АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллисене – мухтав, кахаллисене – ятлав

03 августа 2011 г.

Эрне кун Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревне "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн ыраш анинчен пуçларĕ. Унпа пĕрле Раççей Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров, "Раççей ял хуçалăх банкĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕ И.Письменская, Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев килнĕ. Кунта вĕсене ял хуçалăх министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Николаев, район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Михайлов, "Канаш" пĕрлĕхĕн гендиректорĕ М.Гулиев кĕтсе илчĕç. Хирте комбайн "хăлаçланать", пресс-подборщик улăма пусса хытарса тĕрке тăвать. Хуçалăхăн усă куракан çĕрсем 2000 гектара яхăн. Машинăпа трактор паркне 80 процент чухлĕ çĕнетнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем 524 пуç. Вĕсенчен 160-ĕшне сă-ваççĕ. Çывăх вăхăтрах пăрулакан ĕне темиçе те. Пухса илнĕ тĕш тырăн пысăк пайĕ – выльăх апачлĕх. Малашнехи планра – акакан çĕрсен лаптăкĕсене ÿстересси, ăратлă çамрăк выльăх туянасси, сĕт-çу комплексĕ тăвасси, унта сĕте тирпейлемелли хатĕрсем вырнаçтарасси.

Хуçалăх ертÿçи М.Гулиев республика пуçлăхне пĕрлĕхĕн аталану çулĕпе паллаштарчĕ. "Кăçал патшалăх 3 миллион тенке яхăн парса пулăшрĕ. Çакă ĕне выльăх йышне сыхласа хăварма кăна мар, пысăклатма та май туса пачĕ", – терĕ Махмуд Мадат Оглы. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов акмалли анасен гектарĕсем сахалланманнине, иртнĕ çулхи шăрăх çанталăка пула тÿснĕ тăкаксене саплаштарма патшалăх 14 миллион тенкĕ панине пĕлтерчĕ.

– Комбайнерсене çапса илнĕ кашни тоннăн виçĕ процентне тата 3 пин тенкĕ укçа паратпăр. Тухăç аван – гектар пуçне 26 центнера çывхарать, – терĕ "Канаш" пĕрлĕх ертÿçи М.Гулиев.

Малтикас ялĕнче "Юратнăран" лавкка уçнăранпа иккĕмĕш çула кайрĕ ĕнтĕ. Унăн хуçи – И.Ильина. Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев унти таварсен ассортименчĕпе паллашрĕ, вĕсем мĕн хак тăнине ыйтса пĕлчĕ. Уйрăмах ăна пĕлтĕр хакланса кайнă апат-çимĕç продукчĕсем интереслентерчĕç. Çакна тума В.Константиновăпа С.Ворожейкина сутуçăсем пулăшрĕç.

И.Сергеева предприниматель ĕçне 2010 çулхи авăн уйăхĕнче кÿлĕннĕ. Пĕлтĕр Ирина Валерьевна Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн пулнă гаража туянса çĕнĕ производство йĕркелесе ячĕ. Унта çăл валли бетон кăшăлсем тата керамзит блокĕсем туса кăлараççĕ. 15-ĕн ĕçлеççĕ çак участокра. Цехăн талăкри хăвачĕ – 1100 керамблок. Пуçаруллă предприниматель республика пуçлăхне тата унпа пĕрле килнисене ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Мотоблоксем валли прицепсемпе кĕреплесем кăларас ĕçе пуçарса яма шутлани çинчен пĕлтерчĕ. Рабочисемпе те калаçрĕ Михаил Васильевич. Артемпа Алексей Васильевсем çулĕсемпе çамрăк-ха. Тăван ялтах тĕпленесшĕн вĕсем. Пысăк укçа шыраса инçете каяс шухăш çук вĕсен пуçĕнче. Президент маттур каччăсене палăртнă тĕллевĕсене пурнăçлама çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

А.Афанасьев предприниматель те республика пуçлăхĕн ырă сăмахĕсене тивĕç пулчĕ. Александр Александрович панкрута тухнă ял хуçалăх кооперативĕн мастерскойне туяннă. Сакăр çынна ĕçе илсе полиэтилен пăрăхсем, çÿп-çап пухмалли пакетсем, михĕсем туса кăларма тытăннă. Пăрăхсене Чăваш Енти "Телефонстрой", "Промсвязьмонтаж", "Ростелеком" организацисене, Мари тата Тутар Республикисене, Киров облаçне ăсатаççĕ. Изделисем хатĕрлемелли хатĕрсене хăйсен укçипе туяннă, 1 миллион тенкĕ кредит илнĕ. А.Афанасьев бизнесне анлăлатма шутлать. Усă курнă полиэтилен кĕленчесемпе пленкăсенчен юрăхлă япаласем хатĕрлес ĕçе хута ярас тĕллевпе оборудовани туяннă. Вăтапуç ялĕнче çăвакан линине майлаштарса ярас ĕçсем пуçланнă та ĕнтĕ. М.Игнатьев тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ предпринимателе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерстви патшалăх енчен пулăшас тĕллевпе ирттерекен конкурссене активлă хутшăнма сĕнчĕ.

Калаçу вăхăтĕнче М.Игнатьев Президент кÿр-шĕллĕ уйсене çум курăк хупласа илнине асăрхарĕ. Вĕсемшĕн яваплă çынсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кăмăла пăсакан ÿкерчĕксене çывăх вăхăтрах пĕтерме хушрĕ.

Çеçпĕлти культура çуртĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Республика пуçлăхĕ хуçалăхсенче вырма ĕçĕсене хăвăртлатсах пымаллине аса илтерчĕ. Тырă пуссине техника кăларма васкаман хуçалăхсене ертсе пыракансен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çакăн сăлтавне ура çине тăрса ăнлантарма тиврĕ. Районта ĕç укçи шайĕ пĕчĕккине палăртрĕ, вырăнти влаçсене çак ыйтăва татса пама хушса хăварчĕ. Çавăн пекех сывлăх сыхлавне модернизацилемеллине, медицина, вĕрентÿ, культура ĕçченĕсен шалăвне ÿстермеллине палăртрĕ. "Республикăн социаллă пурнăçпа çыхăннă пĕтĕм программине ĕçлеттерсе ямаллах", – терĕ вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов çур çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чухне пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх сферипе çыхăннă ыйтусем çине пысăк пусăм турĕ. Вăл каланă тăрăх, коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесе тăма ятарлă комисси туса хунă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çĕнĕ урамсене электрификацилес ыйту пăшăрхантарать. Президент çак ыйтăва хăй тĕрĕслесе тăни çинчен пĕлтерчĕ. Юлашки 3 çулта районта унччен усă курман 9370 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Паянхи куна тĕп задача пушă выртакан çĕрсене пĕтĕмпех "ĕçлеттерсе" ярасси пулса тăрать. Кăçалхи çуркунне 350 гектар çĕр хыт хурапа мар, тырă калчипе витĕнчĕ.

Канашлура Раççей Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров, "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорĕ А.Тен, "Раççей ял хуçалăх банкĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕ И.Письменская, ял хуçалăх министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Николаев, "Цивиль" тата "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен директорĕсем В.Ефимовпа Н.Ильин тухса калаçрĕç.

Канашлăва республика президенчĕ М.Игнатьев пĕтĕмлетрĕ. Вăл район динамикăллă аталанса пынине палăртрĕ, ял çыннисене йывăр хĕле ăнăçлă чăтса ирттернĕшĕн, выльăхсен шутне чакарманшăн тав турĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна производство сферине явăçтарма, хушма инвестицисене район экономикине кĕртме, çĕнĕ урамсене электроçутăпа тивĕçтерессине хăвăртлатма, ку чухнехи çĕнĕ технологисемпе производствăра эффективлă усă курма, инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе активлăрах ĕçлеме, куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсен шайне тĕрĕслесех тăма чĕнсе каларĕ.

Канашра М.Игнатьев хула больницинче пулчĕ. Хирурги тата травматологи уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен больницăн тĕп врачĕ Н.Васильев каласа пачĕ. Çак объект валли 224,95 миллион тенкĕ уйăрнă. Николай Алексеевич килес çул акушерпа гинекологи уйрăмне çĕнетме, çĕнĕ медицина хатĕрĕсем 59 миллион тенкĕлĕх туянма палăртнине пĕлтерчĕ.

Хула администрацийĕн Пысăк залĕнче Канаш кăçалхи çур çулта социаллă пурнăçпа экономика енчен мĕнле аталанса пынине тишкерчĕç. Зал хула администрацийĕн пуçлăхĕн Р.Мясниковăн докладне итлерĕ.

– Республикăри хуласемпе районсене ĕçлĕ çул çÿревпе тухса çÿресси Чăваш Енĕн 2020 çулчченхи аталану стратегине пурнăçлассипе çыхăннă. Малалла тухăçлă ĕçлеме муниципалитетсем республика тата федераци программисене пурнăçа епле кĕртсе пынине тата хăйсен йăнăшĕсене тÿрлетме мĕнле хатĕр пулнине хак пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсен кăмăлне, вĕсен шухăшне, хаклавне туясси те пит кирлĕ, – терĕ М.Игнатьев.

Президент пĕлтерĕшлĕ тепĕр темăна хускатрĕ: вăл – хаксене сăлтавсăр хăпартса яни.

– Республикăра ĕçлекенсен тупăшĕ тĕпрен илсен пысăках мар. Çавăнпа та çак проблемăна кашниннех пĕлмелле. Хальлĕхе çакăн пек пулăмсемпе Шупашкарти пасарсенче тĕл пулма тивет. Паянхи кун çĕр улми дефицитсен шутĕнче мар пулин те, хакĕсем вара пĕр килограмшăн 10 тенкĕрен пуçласа 25 тенкĕ таран вылянса тăраççĕ, – терĕ Михаил Васильевич.

Хăш-пĕр усламçăсем пĕр çĕрте 10 тенкĕпе пуçтарса урăх вырăнта 25 тенкĕпе ярăнтараççĕ. Кун пек ÿкерчĕксем кăмăллах мар. Апла ан пултăр тесен хаксене халăх патне çитерессине вăйлатмалла.

Канашлура Раççей Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров, "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорĕ А.Тен, экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕн çумĕ В.Аврелькин, тарифсен тата конкуренци политикин патшалăх службин ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан Р.Лебедева сăмах каларĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç.

Хулара ĕçсĕрлĕх шайĕ çав-çавах пысăк. "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн ĕç тăвакан директорĕ А.Тен каланă тăрăх, вăл ертсе пыракан завод 300 çынна ĕçе илме хатĕр. Канашри предприятисен 42,3 проценчĕ кăна тупăшлă ĕçлет. Республика пуçлăхĕ предприятисен финанспа хуçалăх ĕçĕсене пăхса тухма ыйтрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика