АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç вĕресе кăна тăрать

12 августа 2011 г.

Çу кунĕсенче ял ĕçченĕ ыйхă мĕнне мансах каять. Ара, çĕр тĕрлĕ ĕç вĕт, пурне те вăхăтра туса ĕл-кĕрмелле. Халĕ, акă, ял хуçалăх кооперативĕсемпе пĕрлĕхсем выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех тепĕр хĕрÿ ĕççие – вырмана – пуçăнчĕç. Инçете тăсăлакан сарă тырă пуссисене районти пур хуçалăх та тухнă ĕнтĕ. Пурте вĕсем çĕнĕ тухăçа çухатусăр пуçтарса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Янкăр тÿпене тĕксĕм пĕлĕтсем карса илнĕ тĕслĕхсем хальлĕхе пулмарĕç-ха. Енчен те çанталăк кăмăлĕ малашне те улшăнмасан, техника кутăнлашмасан тата хамăр хастартарах пулсан пÿлмесем кĕçех сарă пурлăхпа тулĕç.

Хальхи вăхăт тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тăватă пин ытла гектар çинче вырса çапнă, ку кăтарту планăн вăтăр ытла проценчĕпе танлашать. Пĕтĕмпе тăхăр вунă пин ытла центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.

Нумаях пулмасть "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕхе тата Лукиянов фермер хуçалăхне çитсе куртăмăр. "Нектарта" тăрăшакансем йĕтем çинче тулă аллатчĕç (ÿкерчĕкре). Ĕç вĕресе кăна тăрать унта, хĕрарăмсемпе шкул ачисем тасатнă тырра машина хыççăн машина кĕлете кĕртеççĕ. И.Лукиянова сĕлĕ уйĕнче куртăмăр, вăл комбайнсем çапса тĕшĕленĕ тырра автомашинипе йĕтем çине турттарса тăратчĕ (ÿкерчĕкре).

Иван Егорович фермер пĕлтернĕ тăрăх, сĕлле кăçал 100 гектар çинче çитĕнтернĕ, çавăн пекех пуçтарса кĕртмелли 70 гектар çурхи тулă пур. Кĕрхи тулăпа (50 гектар) урпана (30 гектар) ана çинчен пуçтарса илнĕ. Тулă тухăçĕ кашни гектартан 38 центнер, урпа 35 центнер тухнă.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика