АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла тĕпчеççĕ

29 июля 2011 г.

Чăваш Республикин Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх – Чулхулара "Атăлçи энергетикин инженери центрĕ" обществăн (вăл Самарта вырнаçнă, Шупашкар шыв управне проектпа пăхнă шая хăпартассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлет) представительствине уçнă. Унăн тĕллевĕ – "Атăл çинчи Шупашкар ГЭСне тăвасси" проекта вĕçне çитерессипе çыхăннă ыйтусене татса парасси, çав шутра Чулхула облаçĕн территорине тĕпчесси, ĕç отчечĕсене сÿтсе явасси тата вĕсене тивĕçлĕ органсемпе килĕштересси.

Юхан шыва çĕклес енĕпе вăй хуракан тытăмсен хутшăнăвне йĕркелеме Чулхулара ĕç ушкăнĕ тунă. Унта "РусГидро", "Атăлçи энергетикин инженери центрĕ" обществăсен, Федерацин юхан шыв тата тинĕс флочĕн, шыв ресурсĕсен патшалăх службисен представителĕсем кĕреççĕ. Ĕç ушкăнĕн председателĕ – Чулхула облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн çумĕ Владимир Лебедев.

"Геостройпроект" институт Чулхулан юхан шыв çумĕнчи районĕн çĕрне Атăл мĕнлерех витĕм кÿнине тĕпчет. Иртнĕ 30 çулта хула айĕнчи шыв çулĕсем тата шайĕ пач улшăнман. Çакна кăçалхи çĕртме уйăхĕнчи тĕпчев çирĕплетнĕ. Шупашкар управне 68 метра çити хăпартассине хирĕç тăракансем район территорийĕнче çуркунне шыв шайĕ хăпарнăшăн Шупашкар управĕ айăплă тесе шухăшлаççĕ. Анчах институт специалисчĕсем çакă чăнлăхпа килĕшсе тăмасть, Атăл çумĕнчи район шыв çинче ларнин тĕп сăлтавĕ хулара çумăр шывне юхтарса тăмалли пăрăхсем çителĕксĕр тата уйрăм вырăнсенче çеç пулнинче теççĕ. Вĕсене пур çĕрте те тума, пĕр-пĕринпе çыхăнтарма сĕнеççĕ. Çак ĕçе пурнăçласан çĕр айĕнчи шывсем çуркунне вăтамран çур метр анмалла.

Ю.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика