29 июля 2011 г.
Районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов пĕлтернĕ тăрăх, уйрăм хуçалăхсем вырмана тухнă. Киров ячĕллĕ хуçалăхра 20 гектар ыраш çулнă. "Мотор" агрофирмăра механизаторсем ыраша тÿрех çапса тĕшĕленĕ. Кунта ыраша 242 гектар çинче, кĕрхи тулла 30 гектар çитĕнтернĕ.
"Канаш" ОООра та ыраш вырма пуçăннă. "Канашсен" 60 гектар çинчен ыраш, 154 гектар çинчен кĕрхи тулă пухса кĕртмелле.
Çак кунсенче вырма ĕçĕ "Путь Ленина", "Весна", "Исток" хуçалăхсенче те пуçланмалла.
В.ЛАПИН.