17 августа 2011 г.
Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх республикăри ваккăн сутă тăвакан пасарсенче таварсем иртнĕ уйăхра çĕртмеринчен – 1,1, çав шутра апат-çимĕç 2,1 проц. йÿнелнĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен таварсен хакĕ – 0,4 çав шутра апат-çимĕçĕн – 1,3, апат-çимĕç мар таварсен 0,4 проц. чакнă. Сăлтавĕ – пахча çимĕçпе улма-çырлара. Пасарсем çу варринче вĕсемпе тулнине пурте куртăмăр. Утă уйăхĕнче çĕртмерипе танлаштарсан хăяр – 55,4, пуçлă купăста – 41,2, çĕр улми – 35,1, кишĕр – 21,4, апельсин 9,2 проц. йÿнелнĕ.
Курттăммăн туянакан предприятисем хăйсен продукцине йÿнетнĕрен ваккăн сутă тăвакансем тавар илекенсене пулăшăн – 3,8, чăх тукмаккишĕн 3,1 проц. сахалрах тÿлеттернĕ (ЧР Экономика министерствин эксперчĕсем килте чăх ашĕ туса илесси ÿснĕ, çавăнпа окорочка питех сутăнман теççĕ).
Ĕне выльăх ашĕ – 6,6, сысна ашĕ (шăмăсăрри) 3 проц. хакланнă. Çакна çулла выльăх сахалрах пуснипе тата республика тулашĕнчен, ют çĕршывсенчен какай сахалрах илсе килнипе ăнлантараççĕ.
Сахăр хакĕ улма-çырла компочĕ, варени хатĕрлеме пуçличчен пĕр уйăх малтан хăпарма тытăнчĕ. Шупашкарта уйăхра кашни килограмĕ 5 тенкĕ ытла хакланчĕ. Сăлтавĕ сахăр песукĕ хатĕрлемелли чĕр тавар чикĕ леш енчен илсе каçнăшăн тытакан пошлина пысăкланнăран килет теççĕ. Пан улми – 3, тăпăрчă – 2,5, чăх çăмарти – 2, услам çу – 1,7, чăх ашĕ (кунта чăх тукмакки кĕмест) 1,6 проц. хакланнă. Халĕ Чăваш Енре пахча çимĕç тата улма-çырла хакланма тытăнчĕ.
С.МИХАЙЛОВ.