27 июля 2011 г.
РФ Общество палати халăха чи кирлĕ апат-çимĕç хакне тишкернин çулталăкри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çавна май хаксем малалла ÿсме пултараймасса палăртнă. Унсăрăн Раççей халăхĕн пачах та çиме чарăнмалла.
Раççей ку енĕпе Хĕвел анăç çĕршывĕсене хăваласа çитрĕ, хăшĕ-пĕринчен иртсе те кайрĕ. Шел те, ĕç укçи вара çĕршывра кирлĕ чухлĕ ÿсмест.
Иртнĕ çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа хаксем вăтамран 30 процент хăпарнă. Чи пĕлтерĕшлĕ сăлтав – шăрăх çанталăк. Çапах та, лавкка сентрисем кăçалхи тухăçпа тулаççĕ пулсан та, хаксем çав-çавах чакмаççĕ.
Америкăран та иртрĕмĕр
Экспертсем федераци округĕсен тĕп хулисенче çăкăр, сахăр, çăмарта, сĕт-çу, тăпăрчă, ĕнепе сысна, чăх ашĕсем, минтай пулă, çĕр улми хакĕсемпе кăсăкланнă. Çулталăкра вĕсем тĕрлĕ регионта 20 процентран пуçласа 39 процента çити çĕкленнĕ. Ставропольте тата Екатеринбургра чи сахал ÿснĕ. Мускавра вара – чи нумай. Хабаровск ку тĕлĕшпе тĕп хуларан пĕр процент чухлĕ каярах пырать. Маларах асăннă апат-çимĕçĕн çулталăкри вăтам хакĕ 1329 тенкĕрен пуçласа 1799 тенке çитнĕ.
Апат-çимĕç хакĕсем Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчи, Китайри, Португалири тата Испанири вăтам хаксенчен 13 процент ытларах ÿсни палăрнă. Раççей çыннисен тупăшĕ вара асăннă чылай çĕршывран 25 процент сахалрах. Çак çĕршывсенче хаксем виçесĕр ÿсмеççĕ, ĕç укçи вара час-часах хăпарать.
Хаксем малашне те çÿлелле кармашсан чылай çыннăн чи пĕчĕк потребитель карçинккин пайĕнчен хăтăлмалла пулать. Çакна Общество палатин ĕç ушкăнĕн ертÿçи Михаил Попов палăртнă.
"Хаксем каллех пысăклансан çĕршыври граждансене тавара йÿннипе улăштарма е сахалрах усă курма тивет", – тенĕ вăл.
Влаçран килет
Попов сăмахĕ тăрăх, хаксене пĕр вырăнта тытса тăма васкавлă мерăсем йышăнни çеç пулăшĕ. Сăмахран, çакна Ставрополь тăрăхĕнчи çирĕплетме май пур. Эксперт шучĕпе, вырăнти администраци тăрăшнăран хаксем кунта 20 процент чухлĕ çеç хăпарнă. Апат-çимĕç пасарĕнчи конкуренцие пула тĕп хулара вĕсем ытлашши хăвăрт ÿсмеççĕ.
Общество палатин представителĕсем чи кирлĕ апат-çимĕç хакĕсем кĕпĕрнаттăрсен ĕç-хĕлне хакламалли тĕп критери пулмаллине палăртнă.
Сăлтавĕ –
шăрăхра мар
Потребительсен правине хÿтĕлекен "Общество контролĕ" пĕрлешÿ те хаксене тĕрĕслет. Ку хутĕнче "общественниксемпе" влаçсен кăтартăвĕ пĕрешкел.
"Апат-çимĕç хакĕсем çулталăк хушшинче чăн та пĕрре виççĕмĕш чухлĕ хăпарнă, – каласа парать общество председателĕ Михаил Аншаков. – Анчах та çакăн сăлтавĕ шăрăх çанталăкпа çыхăннине хирĕçлетпĕр. Пирĕн кăтартусем тăрăх, Раççейре тухăç пулманран хаксем, ытти шайпа пăхсан, чи сахал хăпарнă".
Эксперт пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывра вырăнта кăларнă апат-çимĕçпе тивĕçтерсен çеç шăрăх çанталăка пула хаксем ÿсме пултараççĕ. Раççей вара ытларах ют çĕршывран килнисемпе пурăнать.
"Çавăн пекех хаксем хăпарасси бизнесри лару-тăруран та килет, – сăмахне малалла тăсать вăл. – Хальхи вăхăтра апат-çимĕç хакĕ ытларах пысăк суту-илÿ тытăмĕнчен килет. Шел те, вĕсем хăйсене килĕшекен хака палăртаççĕ. Çав вăхăтрах пĕчĕк предприятисем вара пĕрин хыççăн тепри хупăнаççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, конкуренци пачах та çук темелле. Çавна пула хаксем çÿлеллех кармашаççĕ".
Потребитель
карçинкки улшăнать
РФ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Татьяна Голикова пĕлтернĕ тăрăх, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен тытăмне, çавăн пекех потребитель карçинккин пуххине çулталăк вĕçĕнчен çĕнĕрен пăхса тухаççĕ. Ун шучĕпе малтанхи мел кивелнĕ, вăл халăхăн пурнăç шайне тĕрĕс мар кăтартать.
Аса илтеретпĕр: потребитель карçинккине маларах килогрампа е хисеппе виçнĕ. Çĕннинче вара апат-çимĕç тÿпи 50 процентпа танлашать, ытти таварпа çăмăллăхсем – 25 процентпа. Апат-çимĕçе унчченхи пекех килогрампа шутлаççĕ, çăмăллăхпа вара таварсен расхутне – карçинккан апат-çимĕç тÿпинчен хака шута илсе укçана куçараççĕ. Влаçри çынсем каланă тăрăх, карçинкка кун пек илемлĕрех те сумлăрах курăнать.
Раççей хаçат-журналĕ тăрăх.
ЦИФРĂСЕМ
Апат-çимĕç хакĕсем иртнĕ çулта вăтамран 30 процент ÿснĕ.
Иртнĕ çулта апат-çимĕç хакĕсем Мускавра 39 процент хăпарнă.
Раççейре апат-çимĕç хакĕсем Америкăри, Канадăри тата Испанири хаксенчен 13 процент пысăкрах.
Раççей çыннисен ĕç укçи Америкăра, Канадăра пурăнакансен тупăшĕнчен вăтамран 25 процент сахалрах.