АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарать

12 августа 2011 г.

Ытлари кун Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев видеоçыхăну мелĕпе хуласемпе район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Вăл çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Республика пуçлăхĕ шкулсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мероприятисене пурнăçа кĕртмелли çинчен асăрхаттарнă. Видеосăнавсем вырнаçтармалла, полицие васкавлă чĕнсе илмелли майсем туса памалла. Çул çинче инкек ан пултăр тесен ачасене турттармалли автобуссене юсавлă тытмалла, вĕсене опытлă водительсем çÿретчĕр тесе тăрăшмалла. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче физкультура урокĕсем ÿсмелле. Вĕрентекенсен ĕç укçийĕ çулталăк вĕçне 13,9 пин тенкĕпе танлашмалла, вырăнти влаçсен çак кăтарту патне туртăнмалла.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕрремĕш классене федерацин çĕнĕ стандарчĕсемпе вĕрентме тытăнмалла. Çав стандартсен шутĕнче - вĕренÿ процесне, вĕрентÿ кабинечĕсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтересси. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ку енĕпе епле ĕçлени çинчен каласа панă. Районта пуçласа парта хушшине 360 ача ларать. Шкулсенче пуринче те пушартан асăрханмалли автоматла систермĕшсем вырнаçтарнă. Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов хăйĕн докладĕнче пирĕн районта вĕрентÿ объекчĕсене комплекслă компакт мелĕпе тăвас енĕпе лайăх ĕçленине палăртса хăварнă. Хальхи вăхăтра çак программăпа килĕшÿллĕн Энтрияль вăтам шкулĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсене çак уйăхăн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Вĕренÿ учрежденийĕсенчи медицина пÿлĕмĕсене ĕçлеттерме лицензи хатĕрлеме тытăннă.

Райадминистраци пуçлăхĕ вĕрентÿ сферинчи ытти ĕçсем çинчен те каласа панă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика