29 июля 2011 г.
Эрне вĕçĕ – вырсарни кун. Çĕнĕ Чалкасси ялĕ хăйĕн уявне ирттерчĕ. 215 çул тултарчĕ. Уяв вăл хăйне евĕрлĕ пĕтĕмлетÿ.
Ял çумĕнчи культура çуртне капăр тумлă хĕрсемпе каччăсем, типтерлĕ тăхăннă ватăсем, лĕпĕш евĕр вĕçекен ача-пăча, тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасем васкаççĕ. Питĕ илемлĕ кунта: чÿрече умĕнче тĕрлĕ-тĕрлĕ хитре чечек куçа илĕртет. Клубран инçех мар стенд вырнаçтарнă: ачасен ÿкерчĕкĕсен куравĕ. Ялăн пуласлăхне çутатакан-сăнлакан ĕçсем хавас кăмăл çуратаççĕ. Çамрăк художниксем хушшинче Вася Николаев, Женя Васильев, пĕр тăван Алешăпа Женя Орловсем, Настя Иванова, Рита Терентьева, Кристина Дмитриева, Алена Константинова, Валентин Максимов. Вĕсем пурте шкулта вĕренеççĕ. Ачасем тăван ен илемне курма пултарни шанчăка çирĕплетет.
"Ылтăн алăсем" ал ĕçĕсен выставкинче мĕн кăна çук-ши; Алăпа тĕрлесе тунă кавиртен пуçласа ача-пăча нускийĕ таранах. Çекĕлпе çыхнă кофта-топиксем, сумкасем, шăтăкла салфеткăсем, вырăн таврашĕсем, шăрăх вăхăтра тăхăнмалли шлепкесем тата темĕн те пĕр. 19-мĕш ĕмĕрте тунă венчет кĕпи те пур. Вăл Смирновсен ăруран ăрăва куçакан реликви пулса тăнă. Çак илемлĕ япаласене тăвакансемпе мĕнле паллаштармăн-ха; Елизавета Николаева, Риммăпа Лидия Михайловăсем, Людмила Ижеева, Ольга Терентьева, Алисăпа Люба Ефремовăсем, Людмила Орлова вĕренекенпе амăшĕ. Шыв айĕпе çÿрекен киммĕн макечĕ чи интересли пулчĕ. Ăна 10-мĕш класра вĕренекен Алексей Орлов ăсталанă.
Ялăн кун-çулне çутатакан сăн ÿкерчĕксен стенчĕ питĕ интереслĕ. Кузнецов Василий Ефимовичăн портречĕ хисеплĕ вырăн тупнă. Вăрçă хыççăн вăл ялти шкулта директор пулса ĕçленĕ. Ватăсем стенда пысăк хак пачĕç, унти сăн ÿкерчĕксене пăхса хăйсен ачалăхне, çамрăклăхне аса илчĕç, ырми-канми шыравра пулакан Римма Геннадьевна Михайловăна ăшă сăмахсем каларĕç.
Кашни ялтах ĕçчен те пултаруллă çынсем пур. Вĕсен ячĕпе те стенд хатĕрленĕ. Çĕнĕ Чалкассинче икĕ профессор кун курнă. Ял халăхĕ Иванов Владимир Николаевич çинчен пĕлетчĕ-ха, паян вара тепĕр ăсчахпа – педагогика наукисен докторĕпе Кузнецова Людмила Васильевнăпа паллашрĕ. Э.Г. Смирнов полковника, Наро-Фоминск хулинче хĕсметре тăраканскере, Раççей Правительстви тĕрлĕ медальпе чысланă. Романько Эльвира Николаевна Тутарстанра ĕç-лесе пурăнать. Аслă категориллĕ учитель. "Лучшие люди России" медале илме тивĕçнĕ. Хăйне евĕр палăк хатĕрлеме самаях тар тăкма тивнĕ-тĕр Ирина Терентьева библиотекарĕн.
Раççей Гимнĕ янăраса кайрĕ. Уява пуçтарăнисем лăпланса шăпăрт пулчĕç. Автоклуб сцени çине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Юрий Прокопьевпа Зинаида Прокопьева, клуб çумĕнчи пултарулăх коллективĕ тухрĕç, Чăваш Республикин Гимнне юрларĕç, унтан "Çуралнă ялăм Чалкасси" юрă юхрĕ. Кĕçех сцена çине районти культура çурчĕн ĕçченĕсем васкарĕç. Халăха саламласа юрă хыççăн юрă янраттарчĕç. Çурхи тавралăх пек симĕс тумлă Валя куракансене хăйĕн çепĕç сассипе тыткăнларĕ, юрă тĕнчине йыхăрчĕ. Йăлана пăсмасăр малалла "Алран кайми аки-сухи" шăранчĕ.
Сцена çине уява уçма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Кириллов Николай Иванович çĕкленчĕ. Ял аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ, ял пурнăçне активлă хутшăнакансене Тав хучĕпе чысларĕ. Çак хисепе В.Андреев, В.Антонов, М.Матвеев, Р.Михайлова, В.Никитин, М.Николаев, Л.Орлова, В.Семенов, П.Терентьев, О.Терентьева тивĕçрĕç.
Сцена çине кÿршĕри Катек ялĕнчен килнĕ артистсем васкарĕç. "Шевле" халăх фольклор ушкăнĕ уява пынисене хавхалантарса юрă хыççăн юрă янраттарчĕ. Чăн-чăн кÿршĕ-сем тăванран та хаклăрах пулнине çирĕплетрĕç.
Аслă класра вĕренекенсем ял историйĕпе паллаштарчĕç. 1796 çулта Вăрмар районĕнчен куçса килсе паянхи яла никĕсленĕ. Çав çулта сакăр килте 58 çын пурăннă. Вăрçă çулĕсенче ялтан 119 çын Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă, 64 салтак килĕсене таврăнайман. Вĕсене асăнса ял-йыш пĕр самант шăп тăчĕ. Вăрçă хыççăн ял çĕнелчĕ, сывлăш çавăрса ячĕ. 1989 çулта яла çити асфальт çул сарчĕç, 2004 çулта газ çитрĕ. 2006 çулта Тарăн çырмана пĕвелерĕç, тепĕр çулне телефон кĕртрĕç, кăçал ял çумĕнчи кÿлле тасатса тарăнлатрĕç. Яла шывпа тивĕçтерес тесе тăрăшаканĕ – "Дорисс" фирма пуçлăхĕ пулнă В.Андреев.
Паянхи кун ялта 83 хуçалăхра 217 çын пурăнать. Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ Чалкассинче çуралнăскерсем. Таçта аякра пулсассăн та тăван ял ятне ямаççĕ, çемье чысне упраççĕ. Паттăрлăх ăруран ăрăва куçса пырать. Афганистан, Чечня вăрçисенче ял каччисем салтак ятне çÿлте тытрĕç. Паян хĕсметре тăракан çар çыннисемпе тивĕçлипех мухтанатпăр. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем те сахал мар. 2011 çул – Космонавтика çулталăкĕ. Пирĕн ял икĕ летчик – Михайлов Николай Михайловичпа Юрий Николаевич Киселев – çитĕнтернĕ. Михайлов Анатолий Геннадьевич прапорщик Байконурта ĕçлет, Тимофеев Алексей конструктор Самарăра тĕпленнĕ.
Утă уйăхĕ юбилейсемпе пуян. Аркадьевсем, Алексеевсем пурнăç сукмакĕпе 50 çул пĕрле утаççĕ. Терентьева Ирина вĕсене ылтăн туйпа саламласа канлĕ ватлăх сунчĕ. Пĕрре, вуннă, çирĕм, вăтăр... çитмĕл, сакăр вуннă тултаракансене пурне те аса илчĕç. Сакăр теçетке урлă каçса ял умĕнче ят ÿкермен çынсемпе пуян тăван ялăм. Çитес кунсенче Григорьева (Смирнова) П. 90 çул тултарать. Ун хыççăн Николаева А., Николаева Е., Алексеева О., Алексеев В. пурнăç çулне тăсаççĕ. Тавах сире, аслă ăру çыннисем, паянхи мирлĕ те телейлĕ, ырă та тăнăç кун-çулшăн.
Ял пурнăçне тишкерсе пĕтĕмлетÿ тума сцена çине хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Орлова Л. хăпарчĕ. Ял аталанăвне тĕрлĕ енчен хакларĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра Чалкассинче пĕр ача (!) кăна çуралнă.
Уява хатĕрлекенсем йăла тăрăх кăпăклă сăрапа сăйларĕç. Дмитриева Тая клуб администраторĕ тутлă сăра вĕретнĕ. Терентьева Нина, Ильина Надежда, Григорьева Людмила уяв халăхне тутлă шÿрпепе хăналарĕç. Ветерансен канашĕн председательне, Çĕнĕ Чалкассинче çуралса ÿснĕскере, халăх манса каймарĕ, юбилейпа саламларĕ.
Тăван ял çулсерен илемленсе, çĕнелсе пырать. Кăçал акă Николаева Александра çемйи кермен пек çĕнĕ çурта пурăнма куçрĕ. Терентьевсен, Никитинсен, Семеновсен, Прокопьевсен, Алексеевсен, Васильевсен, Матвеевсен, Андреевсен кил-çурчĕсем капăрлăхĕпе илĕртеççĕ.
Уява ирттерме пулăшнă çынсене, спонсорсене тав сăмахĕ калас килет. Яла пулăшнăшăн вĕсен пурнăç енчĕкĕ ан пушантăр. Така парса шÿрпе пĕçерме пулăшнă Иванов Юрийпе Кондрашов Александра, çавăн пекех спонсорсене Николаев Михаила, Виталий Андреева, Терентьев Петра, Михайлова Риммăна, Михайлов Владимира, Терентьева Иринăна ял халăхĕнчен ырă сăмах пултăр.
Ял илемĕшĕн, ял пуласлăхĕшĕн эпир кашниех яваплă. Тăван ял пире пурнăç парнеленĕ, хăй сĕткенĕпе ура çине çĕкленĕ, аякри çула ыр сунса ăсатнă, яланах хапăл туса кĕтсе илнĕ. Йывăр самантра ун ăшши пире вăй-хал парса тăрать. Ун тивлечĕпе эпир телейлĕ, ун пилĕпе эпир пехиллĕ.
Л.ОРЛОВА, Çĕнĕ Чалкасси ялĕ.