12 августа 2011 г.
1943 çул. Хура кĕркунне. Шăпах çак кунсенче сакăр çамрăка ялсенче тутăрсемпе сулса юрласа çаврăннă хыççăн Кивĕ тата Çĕнĕ Шелттем клубĕсенче кĕтсе илнĕ. Кунта вĕсене тăванĕсем, колхозсен пуçлăхĕсем, ял советĕнче ĕçлекенсем, ял-йыш ăшă сăмахсем каланă. Тăван килĕсене ырă-сывă таврăнма суннă. Вăрçа каякансен сăмса айне тĕк шăтма та ĕлкĕреймен, вĕсем 17 çулта кăна пулнă. Çак çамрăксен хушшинче Çтаппан ятлă йĕкĕт те пулнă. Вăл вăтам пÿллĕ, çирĕп çан-çурăмлă, çынпа ăшшăн калаçнă.
Пухăннă халăх яшсене укăлчаран тухичченех ăсатса янă. Пуйăс вĕсене пурне те Мускава илсе çитернĕ. Тĕп хулара çар ĕçне вĕрентнĕ: самолетпа вĕçнĕ вăхăтра кирлĕ çынсемпе çыхăну тытса пыма, чăрмав сиксе тухсан пеме хăнăхтарнă. Çамрăксем пурте пĕр отделенире тăнă. Командира хăйсен тантăшне С.Петрова лартнă.
Мускаври вĕренÿсем хыççăн çамрăксене тĕрлĕ полка янă. Вĕсем кашниех хăйсене лайăх енчен кăна кăтартма тăрăшнă, çулĕсене кура мар хăюллă пулнă. Акă, Çĕнĕ Шелттемрен кайнă В.Порфирьев (чиперех çÿрет-ха) çапла каласа пачĕ: "Эпĕ "Ил" самолетпа çула тухаттăм. Стрелок радист пулнă-çке. Нимĕç самолечĕсене бензин бакĕнчен лектерме тăрăшаттăм. Мана куншăн полкра та, батальонра та пуçлăхсем ырлатчĕç. Тĕл переттĕм. Мана взвод шанса пачĕç. Старшина турĕç".
С.Петров та паттăрлăх чылай кăтартнă. Ахальтен мар вăл курсантран подполковника çитнĕ. Çулĕ вара питĕ тумхахлă пулнă. Ачалăхĕ йывăр килнĕ. Çавах тÿсĕмлĕхпе, хăюлăхпа, мал ĕмĕтлĕхпе палăрнă. Кивĕ Шелттемри 4 класлă шкултан "5" паллăсемпе вĕренсе тухнă. Пĕлĕве малалла ÿстерес тесе Вăрăмпуçĕнчи 7 класлă шкула çул тытнă. Анчах йывăр пурнăçа пула тĕллеве пурнăçлама май килмен. Çемьен çиме çăкăр, çие тăхăнма тум пулман. Çтаппан ашшĕ, ăна Çинут Петĕрĕ тенĕ, 1933 çулта ялти юлташĕпе Иваново облаçне тухса кайнă. Çула тухас умĕн ĕнене, икĕ çĕвĕ машинине сутса янă. Пĕтĕм укçине кĕсйине чикнĕ. Вырăссем хушшинче чипер майрасене курсан куçĕ алчăрасах кайнă. Арăмĕ те, ачисем те манăçа тухнă. Çтаппанăн шăп çав çулсенче вĕренме тивнĕ. Амăшĕ – Тарук аппа – манăн аттепе пĕр тăван – мăшăрĕнчен йывăр çын пулса юлнă. 4-мĕш ача ашшĕ хăйсене хăварсан кун курнă. Хĕр пĕрчине Наçтаç ят хунă. Тарук аппа хăй тăраниччен çимесĕр ачисене лайăхрах пăхассишĕн вăй хунă. Анчах ĕне çук. Сталин ячĕллĕ колхоз укçа паман. Выçăллă-тутăллă пурăнакан, килти хуçалăхра та, колхозра та иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тăрмашакан хĕрарăмăн кăкăрĕ типсе ларнă. Наçтаç 9 уйăха çитсен çĕре кĕнĕ. Паллах, ытти 3 ачине те çăмăл пулман. Çавах та 1940 çулта Кивĕ Шелттемре 7 класс таран вĕрентме тытăннă. Çтаппан та, Надиш та, Нинук та ялтах малалла пĕлÿ илме пуçланă.
1941 çулта хаяр вăрçă пуçланнă. Тарук аппана Вăрмар районне илсе кайнă. Мăнтарăн хĕрарăмĕ класра ларакан пепкисене чÿречерен: "Ачамсем, эпĕ окоп чавма кайрăм..." – тесе хăварнă.
С.Петров 1943 çулта 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă. РСФСР Çут ĕç Халăх комиссариачĕ панă свидетельство вĕренĕве вăл пур предметпа та "5" паллăпа вĕçленине çирĕплетет. Ăна 1943 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче панă. Кĕр çитиччен Вăрмар районĕнче амăшĕ вырăнне окоп чавнă. Таврăнсан Канашри финанс техникумне вĕренме кĕнĕ. Тепĕр икĕ уйăх çурăран вара çар хатĕрленĕвне илсе кайнă. Ун хыççăн 1-мĕш Украина фронтне лекнĕ. Украинăра питех те хаяр çапăçусем пынă: совет салтакĕсем нимĕç фашисчĕсемпе кăна мар, вĕсен майлă тытăçакан С.Бандера хурахĕсемпе те çапăçнă. Фронта Н.Ф.Ватутин çар генералĕ ертсе пынă. Николай Федоровичăн пурнăçне шăпах хохол сутăнчăкĕсем татнă та.
С.Петров самолетпа час-часах вĕçнĕ, юлташĕсемпе пĕрле батальона кирлĕ кăтартусем пуçтарнă. Çавна май нимĕçсен "хурçă кайăкĕсемпе" сахал мар тытăçнă. Кунашкал çапăçусенче Степан Петров стрелок ăсталăхне кăтартнă. Унăн пултарулăхĕ Украинăна ирĕке кăларнă вăхăтра, Корсунь-Шевченко патĕнчи тытăçусенче уйрăмах аван палăрнă. Пирĕн çарсем Нейсе юхан шывĕ патне çывхарнă тапхăрта дивизие малалла ăнăçлă куçса пыма пулăшнă.
И.С.Конев маршал ертсе пынă 1-мĕш Украина фрончĕ Берлин хулине чи малтан, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, пырса кĕнинче С.Петров офицерăн тÿпи те пур. Командовани ăна чи яваплă ĕçсене тума шаннă. Чăнах та, вĕçевсем яланах ăнăçлă вĕçленнĕ теме йывăр: икĕ хутчен самолета сирпĕнсе кайиччен маларах антарса лартма ĕлкĕрнĕ. Хăй те иккĕ аманнă. Сывă юлнă. Вăрçа Берлинта вĕçленĕ. Мускава таврăннă. Çамрăк-çке, 19 çулта кăна. Малалла вĕренес, офицер картлашкипе çÿлерех хăпарас туртăм вĕресе тăнă: аслă çар училищинче пĕлĕвне ÿстерме пуçланă. Вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслă пулнă. Ирĕклĕ, классика мелĕсемпе те, самбо енĕпе те кĕрешнĕ. Гимнастикăпа аппаланнă. Пирĕн районтан спорт мастерĕн нормативне чи малтан тултарнă. Мускав хулин тата облаçĕн чемпионĕн ятне çĕнсе илме пултарнă. Вăл еплерех вăйлине хам та курнă, сăнарĕ халĕ те куç умĕнче тăрать.
Кивĕ Шелттемри 7 класлă шкулта тăваттăмĕш класра вĕренетĕп. Класс ертÿçи Анна Ивановна пире диктант çыртарать. Офицер тумĕллĕ йĕкĕт шкул картишне кĕчĕ. Çар тумне хыврĕ. Кĕске çанăллă кĕпепе юлчĕ. Малтан турник çинче туртăнчĕ, тĕрлĕ хускану турĕ. Вăрăм юпасем çине вырттарнă пĕренерен çакса янă кашта патне пычĕ. Ăна икĕ аллипе çатăрласа ярса илчĕ. Урисене çĕклесе тÿп-тÿрĕ тăсса хучĕ. Аллисене ылмаштарса пырса çÿлелле хăпарса кайрĕ. Эпир картишнелле вăшт та вăшт пăха-пăха илнине вĕрентекен хăвăрт сисрĕ. Хăй те чÿрече патне пычĕ: Степан Петрович алă вăйĕпе ĕçленине пĕр ытараймасăр тимлĕн пăхса тăчĕ. Офицерăн ал шăнăрĕсем çурăлса тухас пек тапса тăраççĕ.Шкулта ку кашта тăрăх пĕр ача та çуррине çити ура пулăшнипе те хăпарса курман.
Тепрехинче уроксем хыççăн киле кайма тухрăмăр. С.Петров урисене çÿлелле çĕклерĕ те çурчĕ патне, хушши 60-80 метр та пулĕ, алăсем çинче утса кайрĕ. Пĕрре те канмарĕ. Паллах, вăл пире аван тĕслĕх пачĕ. Эпир турник çинче аппаланма пуçларăмăр, кашта тăрăх улăхас тесе те тапаçланма тытăнтăмăр. Пуçхĕрлĕ çÿреме хăнăхас тесе те тăрăшса пăхрăмăр. Пире офицерăн шайне çитме аякраччĕ. Çапах та спортпа кăсăкланма пулăшнă.
Степан Петрович 1960 çулта физкультурăпа спорт институтне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкул хыççăн Рыбинск хулинче чылай вăхăт тренерта ĕçленĕ. Халĕ Çтаппан пичче Шупашкарта Надиш аппа патĕнче пурăнать. Ака уйăхĕнче 85 çул тултарчĕ.
Степан Петрович пек хăюллă, хăйсен хастарлăхĕпе палăрнă çынсем паян та, кирек хăçан та – ĕмĕр-ĕмĕрех ăрусен асĕнче юлма тивĕç. Çапла пулĕ те.
А. ЗАЙЦЕВ, РФ журналистсен Союзĕн членĕ.