АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа тата та хитререх тăваççĕ

27 июля 2011 г.

Ял хушшипе пынă чухне çурт умĕнчи пĕчĕк садра тĕрлĕ тĕсĕпе илĕртекен чечексем патне çитсен урасем хăйсемех чарăнаççĕ. Вĕсем хавас туйăма тата та хытăрах хĕртсе яраççĕ, хуçăк кăмăла савăнăç шевлипе çупăрлаççĕ, ывăнни самантрах таçта кайса кĕрет, пурăнас киленÿ пушшех те вăйланать. Асамлă юмаха аса илтерекен ÿкерчĕке тăвакансен пурнăçĕ çав тери интереслĕ, ĕçĕ ансат та хавхалануллă евĕр туйăнать. Пушă вăхăтне чечексем хушшинче ирттерекен çынпа паллашма мана Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов пулăшрĕ. Чечек ăсти патне çăмăл машинипе леçсе ячĕ.

О.Григорьева мана тÿрех палласа илчĕ. Эпĕ вара ниепле те.

– Эсир пирĕн шкула килнĕччĕ. Ун чухне унти теплицăра ĕçлеттĕмччĕ. Тĕрлĕ пахча çимĕç, чечексем çитĕнтереттĕмĕрччĕ. Кунти ĕçсемпе интереслентĕр, пире ÿкерсе хаçатра кăлартăр, – терĕ вăл.

Пуçа ирĕксĕрлесе тенĕ пек ĕçлеттертĕм. Аса илÿ çăмхи кирлĕ вырăна çитсен сÿтĕлме чарăнчĕ. Ун чухнех вăл пĕрле ĕçлекен юлташĕсенчен калаçма ÿркенменнипе палăрнăччĕ. Лабораторинче ĕçленĕ хушăрах теплицăра та вăй хунă Ольга Павловна. Чечексене юратман çын çук та пулĕ, ăна хăй аллипе лартса ÿстерекенни, вĕсем çине пăхса киленекенни вара пит сайра. Акă Уçырмара та вĕсене шутласа кăларма алăри пÿрнесем çитеççĕ.

– Вун пилĕк çула та çитрĕ, ахăртнех, килти пахчара чун йăпатмăшсем ÿстерме пуçлани. Тивĕçлĕ канăва тухсан çак ĕç кулленхи киленÿ пулса тăчĕ. Канаша кайсан чечек вăрлăхĕ сутакан лавккана кĕрсе тухмасăр, мĕнле те пулин вăрлăх туянмасăр киле таврăнман, – тет манпа калаçакан.

О.Григорьеван кĕçĕн хĕрĕ Лиза амăшнех хывнă, вăл Мускавра тĕпленнĕ. Дача пур, ăна куçа йăмăхтаракан чечексем илем кÿреççĕ. Паллах, амăшĕн йăпанăвĕ ăна та куçнă. Упăшкипе икĕ ачи хаваспах ăна çак ĕçре пулăшаççĕ. Ольга Павловна чун тĕпренчĕкĕ патне хăнана кайсан хĕрĕн кучченеçĕсемпе пĕрле Уçырмара çук чечек вăрлăхĕсĕр Канаш урлă килекен пуйăс çине ларман. Тепĕр хĕрĕ Ирина та илеме чунĕпе туять, унăн Çĕнĕ Шупашкарти хваттерĕн чÿречисенчен урамалла тĕрлĕ чечек иртен-çÿрене илĕртсе пăхса ларать. Вĕсенчен нумайăшне юратнă амăшĕ парнеленĕ, хăй те ĕрчетет.

Григорьевсен картишне кĕрсенех хăвна ÿсен-тăран тĕнчине лекнĕн туятăн. Мĕн тĕрли кăна çук пуль кунта: садра ÿсекен салтак тÿми, гладиолус, гвоздика, лили, цинни, флокс, кĕл чечек, астильба, годеци, бархатец, рудбеки тата ыттисем те – каласа та пĕтереес çук. Çак чиперккесем татах та ытарлăрах курăнччăр тесе строительство кăпăкĕнчен, автомобиль скатĕнчен, чулсенчен, шăтса пĕтнĕ резина атăсемпе калушсенчен тĕрлĕ фигура ăсталаса вĕсем çине илĕртмĕш чечексене килĕшÿллĕ вырнаçтарса тухнă. Кунти вырăна юмах уçланки тесе калассăм килет – асамлă юмахсенчи сăнарсен кĕлеткисем, пĕчĕк чĕр чунсемпе хурт-кăпшанкăсем. Такăр сукмаксем, тăпăлкка бассейн. Кăнтăр кунĕнче авăрланнă лампăсем тĕттĕмленсен мĕн ирччен çунса чечексене малалла аталанма вăй параççĕ. Чечеклĕх хуçи хăйĕн тĕрлĕ тĕслĕ "пепкисем", вĕсене мĕнле тупма май килни çинчен пĕр вĕçĕм каласа пама хатĕр. Пĕлĕвне ÿстерме хăй пекех чечек ăстисемпе çыхăну тытать, тĕрлĕ хаçат-журнал вулать.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика