АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти пресс-центр пĕлтерет

10 августа 2011 г.

Паянхи кун тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3599 гектар çинче вырса çапнă, ку кăтарту планăн 25 проценчĕпе танлашать. Пĕтĕмпе 83398 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Кашни гектартан 23 центнер тырă илнĕ.

Вырмара мĕн пурĕ 39 комбайн ĕçлет, кашни комбайна кунне вăтамран 11 гектар лаптăк тивет.

"Хучель" ООО 165 гектар çинчен тыр-пула пухса кĕртнĕ. Кунта гектартан илекен вăтам тухăç 28 центнерпа танлашать. "Победит" ОООра 70 гектар çинчи тырра вырса тирпейленĕ, вăтам тухăç – 29 центнер, Киров ячĕллĕ хуçалăхра 260 гектар пушаннă, тухăç – 27 центнер.

"Восход", "Канаш", "Мария" хуçалăхсем çурхи тырă вырма пуçланă.

Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарма апат çителĕклĕ кирлĕ. Ăна кăçал 2-3 çуллăх саппаспа хатĕрлеме те пулать. Районти хуçалăхсенче 4518 тонна утă (планăн 135 проценчĕ), 18760 тонна сенаж (105 проц.) хатĕрленĕ.

"Путь Ленина", "Канаш", "Мария", Исток" хуçалăхсем улăма тÿрех урана хываççĕ.

Хуçалăхсенче тыр-пула пухса тирпейленипе пĕрлех кĕрхи культурăсем валли çĕр хатĕрлес ĕç пырать. Паянхи кун тĕлне районта кĕр тыррисем валли 3800 гектар (планăн 53 проценчĕ) çĕр хатĕрленĕ. Ку енĕпе "Хучель" (220 га), "Агат" (150 га), "Пинер" (600 га), "Канаш" (350 га) хуçалăхсем çине тăрса ĕçлеççĕ. Кĕрхисем пысăк тухăç панине çĕр ĕçченĕ мĕн ĕлĕкрен пĕлет.

"Восток", "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Хучель" хуçалăхсенче кĕрхи çĕртме тăваççĕ.

Тăпра пулăхлăхне ÿстерес тĕллевпе тыр-пултан пушаннă уйсене удобренипе апатлантарса хăвармалла. АСК "Канаш", "Исток" хуçалăхсем уйсене кали удобренийĕ, "Нектар" ООО извеç сапма тухнă. Кали удобренине районти пысăкрах хуçалăхсене те валеçме палăртнă.

Юратнă киноактерăн юбилейĕ

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕ Станислав Садальский 60 çул тултарчĕ. Вăл Патăрьел районĕнчи Чкаловски ялĕнче çуралнă, Канашри 10-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕреннĕ. Театр искусствин институтĕнчен вĕренсе тухнă. "Современник", "На юго-западе" театрсен сценисем çинче вылянă. Кинора 1971 çултанпа ÿкерĕнет. Пултарулăхне журналистикăра та тĕрĕслет.

Вăл тĕп рольсенче вылянă фильмсем: "Три дня в Москве", "Место встречи изменить нельзя", "О бедном гусаре замолвите слово", "Царская охота" тата ытти те.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика