05 августа 2011 г.
Район администрацийĕн çурла уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ анлă ларупа пуçланчĕ. Унта тĕрлĕ службăн, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем хутшăнчĕç. Лару кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвне сÿтсе явнипе мар, савăнăçлă лару-тăрупа пуçланчĕ: район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата "Федерацин Чăваш Республикин 9-мĕш пушар службин отрячĕ" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Мулендеев Чернобыльти АЭСра пулнă инкеке пĕтернĕ çĕре хутшăннисене медальсемпе наградăларĕç тата вĕсене çак ятпа ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Уçырма вăтам шкулĕн директорне П.Николаева нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Хисеп хучĕ парса чысларĕç.
Выльăх апачĕ хатĕрлесси тата вырма ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров каласа пачĕ. Кăçал районăн 22785 гектар çинчи ял хуçалăх культурисене пухса кĕртмелле. 14391 гектарĕ – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Çĕр улми 636, пахча çимĕç 37 гектар йышăнаççĕ. Хире тухакан комбайнсен йышĕ кунсерен ÿссе пырать. Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев калашле, тăрăшса вăй хумалла, выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле, тыр-пула çухатусăр пухса кĕртмелле. Вырмана чи малтан Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕсем, "Канаш", "Агат", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем пуçăнчĕç. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, бункер виçипе районăн вăтам кăтартăвĕ – гектар пуçне 24 центнер. Çак кăтарту "Цивиль" пĕрлĕхре – 30, "Хучелте"– 33, Киров ячĕллĕ ЯХПКра – 28. Кăçал кĕрхи тĕш тырă 7180 гектар çинче акса хăвармалла. Уйăх пуçламăшĕ тĕлне кĕр аки тума çĕр 2550 гектар хатĕрленĕ. Валерий Геннадьевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ĕççи вăхăтĕнчи ĕçсене мĕнле йĕркелени тата дисциплина мĕнле лару-тăрура пулни çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма ыйтрĕ.
Районăн инфекционист врачĕ А.Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, ВИЧ-инфекци енĕпе районта инфекцин йывăр лару-тăрăвĕ сиксе тухнă. Ултă уйăхра 5 тĕслĕх тупса палăртнă. Çак чиртен асăрхаттарас тесе халăхра 64 лекци, 55 калаçу ирттернĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеме комисси йĕркеленĕ. Утă уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче вăл ĕçе пуçăннă. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев шкулсенчен пурте тенĕ пекех ачасене пĕлÿ çуртне авăн уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче йышăнма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ. Энтрияль вăтам шкулĕнче юсав ĕçĕсене çак уйăхăн 15-мĕш кунĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.
Сыснасене африка чуминчен мĕнле хÿтĕлемелли çинчен районăн тĕп ветврачĕ А.Степанов каласа пачĕ. Вĕсене ял хуçалăх организацийĕсенче тата харпăр хăй хуçалăхсенче тытмалли йĕркесем çинче чарăнса тăчĕ вăл. Африка чуми чирĕнчен хÿтĕлес тĕллевпе районта 10 çынран тăракан штаб йĕркеленĕ. Уртаракан чиртен сыхланасси çинчен те сăмах пычĕ.
Ларăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ял хуçалăх организацийĕсен планеркисене хутшăнма, вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленсех тăма сĕнчĕ.
В.АЧЧА.