05 августа 2011 г.
Чăваш Республики регионсен вĕренÿ аталанăвĕн программисен конкурсĕнче "Раççей Федерацийĕн территорийĕнче ачасене ăнăçлă социализацилемелли хальхи модельсене сарасси" енĕпе çĕнтернĕ.
Виçĕ проекчĕ те ("Сусăр ачасен социализацийĕ", "Тăлăх ачасен" социализацийĕ", "Психологипе педагогика тата медицинăпа социаллă центрсене аталантарасси") федераци бюджечĕн пулăшăвне – пĕтĕмпе 29,595 миллион тенке – тивĕçнĕ.
"Тăлăх ачасен интернат хыççăнхи хăнăхăвĕ" проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 17,11 миллион тенкĕ уйăрнă. Унăн тĕллевĕ – пирĕн хутлăхра ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене, çав шутра интернат хыççăнхи хăнăху тапхăрĕнче ăнăçлă социализаци илме май паракан йĕркелÿпе право моделĕсене ĕçе кĕртесси тата сарасси.
Унпа килĕшÿллĕн интернат пĕтернисен професси умĕнхи вĕренĕвне йĕркелеме тата професси учрежденине кĕмешкĕн хатĕрленме хальхи техника хатĕрĕсемлĕ инноваци тÿремĕсем туса хурасси, интернатсен пурлăхпа техника никĕсне, кадр, информаци, финанс ресурсĕсене оптимизацилесси, воспитанниксене çак тапхăрта психологипе педагогика тата медицинăпа социаллă пулăшу парасси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Никĕс тÿремĕсене Пăрачкаври, Çĕмĕрлери тата Канашри ача çурчĕсенче, Улатăрти, Йĕпреçри, Кÿкеçри интернатсенче йĕркелеме палăртнă. Стажер площадкисенчен вĕренсе тухнисен професси умĕнхи хатĕрленĕвĕ Сĕн-тĕрвăрри (11, 28), Шупашкар (23) хулисенчи, Вăрнар (29) поселокĕнчи училищĕсен, Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинче уçнă центрсенче иртмелле.
Сăмах май, интернатран вĕренсе тухнă çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшас енĕпе республикăра опыт пухнă ĕнтĕ: 2009 çултанпа Шупашкарти ача çурчĕн никĕсĕ çинче "Хĕвел" ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе "Интернат хыççăнхи хăнăху" сăнав тÿремĕ ĕçлет. Çамрăксен хăйсем тĕллĕн пурăнмалли моделĕ нумай енлĕ: унта хуçалăха тытса пырасси, укçана перекетлĕ тăкакласси, вĕренÿ, ĕçлев, хваттер ыйтăвĕсене татса парасси, тăван çемьепе çыхăну йĕркелесси тата ытти те кĕреççĕ. Йывăр шăпаллă çамрăксем (23 çула çитменнисем) унта 3 уйăхран пуçласа 1 çул пурăнма пултараççĕ. Юлашки 2 çулта служба пулăшăвĕпе 120 ытла çын усă курнă та ĕнтĕ.
В.СМИРНОВА.