси çинчен тата ытти те пулчĕç.
Малалла С.Павлов Йĕпреç районне çул тытрĕ.
В.АЧЧА.