29 июля 2011 г.
Михаил Игнатьев Президент виçĕм кун Иранăн Тутарстанри генеральнăй консулĕпе Расул Шаянпа тĕл пулнă.
Палăртни вырăнлă: Иранăн Хусанти консульствине Раççей Федерацийĕпе Ислам Республикин Иранăн правительствисем тунă килĕшĕве тĕпе хурса 2007 çулхи раштавра уçнă. Расул Шаян кăçалхи ака уйăхĕнче хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă.
Президент ăна яваплă должноçа çирĕплетнĕ ятпа саламланă май унăн Атăлçи округĕнчи, уйрăммăн илсен Тутарстанри ĕçĕ ăнăçлă пуласса шаннине палăртнă.
Генконсул пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра Тегеранри курав центрĕнче нанотехнологисен йăлана кĕнĕ фестивалĕ иртмелле. Унта общество организацийĕсем, наука институчĕсем, промышленноç компанийĕсем, техникăпа çыхăннă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансем, тĕнче шайĕнчи тата ытти компанисем, нанотехнологисемпе ĕçлекенскерсем, хутшăнаççĕ. Расул Шаян Чăваш Ен предприятийĕсем те куравра хăйсемпе паллаштарасса шанни çинчен каланă.
Президент республикăри организацисем сумлă форумсенчен ютшăнманнине, курава хăйсен экспозицийĕсене тăратассине палăртнă. Тĕл пулура çавăн пекех Иранпа Чăваш Ен килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.
К.СЕМЕНОВ.