АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттурлăхĕпе илĕртет

03 августа 2011 г.

"Анне. Çак ачаш та çепĕç сăмах çĕр çинче чи хакли. Аннене эпĕ хĕвелпе танлаштаратăп. Чăнах та хĕвел пуль пирĕн анне. Унăн ăшши, кулли иксĕлми. Хĕвелсĕр çĕр çинче пурнăç та пулмĕччĕ, аннесĕр этемлĕх те пĕтсе ларĕччĕ. Аталану анне хăватĕнче, унăн чăтăмлăхĕнче, çирĕплĕхĕнче, ĕçченлĕхĕнче. Хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн аннесем тем те тÿсме хатĕр", – тет М.Матвеев хăйĕн амăшĕ Вена Егоровна Матвеева пирки. Çак кунсенче Вена Егоровна 73 çул тултарчĕ.

В.Матвеева (хĕр чухнехи хушамачĕ Егорова) 1938 çулта Малти Тукай ялĕнче çуралнă. Веньккан ашшĕпе амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Хĕрача шкулта та тăрăшса вĕреннĕ. Уйрăмах арифметика предметне юратса шĕкĕлченĕ. Ашшĕнчен çичĕ çултах тăлăха юлнă Веньккан пурнăçĕ çăмăл килмен. Çичĕ класс пĕтерсен аслисемпе тан тăван колхозăн уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Каярахпа сысна ферминче вăй хунă.

"Иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ. Каçалăксем çинче аслисемпе тан, вĕсенчен те вăр-вартарах тăрăшнă. Çулла çитсен хăçан та пулин çывăрса тăранасчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Хĕл кунĕсем çитсен вара ун çинчен манса кайсах улах каçĕсенче юрласа савăннă, – аса илчĕ хăйĕн çамрăклăхне Вена Егоровна. – Пĕррехинче улахра Çĕнĕ Чалкасси каччи хам çине куç илми пăхнине асăрхарăм. Ун хыççăн мана киле ăсатрĕ. Çавăн чухне паллашрăм та ĕнтĕ пулас упăшкапа, Михаил Матвеевичпа".

1958 çулта Вена Егоровнăпа Михаил Матвеевич – пĕр-пĕрне савакан чĕресем – Карели çĕрĕ çине ĕçлеме тухса кайнă. Унтах çемье чăмăртанă. Пĕрремĕш ачи Таня Петрозаводск хули çывăхĕнче çут тĕнчене килнĕ.

Матвеевсем аякри çĕрте тăватă çул ĕçленĕ хыççăн тăван ене таврăннă. Çĕнĕ урамра çĕр вырăнĕ илсе çурт лартма пуçланă. Туслă çемьене тата 5 "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ. Çемье çĕнĕ çурта пурăнма куçнă. Шел те, йывăр чире пула Вена Егоровнăн мăшăрĕ Михаил Матвеевич сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Çăмăл пулман пĕччен хĕрарăма 6 ачана ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларма.

"Йывăр килчĕ мана. Мăшăрăм вилсен пурнăç пĕтнĕ пекех туйăнатчĕ. Юнашар ачасем пурри малалла пурăнма пысăк вăй-хăват пачĕ. Вĕсене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтартăм. Ывăлăм Миша шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ман вырăна фермăна ĕçлеме çÿретчĕ. Ачасем пĕчĕкренех ĕç пурнăç тыткăчи пулнине тĕпе хурса ÿсрĕç", – куççуль витĕр аса илчĕ иртнĕ пурнăçне ветеран. В.Матвеева 1961 çултан пуçласа 1988 çулччен колхозра вăй хунă, тивĕçлĕ канăва тухсан та пахча çимĕç ÿстерекенсен бригадинче ĕçленĕ.

Ĕçри хастарлăхшăн В.Матвеева "Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи", "Ĕç ударникĕ", "Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен ăста" ятсене пĕр хут кăна мар тивĕçнĕ. Çемье архивĕнче упранакан вун-вун Хисеп грамоти те унăн ĕçченлĕхне çирĕплетет. Ултă ачаллă хĕрарăма Ача амăшĕн пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ медалĕсемпе наградăланă.

Паян Вена Егоровна пысăк та хăтлă çуртра ывăлĕпе Алексейпе пурăнать. Вашават кинемей алă усса лармасть: кил картишĕнче ĕне выльăх, чăх-чĕп тытать. Ялан пурнăçпа тан утма тăрăшать. Пÿлĕмсенче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Кил хуçи чечек нумай ÿстерет. Ун пирки кÿршĕ-аршă хушшинче те, ял-йышра та ырă ят çÿрет.

Кĕçĕн ывăлĕ Миша ăнăçлă ĕçлекен предприниматель. Вăл амăшĕ патне тăтăшах килсе çÿрет, май килнĕ таран хуçалăхра пулăшать.

"Пысăк хуйхă тÿссе ирттернĕ хĕрарăмăн чун хавалĕ мĕнре-ши;" – тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: "Кашни хĕрарăмшăн чи хакли те кирли – ачасем пурри. Хăйсем атте-анне ятне илтнĕ пулин те маншăн халĕ те пĕчĕк ачасем пекех вĕсем. Манăн телейĕм ачасенче, мăнуксенче. Вĕсем – чи хаклă çыннăмсем.

Çамрăксене вĕрентсе çакна калас килет. Хамăрпа юнашар пурăнакан çынсене вĕçĕмсĕр "çисе" калаçни этемре юрату туйăмĕ иксĕлсен, ун вырăнне вĕчĕхÿ, кĕвĕçÿ, тарăху, курайманлăх туйăмĕсем тымар ярсан аталанма пуçлать. Тăвана, юнашар пурăнакана юратман çын куçа курăнман Турра епле юратайтăр; Кÿрше-арша, тăван-пĕтене е пĕр-пĕр пĕлĕше тиркесси пирĕн чĕлхе вĕçне килчĕ пулсан пĕлсех тăрăр – çакă вăл Турра питленипе танах".

Ырă та тÿрĕ кăмăлĕпе, çирĕп чунĕпе, хастарлăхĕпе тата вашаватлăхĕпе, маттурлăхĕпе хăй патне илĕртекен Вена Егоровнăн кил-йыш вучахĕн ăшшине тытса пыма малашне те вăй-хал пултăр.

М.МАРИАМ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика