АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унран хакли, çывăххи нимĕн те çук

05 августа 2011 г.

Катаранах тăван яла курсассăн

Вĕçес килет мăшăр çунат хушса.

Юман хапха патне пырса тăрсассăн

Чĕре тапать васкавлăн, савăнса.

Кунта йăлтах: телей те хурлăх,

Кунта – ĕç хирĕ, сăвăсем.

Кунта çуралнă вĕт мĕн пурĕ,

Кунта эп хам пĕлмен илем.

Тăван кĕтесĕм, ачалăх сăпки – çуралнă енĕм. Çак илемлĕ сăмахсене каланăçемĕн калассăм килет. Инçе-инçе çĕрсене, çĕршывсене кайсан та йăмраллă, çырма-çатраллă чăваш ялĕ, яланах аса килет, чунăм савнă ялăмах туртăнать. Кирек ăçта кайсан та çуралнă енрен çывăххи, хакли нимĕн те çук. Асамлă вăйпа туртать вăл хăйĕн ытамне.

Матьшÿ ял библиотекинче вулакансем хушшинче "Ман юратнă тăван ялăм" тавра пĕлÿ урокĕ иртрĕ. Эпĕ ял историйĕпе паллаштартăм. Çав тери çÿллĕ те илемлĕ вырăнта тĕпленнĕ Матьшÿ ялĕ. Унăн пĕр енче хура вăрман кашласа ларать, тепĕр енче – утар вăрманĕ. Матьшÿ ялĕ 1719 çултанпа паллă. Çĕрпÿ районĕнчи Кунаш ялĕнчен 5 çемье куланай тÿлес мар тесе вăрман варрине килсе тĕпленнĕ. Анчах каярахпа çав çемьесене пурпĕр шыраса тупнă. Икĕ çемйи пусмăра чăтаймасăр каллех тухса тарнă. Вĕсем хальхи Патăрьел районне кĕрекен Çăл Атăк ялне пуçласа янă. Матьшÿ ялĕ те Атыково пулса тăнă.

Матьшÿ ялĕ çуркунне йывăçсем симĕс тум тăхăнсан, çĕмĕртсем, сиреньсем, пилешпе палан çеçкене ларсан уйрăмах илемлĕ. Ял хушшинче пĕве нумай. Вĕсене пĕлтĕр юшкăнран тасатрĕç. Пĕвесене пурне те хăй вăхăтĕнче уйрăм çын укçа вырăнне çăкăр парса чавтарнă. Семен Емельянович пĕви, Вăрăм Йăван пĕви, Кондрат Емельянович пĕви, Константин Андреевич пĕви. Пĕр килтен иккĕн вăй хурса кунне пĕр çаврака çăкăр ĕçлесе илме пултарнă тăк вĕсене ăмсаннă. Ял варринчи тепĕр пысăк пĕвене, патша вăхăтĕнчех чавтарнăскере, Казеннăй пĕве теççĕ. Хальхи вăхăтра пĕвесене ял администрацийĕ тата ял халăхĕ хăй пăхса тăраççĕ. Ялта çичĕ çил арманĕ тытнă. Уйрăм çынсемех çăм таптармалли машина, кĕрпе авăртмалли 4 арман, кантăр çăвĕ тăвакан 3 арман тытма пултарнă. Таврари ялсенчен çăнăх, кĕрпе авăртма, çăм таптарма, кантăр çăвĕ юхтарма Матьшĕве çÿренĕ. Ялта артель пулнă, пуçлăхĕ Николай Федорович Калинин чăпта çаптарнă, вĕрен явтарнă, урапа сĕрмелли тикĕт тутарнă. Ĕçшĕн темиçе пус тÿлесен савăннă вара.

Ял тавралла çырма та нумай. Матьшÿрен тухсассăнах Киван çырми сарăлса выртать, унта ĕлĕкхи вăхăтра питĕ нумай хурама кашласа ларнă теççĕ, пĕр хурама йывăçĕ халĕ те пур-ха. Малтипиттикасси ялĕ çумĕнчи чикĕри çырмана Хурлăхан вар çырми теççĕ, кунта çырма тавра хурлăхан çитĕннĕ пулнă. Владимирова Марийăсем анса каякан çырмана Кĕçĕн Киремет çырми теççĕ. Çырма тĕмескинче пушар кĕперĕ, ун айккинче питĕ пысăк йĕтем пулнă, 60-мĕш çулсенче аçа çапса кĕпере çунтарса янă.

Сад çумĕпе тепĕр çырма – Самиле çырми, юманлăх ай çырми. Хăй вăхăтĕнче унта питĕ нумай юман çитĕннĕ, халĕ вара яштак тирексем тÿпене тинкереççĕ. Унтан инçех мар Матьшÿ пуç çырми, Уй пуç çырми, Вăрманкас çырми – вĕсене виççĕшне 3 йÿп çырми тенĕ. Утар çырми, ял хыçĕнчи 3 йÿп çырми, Тĕп çурт çырми пĕрле пĕрлешсе Вăрман йÿç çырмипе пĕрлешеççĕ. Аслă Киремет çырми вырăнĕнче халĕ пысăк плотина. Питĕ пысăк çарана халăхра Шур çерем теççĕ, ĕлĕкрех унта Шăхасан район акатуйĕсем иртнĕ. Ял хыçĕнчех пысăк сад пулнă. Ăна Филипп Григорьевич Григорьев ларттарнă.

1930 çулсенче колхозсем йĕркеленме пуçланă. Матьшÿ ялĕ хăй уйрăм колхоз – "Молодой колхозник " пулса тăнă, председателĕ – Сергей Иванович Иванов. 1952-1954 çулсенче виçĕ ял (Шĕкĕр, Анаткас, Малтикас) пĕр колхоза пĕрлешсе Мичурин ячĕллĕ колхоз йĕркеленĕ, 1956 çулта çак колхоза Матьшÿ ялĕ те кĕнĕ. Каярахпа, 1969 çулта, Шĕкĕр ялне Çеçпĕл теме пуçланă (ку ĕнтĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 70 çул çитнипе çыхăннă). Çак 4 ял пĕрле Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен колхоза кĕнĕ, Матьшÿ ялĕнче кăна 6 бригада пулнă.

"Ĕçчен çыннăн кĕреки пуян", – тенĕ ваттисем. Аслисен ырă йăлисене аталантарса этемлĕх телейĕшĕн тата ăраскалĕшĕн пĕтĕм вăя шеллемесĕр ĕçленĕ ватти те, вĕтти те. Хĕрарăмсем ака та, суха та тунă. Васильева Анастасия Семеновна, Григорьева Федосия Семеновна хăйсен сывлăхне шеллемесĕр кунĕн-çĕрĕн, канмалли кунсемсĕр вăй хунă. Тава тивĕçлĕ колхозник ятне арçынсенчен чи малтан Николаев Петр Николаевич, хĕрарăмсенчен Петрова Анна Федоровна тивĕçнĕ.

Матьшÿ ялĕнче пĕрремĕш вĕрентекен Муркаш районĕнчи Шурча ялĕнчен килнĕ Григорьева Перасковья Александровна, Ленин орденне икĕ хутчен илме тивĕçлĕ пулнă хĕрарăм ĕçленĕ. Çавна пулах ку ялтан учительсем нумаййăн пулнă. Камсем-ха вĕсем: Семенов Александр Семенович, Дмитриев Василий Дмитриевич, Ефимов Михаил Ефимович, Смелова Раиса Ипатьевна, Абрамова Вера Лукинична, Николаева Любовь Ефимовна, Семенова Антонина Даниловна, Дмитриев Альфред Дмитриевич, Николаева Варвара Трофимовна, Филиппова Зоя Филипповна. Вĕсем хăйсен ĕçне чунпа парăнса ĕçленĕ, çамрăк ăрăва, хăйсен ачисене çирĕп ăс-тăн парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма тăрăшнă. Хăйсем те ял хушшинче ырă ятлă пулнă.

Мухтава тивĕçлĕ çын ялта нумай. Çĕр хăйне хисеплесен кăна пуянлăхĕпе савăнтарнине тĕпе хурса ĕçленĕ 1925 çулта çуралнă Васильев Семен Васильевич. Вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăка 1943 çулта вăрçа илсе кайнă, Инçет Хĕвел тухăç чиккисене сыхланă. Çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн С.В.Васильева Çĕнтерÿ орденĕпе тата нумай медальпе наградăланă. 1951-1955 çулсенче колхоз председателĕнче, 1955 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Матьшÿ ялĕнче бригадирта вăй хунă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн вăл "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Çĕр çинче чăн-чăнах тирпейлĕ хуçа, пуçаруллă, халăхшăн тăрăшакан ертÿçĕ пулнă, паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен сулăмлăрах утăмсем тума тăрăшнă. Мăшăрĕпе Антонина Даниловнăпа 4 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те тĕрĕс воспитани, аслă пĕлÿ парса тĕрĕс çул çине кăларнă. Шел пулин те, 2004 çулта Семен Васильевич пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Паллă та сумлă тепĕр çын – Гаврил Кузьмич Незабудкин. Вăл Çеçпĕл Мишшипе пĕрле пĕлÿ илнĕ, Шăхасан шкулне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен Йошкар-Олари вăрманпа ĕçлекен специалистсене хатĕрлекен институтра вĕреннĕ. Алла диплом илсен çав институтрах студентсене вĕрентнĕ, тĕрлĕрен наука ĕçĕ çырнă, профессор ятне илме тивĕçлĕ пулнă.

Сăмах май, "Капкăн" журнал редакторĕ пулса ĕçленĕ Василий Яковлевич Веселов та Матьшÿ каччи пулнă. Тепĕр паллă çын – Николай Федорович Казаков. 1920 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Матьшÿ ялĕнче кун çути курнă. Ялти шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен Ростоври çар училищине вĕренме кĕнĕ. Каярахпа Ленинградри çар академийĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Аслă Çĕнтерĕве Германире кĕтсе илнĕ, çав çĕршыврах ĕçлеме юлнă. Полковник. 1961 çулта вăрçă суранĕсене пула çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Игнатий Николаевич Николаев, 1904 çулта Матьшÿ ялĕнче çуралнăскер, Чăваш АССРĕн Верховнăй сучĕн председателĕнче ĕçленĕ.

Анна Матвеевна Матвеева – ялти чи хисеплĕ ватă. Кăçал кăрлачăн 20-мĕшĕнче 98 çул тултарчĕ. 1933 çулта Григорий Семенович Семеновпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăр пĕрле нумаях пурăнайман. Çулталăк çурăран упăшкине çара илсе кайнă, çамрăк хĕрарăм 6 кунти ачипе тата 80 çулти хуняшшĕ-хунямăшпе тăрса юлнă. Мĕн пур йывăрлăха тÿссе ирттернĕ, çынпа пĕрле ĕçлесе хуйха пусарнă. Анна Матвеевна нумай çул бригада совечĕн членĕ, правлени членĕ пулнă. Йывăрлăхра пуç усман, ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă. Паян та вашават Анна Матвеевна, кил-тĕрĕшре тăрмашать, тахçанхине лайăх астăвать, иртнĕ пурнăç çинчен пĕр такăнмасăр каласа пама пултарать. Çак историе ытларах вăл каласа пани тăрăх çырнă.

Мария Владимировна Лаврентьева 1921 çулта çуралнă, 9 ача амăшĕ. Пурнăçа питĕ хаклать. "Кашни кунпа, кашни минутпа савăнса пурăнма пĕлмелле, яланах ыранхи куншăн çунатăп, çавăнпа кун-çулăм та вăрăм пулĕ. Эпир тÿснине никамăн та тÿсмелле ан пултăр. Вăрçăн асаплă çулĕсенче пурнăçри чăрмавсене сирме вăй çитертĕмĕр, халĕ кашни кун хĕвел çутине курнăшăн савăнса пурăнатăп", – тет Марье аппа. Вăрçă вăхăтĕнче Хусанта çар заводĕнче вăй хунă. Вăрçă участникĕпе Петр Лаврентьевич Лаврентьевпа пĕрлешсе 9 ача çуратса ÿстернĕ. Ачисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Мария Владимировна ялта кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Матьшÿ ялĕнчен 172 çын тухса кайнă, вĕсенчен 119-шĕ çапăçу хирĕнчен тăван тăрăха каялла таврăнайман. Çĕнтерÿпе таврăннисенчен паян Петр Захарович Захаров çеç пурăнать. Вăл 1923 çулта çуралнă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан çара кайиччен тăван колхозра вăй хунă, 1942 çулхи майăн 26-мĕшĕнче Петр Захаровича вăрçа илсе кайнă. Çапăçура паттăрлăх кăтарнăшăн Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе наградăланă. 1947 çулта тăван яла таврăннă, Канаш чукун çул станцийĕн çар хуралне ĕçе вырнаçнă. Унта вăл 22 çул ĕçленĕ. 1949 çулта Наçтаç аппапа пĕрлешнĕ, иккĕшĕ пĕрле 62 çул шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ. 7 ача çитĕнтернĕ, ачисем час-час килсе çÿреççĕ, ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ.

Валерий Васильевич Митрофанов врач пирки çырасах пулать. Вăл Канаш хула больницинче реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ пулса ĕçлет. Сывлăх сыхлавĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" ята илме тивĕç пулнă. Валерий Васильевича çавăн пекех "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Ĕçне кура хисепĕ. Николай Васильевич Васильев кăçал ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра трактористра вăй хунă. Кирек епле ĕçе те вăхăтра, тĕплĕ, пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн Мухтав орденне тата тĕрлĕ наградăпа Хисеп хутне тивĕçлĕ пулнă.

Лидия Леонидовна Николаеван ĕç биографийĕ ферма ĕçĕпе таччăн çыхăннă. Малтан пăрусем, кайран сурăхсем пăхнă çĕрте вăй хунă. Шанса панă ĕçе яланах тирпейлĕ тата вăхăтра пурнăçланăшăн "Районти чи лайăх сурăх пăхакан" ята илме тивĕç пулнă.

Самана чылай улшăнчĕ, çавна май тĕрлĕ тытăм йĕркисем ылмашăнчĕç. Ялти çынсен пурнăçĕ вырăнти ертÿçĕ мĕнле пулнинчен те нумай килет. Унăн вара çирĕп те ăслă пулмалла. Шăп çак енсемпе палăрса тăрать те ĕнтĕ "Сеспельское" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Юрий Николаевич Константинов. Вăл ертсе пыракан коллектив пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе чылай вăй хурать. Константиновсем тăрăшнипе таврари уйсем çум курăкран тасалчĕç, вĕсенче çулленех ылтăн тырă пуссисем хумханаççĕ.

Пуçаруллă ертÿçĕсем, кладовщик, бригадир, учетчик, ял Совет специалисчĕсем пулса ĕçленĕ Алевтина Петровна Семеновăна, Нина Михайловна Петровăна, Любовь Филипповна Николаевăна, Ирина Михайловна Яковлевăна та асăнса хăварас килет. Ĕçри хастарлăхшăн панă тем тĕрлĕ награда та пур вĕсен.

Çамрăксемшĕн, пурнăçра пĕрле утма пуçланă мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх кăтартакан, çур ĕмĕр ытла пĕр-пĕринпе ăнланса, килĕштерсе пурăнакан çемьесем те пур: Анастасия Константиновнăпа Петр Захарович Захаровсем, Ольга Ивановнăпа Иван Митрофанович Митрофановсем, Анисия Андреевнăпа Виталий Владимирович Владимировсем, Елизавета Ивановнăпа Николай Васильевич Васильевсем.

Кашни ялăн хăйĕн çыннисем, кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Тăван ял çулсерен ÿссе, илемленсе пыни кăмăла уçать. Юлашки çулсенче Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Л.Иванова тăрăшнипе пилотлă программăпа клуб, фельдшер пункчĕн, библиотека çурчĕсене тĕпрен юсарĕç, магазин патне çити ял варрипе асфальт çул сарчĕç. Тăван яла, тăван аннене юратнăран пирĕн вăй-хал çăл куç пек тапса тăрать. Çавăнпа кирек ăçта кайсассăн та çуралнă, çунат панă кĕтесе манар мар. Унăн малашлăхĕ тата та çутăрах, телейлĕрех пултăр.

Ф.ИВАНОВА, Матьшÿ ял библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика