10 августа 2011 г.
Чукун çулпа çыхăннă хуласенчи пекех хăйсен професси уявне канашсем те анлăн паллă тунă. Уяв мероприятине ирттерме "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕ çывăхĕнчи лапама суйласа илнĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи В.Александров, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов, "Промтрактор-Вагон" пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорĕ А.Тен хутшăннă.
– Чукун çул отраслĕнче пирĕн хулан пиншер çынни ĕçлет. Вĕсен професси ăсталăхне тата яваплăхне пула Канаш çĕршывăн тĕрлĕ хулипе çыхăну тытать, хурçă магистральсене пăхса тăрассин пахалăхне ÿстерсе пырать. Отрасль малалла аталанать, куçакан состав çĕнелет, вокзалсен хăтлăхĕ ÿсет, хăвăрт çÿремелли магистральсем тăвас енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп. Ырă пуçарусенче çитĕнÿсем, малашлăха шанма, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатăп, – тенĕ Р.Мясников.
Родион Алексеевич чукун çул производствинче малта пыракансене Хисеп хучĕсем панă. Чăваш Республикин правительствин саламне С.Енилина министр пĕлтернĕ.
Тата тепĕр уява, хулан çуралнă кунне, паллă тунă канашсем. Вăл хулари ача сачĕсене çÿрекенсен велочупавĕпе пуçланнă. Унта 70 яхăн ача хутшăннă, чи кĕçĕнни - тăваттăри Даша Серова. Старт – "Раççей ял хуçалăх банкĕ" пĕрлĕхĕн Канашри уйрăмĕн çурчĕн умĕ, финиш – Тĕп лапам. Ăмăртăва Калининград хулинчен килнĕ пĕчĕк хăнасем те хутшăннă. Пĕчĕк велосипедистсене пылак парнесем панă, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе хавхалантарнă.
Хула администрацийĕн çурчĕ умĕнче ал ăстисен хули ÿссе ларнă. Курава хăйсен ĕçĕсене "Север", "Сплитстоун" пĕрлĕхсем, Кайсаровăн çĕвĕ фабрики тата ытти предприятисем, уйрăм çынсем тăратнă. Кашниех хăй килĕштернĕ илемлĕ япалана туянма пултарнă. Мĕн кăна пулман кунта: картинăсем, йывăçран касса кăларнă, тăмран йăваласа тунă кĕлеткесем, тĕрлĕ тетте тата ытти те. Ленин проспекчĕпе хула пасарĕ таран суту-илÿ палатисем лартса тухнă. Ялавсем вĕлкĕшнĕ, тÿпенелле тĕрлĕ тĕслĕ шарсем кармашнă. Парк çывăхĕнчи Комсомол урамĕнче тутлă шывсем, пылак çимĕçсем, чустаран пĕçернĕ тутлă продуктсем сутакан палатăсем иртен-çÿренсене хăйсем патне пыма йыхравланă.
Паллах, чи илемли, чи илĕртÿлли хулан тĕп лапамĕ пулнă. Сцена çине уявăн хаклă хăнисем улăхнă.
– Канашăн хаклă çыннисем, кунта пулма эпĕ пит хавас. Çак илемлĕ хула – чăн-чăн чăваш хули, çыннисем ырă та ĕçчен. Сире телей те ырлăх сунатăп, – тенĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин ют çĕршывсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ К.Косачев хăйĕн саламлă сăмахĕнче.
Çавăн пекех уява килнисем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕн Г.Васильевăн, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн С.Енилинан, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн Ю.Кекишăн, Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕн пуçлăхĕн С.Антоновăн, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕн, Чăваш Ен Президенчĕн советникĕн Ю.Поповăн, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçин, Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Александровăн, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçин А.Кибечăн, "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорĕн А.Тенăн, "Чăвашавтотранс" патшалăх унитарлă предприятин гендиректорĕн А.Федоровăн, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсен Р.Мясниковпа В.Софроновăн, чукун çул предприятийĕсемпе организацийĕсене ертсе пыракансен саламĕсене йышăннă. Чăваш Республикин правительствин членĕсем ĕçре палăрнисене, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланисене наградăсем панă.
Уява йĕркелекенсем пысăк концерт программи хатĕрленĕ. Шупашкарти "Çумăр" мим-театр ачасене "Лайăх кăмăл хули" шÿтлĕ программа кăтартнă. Клоунсемпе клоунессăсем вĕтĕр-шакăрпа çитĕннисен кăмăлĕсене çĕкленĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, хулари пултарулăх коллективĕсем, вырăнти юрăçсем, чăвашсен паллă юрăçи А.Уляндина тата унăн "Чăваш Ен" ушкăнĕ хулан çуралнă кунне хăйне евĕр илемлетнĕ. "Билайн" тата "Мегафон" сотовăй компанисем Канаш çыннисене пысăк парне кÿнĕ. Вĕсен представителĕсем хаваслă конкурссем ирттернĕ. Вăйăсене ватти-вĕтти активлă хутшăннă. Шупашкартан килнĕ акробатсен номерĕсене пурте интересленсе пăхнă. Илемлĕх фестивальне ирттерме тĕп хулари "Авангард" шоу-балет пулăшнă. "Фишка" реклама студийĕ маршрутлă таксипе çÿрекенсем хушшинче йĕркеленĕ вылява пассажирсем пысăк ухутапа хутшăннă. Хулан хисеплĕ гражданинĕсем çинчен хатĕрленĕ стендсемпе паллашакансем нумаййăн пулнă.
Парк çывăхĕнче "Евролунапарк" ĕçленĕ. Ачасем юмахри евĕр карусельсемпе ярăнса кăмăлĕсене тултарнă. Ытти аттракционсем те "ĕçсĕр" ларман. Культурăпа кану паркĕн стадионĕнче пляж волейболĕн, мини-футболăн, кире пуканĕ йăтассин, ирĕклĕ майпа кĕрешессин, армрестлингăн финалти вăййисем иртнĕ.
Культура керменĕн çуллахи паркĕнче те хаваслă шав тăнă. Илĕртÿллĕ вăйăсен, ташăсен программисем нумай çынна пуçтарнă. Канашсен юратнă юрăçин А.Мартьяновăн "Ырă каç, Канаш" каçне канма килнисем хапăлласа йышăннă. Кашни юрăшăн хыттăн алă çупса тав тунă.
Уяв каçхи хула çийĕн илемлĕ сирпĕнсе çунакан çуртасен тĕрлĕ тĕслĕ çутисемпе вĕçленнĕ.
В.АЧЧА.