10 августа 2011 г.
Республикăра, çавăн пекех Канаш хулипе районĕнче те, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен "Трактор" профилактика операцийĕ иртет. Уйăхлăх вăхăтĕнче патшалăх технадзор инспекторĕсем милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсене тухса рейдсем ирттереççĕ. Çавăнпа та трактор тытакан çынсене техтĕрĕслеве кашни çулах вăхăтра тухма тата транспорт налукне тÿлеме ыйтатпăр. Операци пынă чухне кивелсе юрăхсăра тухнă машинăсене тупса палăртассипе, вĕсене регистраци учетĕнчен кăларассипе те ĕçлетпĕр.
А.ПЕТРОВ, Патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ.